Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

енче сăмах пирĕн базăра пур.
енче (тĕпĕ: енче) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӑйсене пӑрса яраҫҫӗ пире ку енче

— Зашшучут нас на энтой стороне…

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксем вӗсене тепӗр енче кӗтсе илчӗҫ, хӑйсен учӗсене тытса йӗвенлерӗҫ.

На той стороне их ждали казаки, они разбирали лошадей, накидывали уздечки.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Икӗ дружинник ҫавӑнтах лашасене йӗвенӗсенчен ярса тытрӗҫ, анчах кӗпер леш енче ҫеҫ чарма пултарчӗҫ.

Двое дружинников схватили лошадей под уздцы, остановили уже на той стороне моста.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах таҫта инҫетре, кӑнтӑр енче, тупӑпа пенӗ сасӑ ҫемҫен килсе илтӗнсенех пурте хыпӑнса ӳкрӗҫ: йӗркене пӑтраштарса, лавсен вӑрӑм картинчен мӑшӑрлӑ кӳлнӗ тата пӗччен лашаллӑ урапасем ҫул айккинелле лӑчӑртатса тухрӗҫ.

Но едва лишь где-то далеко на юге мягко разостлался орудийный выстрел, как все пришло в движение: измешав порядок, из длинной вереницы подвод съехали в стороны пароконные и одноконные повозки, запряженные лошадьми.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн тӗтреллӗ ытамӗнче пӗр пӗлӗт татӑкӗ те курӑнмарӗ, кӑнтӑр енче кӑна, Дон хӗрринчи тӑвайкки тӗлӗнче, хӗвел тухас умӗн куҫа шартармалла шупка хӗрлӗ пӗчӗк пӗлӗт лӑстӑкӗ палӑрма пуҫларӗ.

Ни единой тучки не было на его мглистом просторе, лишь на юге, над кромкой обдонского перевала, перед восходом солнца появилось крохотное ослепительно-розовое облачко.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫапла, Мелехов, ку енче тытӑнса тӑраймасан, фронта татса кӗретпӗр.

Так вот, Мелехов, если уж на этой стороне не удержимся, то тогда идем на прорыв.

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Таҫта чиркӳ леш енче тахӑшӗ янӑравлӑ сасӑпа: «В ружье-е-о-о!» тесе команда панӑ.

Где-то за церковью зычный командный голос орал: «В ружье-е-о-о!»

LVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Таҫта лере, Дон леш енче, Хопер тӗлӗнчерехре, аслати хӗнтӗртетнӗ сасӑ вӑрӑммӑн янӑраса кайрӗ.

Где-то за Доном, над Хопром разостлался глухой раскат грома.

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Апла майлӑрӑх, мӗншӗн тесен вӑл енче фронт та аяккарах юлать, ҫеҫенхирӗ те ҫап-ҫара: ӑнланса илсе тарма шут тытас пулсан та, ниҫта каяймаҫҫӗ.

Так удобнее, затем что на этой и фронт будет дальше, и степь голая, — не уйдут, ежели опамятуются и вздумают убегать.

XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксем ҫурри яхӑн Донец леш енче ҫӳреҫҫӗ, кунта юлнисем — урса кайрӗҫ, хӑйсен ури айӗнчи ҫӗре кӑшлаҫҫӗ…

Половина казаков за Донцом, а какие тут остались остервились, землю под собой грызут…

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Пирӗн патра, леш енче, кӑшт иртерех.

— У нас-то, на энтой стороне, трошки рано.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Донӑн тепӗр енче, ҫурхи шыв илнӗ вӑрман хыҫӗнче, Христоня, Аникушка, Пантелей Прокофьевич, Степан Астаховпа ытти казаксем хӑйӑр кӗрчӗсен тӗмескисем тӑрах кӑштӑртатса утрӗҫ.

А на той стороне Дона, за лесом, затопленным полой водой, по песчаным бурунам шли казаки: Христоня, Аникушка, Пантелей Прокофьевич, Степан Астахов и другие.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Упӑшки шуррисемпе кайнӑ, Донец леш енче, — сӑмах май тенӗ пек каларӗ Прохор.

Муж у нее в отступе, за Донцом, — будто между прочим закончил он.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Дон леш енче Дударев казакӗсен сотни утлӑ стройпа атакӑна, тӳрех пулеметсем ҫине, вил-ӳсер кӗрсе кайнӑ та, вӗсене ҫурри таран вӗлерсе пӗтернӗ.

На той стороне Дона сотня дударевских казаков пьяным-пьяна пошла в конном строю в атаку, в лоб на пулеметы, и была уничтожена наполовину.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аялта, Чирӑн тепӗр енче, Каргински станица вырнаҫнӑ, ун хыҫӗнче, ҫемҫен авӑнкаласа, вырӑнӗ-вырӑнӗпе тип ҫырмасемпе варсем таткаланӑ ҫеҫенхир кӑнтӑралла тӑсӑлать.

Внизу, по ту сторону Чира, лежала Каргинская, за ней на много верст мягким сувалком уходила на юг степь, кое-где перерезанная поперек балками и логами.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Шуррисем енче — шӑри-шари.

У белых крик получился.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Утлӑ разведка кӗҫех Безбородов енче тӑшмана тупайманни, хутортан сылтӑмарах, пӗр тӑватӑ ҫухрӑмра пулӗ, ҫине-ҫинех перкелешни ҫинчен хыпар ҫитерчӗ.

Конная разведка вскоре донесла, что на Безбородовом противника не обнаружено, а правее хутора, верстах в четырех, идет частая ружейная перестрелка.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлисен батарейи, хирти йӗтем ҫинче маскировка туса, сылтӑм ҫыран хӗрринче пухӑнакан повстанецсем ҫине Крутовскинчен Дон ҫумӗпе кӑнтӑралла кукӑрӑлса кӗрекен ту юппинчен кашни кун ир пуҫласа каҫчен тупӑсемпе персе тӑрса Мускав полкне пулӑшрӗ, унтан Дон леш енче вырнаҫнӑ Елански хуторӗ ҫине снарядсем тӑкма тапратрӗ.

С гористой отножины обдонского отрога, что лежит от Крутовского на юг, красная батарея, маскируясь на полевом гумне, ежедневно с утра до вечера обстреливала скоплявшихся на буграх правобережья повстанцев, поддерживая цепи Московского полка, потом переносила огонь и сеяла его по хутору Еланскому, расположенному по ту сторону Дона.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӑшӑра, картишсенчи хӗвел ӳкекен хӳмесем енче, вӑкӑрсем ҫатан ҫумӗнче хыҫкаланса тӑраҫҫӗ.

На сугреве, на солнечной стороне базов, терлись о плетни быки.

XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл сикӗпе Петро еннелле вӗҫтерсе килчӗ; унӑн лашипе юнашар, сылтӑм енче, Петропа Федот Бодовсков учӗсем ӗрӗхтерсе пычӗҫ.

Он наметом шел к Петру; две лошади, Петра и Федота Бодовскова, скакали рядом по правой стороне.

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех