Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмахсене (тĕпĕ: сӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
ӑ) тӑххӑрмӗш абзацра «50 процент» сӑмахсене «80 процент» сӑмахсемпе улӑштарас;

б) в абзаце девятом слова «50 процентов» заменить словами «80 процентов»;

Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен (35№ саккун 2019) // Михаил Игнатьев. Закон № 35 от 07 мая 2019 г.

а) ҫиччӗмӗш абзацра «88 процент» сӑмахсене «100 процент» сӑмахсемпе улӑштарас;

а) в абзаце седьмом слова «88 процентов» заменить словами «100 процентов»;

Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен (35№ саккун 2019) // Михаил Игнатьев. Закон № 35 от 07 мая 2019 г.

Маларах каланӑ сӑмахсене ялсенчи культура вучахӗсем пиркиех каланӑ теме пулать.

Куҫарса пулӑш

Культура ҫурчӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа 45 ҫул ҫитрӗ // Г. АНДРЕЕВА. http://www.zp21rus.ru/kultura/2515-kultu ... -45-ul-itr

А? — ку сӑмахсене Глуховпа Отавинӑна питӗнчен чулпа пенӗ пекех ывӑтрӗ те ывӑтрӗ Малышева.

А? – Малышева бросала эти слова в лицо Глухову и Отавиной.

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Сӑмахран, Тӑвай районне вырӑсла, «домовой», «до свидания», «Бог в помощь» сӑмахсене чӑвашла мӗнле каламаллине пӗлменни кулянтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш пики — пуласлӑх хуҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.12.18, 241-242 (26903-26904)№№

Николай Федорович конкурсӑн тӗллевне ҫапларах палӑртрӗ: «Эпир - чӑвашсем. Ҫак сӑмахсене мӑнаҫланса тата савӑнса калатӑп, мӗншӗн тесен эпир ӗҫчен, маттур халӑх. Кун-ҫулӑмӑр та аслӑ та чаплӑ. Ҫак ҫӗр ҫинчен чӑваш ан ҫӗттӗр тесен чӗлхене, культурӑна, йӑла-йӗркесене ҫухатмалла мар. Ҫамрӑк ӑрӑва чӑн чӑваш пулса ҫитӗнтермелле. «Чӑваш пики» конкурс ҫак енӗпе тивӗҫлӗ ӗҫсем тӑвать», - терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш пики — пуласлӑх хуҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.12.18, 241-242 (26903-26904)№№

Учительница патне килне граф хушаматне пӗлме янӑ хушӑра — Глеб, татӑклӑ самант ҫитессе кӗтсе, пӗрехмай ҫак сӑмахсене кала-кала, хӗп-хӗрлӗ ларнӑ: «Лӑпкӑнрах, лӑпкӑнрах, полковник юлташ, эпир сирӗнпе кунта Фильӑра мар вӗт, тӗрӗс-и?»

Бегали к учительнице домой – узнавать фамилию графа-поджигателя. Глеб Капустин сидел красный в ожидании решающей минуты и только повторял: «Спокойствие, спокойствие, товарищ полковник, мы же не в Филях, верно?»

Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.

Анчах ҫав лӑплантармалли сӑмахсене вӑл темиҫе хутчен те каланӑран вӗсем пурте хӑйсен вӑйӗсене ҫухатнӑ, шутсӑр мӑшкӑлласа кулнӑн илтӗннӗ вӗсем.

Но он столько раз повторял все это, что его слова уже не действовали и были похожи на насмешку.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Паллах, ҫак сӑмахсене илтсен, ҫынсен питех те пӗлесси килсе кайрӗ, вӗсем чи пысӑкрах япалине те манса кайнӑ пек пулчӗҫ.

Конечно, это вызвало такое любопытство, что о самом происшествии чуть не забыли.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав сӑмахсене пӗтӗм чӗререн калани палӑрса тӑчӗ.

Это походило на правду.

19-мӗш сыпӑк. Том ӳкӗнӗвӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эсӗр пӗр-пӗр сӑмахсем каласа шарика тӑпра ӑшне алтса чиксе, икӗ эрне хушши ӑна тивмесен, кайран вара халӗ каланӑ сӑмахсене каласа шӑтӑкне уҫса, пӗр шарик вырӑнне эсӗр хӑвӑр хӑҫан та пулин ҫухатнӑ шариксене, вӗсем пӗр-пӗринчен инҫе выртсассӑн та, пурне те тупатӑр.

Если зарыть в землю шарик, прочитав при этом какой полагается заговор, то через две недели вместе с ним отыщутся все шарики, которые ты потерял, как бы далеко друг от друга они ни лежали.

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вуламалли урок вӑхӑтӗнче вӑл сӑмахсене пӑтраштарса йӑнӑшрӗ.

Когда дошла до него очередь читать вслух, он опозорился.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл ҫынсен чӗрисене пырса тивесси ҫинчен шухӑшламалли те ҫук: мӗскӗн пачӑшкӑ темӗнле ытла та мыскаралла каланӑ пекле, приход ҫыннисем чи усал, хӑрушӑ япаласем ҫинчен каланӑ сӑмахсене те, чиркӳ сакӗ хыҫӗсене пытанса, хуллен лӑх-лӑх кулса йышӑнчӗҫ.

ибо не было никакой возможности заставить паству вникнуть в ее смысл: даже полные самой возвышенной скорби слова прихожане, укрывшись за высокой спинкой скамьи, встречали заглушенным взрывом нечестивого смеха, словно бедный проповедник отпустил что-то невероятно смешное.

5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл хӑй калакан сӑмахсене пите хытӑ тимлесе итлме хушрӗ.

Он потребовал внимания.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ман сӑмахсене ҫав каччӑна ҫитернӗ пулмалла хӗр-тусӑм, килӗшмен ҫакӑ мана куҫ хывнӑ йӗкӗте.

Куҫарса пулӑш

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

Ӑса, йӗрӗлче, кусар, пакур, хусӑк, катмак, тӑпач, тылӑ, хутӑруҫҫи, шӗшлӗ - кулленхи пурнӑҫра ку сӑмахсене час-часах илтеймӗн.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫе мӗн ачаран вӗрен // Наталия МАТВЕЕВА. Тантӑш, 2015.11.26

Чӑн та чӑн тенӗрен, хай пуянӑн суя сӑмахне чисти чӑна кӑларсан кӑна, ку ҫӗнӗ пуянӗ, ҫукран пур пулнӑскер, каллех халӑхсем енне ҫавӑрӑнса ларсан: «Итлӗр-халӗ, ватӑсем, пуянсем, ӗлӗк, эпӗ ҫук ҫын чухне, сире темӗн тӗрлӗ тӗрӗсне кала-кала параттӑм, эсир уп чухне манӑн ӑслӑ сӑмахӑмсене сума сумасӑр, шанмасӑр, манах ухмах тесе вӑрҫаттӑр; халӗ эпӗ сирӗн пек пуян пулсан, сирӗнпе пӗрле сӗтел хушшинче калаҫса ларнӑ чухне, сире суя суйса каланӑ сӑмахсене те эсир: «Пулӗ те ҫав, ах вӑл епле пит вичкӗн шӑллӑ шӑши пулнӑ-ши?» – тесе, чӑна кӑларса тӗлӗнсе ларатӑр», – тет вӗсенчен кулса.

Куҫарса пулӑш

Иван Юркин // Вичкӗн шӑллӑ шӑши. https://vulacv.wordpress.com/2019/04/30/ ... %88%d0%b8/

Эпӗ ҫак сӑмахсене ӗненетӗп!

Я верю этим словам!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Намӑс сӑмахсене нумай пӗлнипе ухмах ҫын ҫеҫ мухтанма пултарать.

Куҫарса пулӑш

«Чӗлхӳ пыл пек пылак пултӑр…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.08.11

Кӑмӑла пӑсакан сӑмахсене хӑлхана ан чикӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех