Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

нимӗнле сăмах пирĕн базăра пур.
нимӗнле (тĕпĕ: нимӗнле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Глухов тӳрре тухма тӑнӑ, нимӗнле апла-капла шухӑшӗ ҫуккине пӗлтернӗ, мӗнле калас — ӑна юратнипе кунта килнӗ иккен вӑл (Глухов хӗренкӗ пулнӑ).

Глухов попытался объяснить, что он – без всяких худых мыслей, а просто сказать, что вот – любил ее (он был выпивши).

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

— Лайӑх кӑна вӗрететпӗр те — нимӗнле таса мар та ҫыпҫӑнмасть.

– Прокипятим как следует – никакого заражения не будет.

Еххӗм Пьяных операцийӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 29–35 стр.

Еххӗм шӑлӗсене шатӑрт ҫыртса лартса, шыҫҫа чылайччен сӑтӑра-сӑтӑра лӑплантӑрчӗ, анчах та пӳрнисем унӑн нимӗнле те хытӑ вӗҫлеке япалана та хыпашласа тупаймарӗҫ.

Ефим, стиснув зубы, подолгу оглаживал нарыв, но под пальцами ничего острого или твердого не чувствовал.

Еххӗм Пьяных операцийӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 29–35 стр.

Нимӗнле те мар.

– Никакая.

Еххӗм Пьяных операцийӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 29–35 стр.

Объектсене вӑхӑтра хута ярсан нимӗнле чӑрмавсемсӗрех укҫа-тенкӗне те организацисем тивӗҫӗҫ.

Согласно заключенным государственным и муниципальным контрактам подрядчики получат оплату по факту выполненных работ.

Чӑваш Енре 2019 ҫулта пурӗ 200 ҫухрӑм ытла ҫул-йӗрсем юсӗҫ, сарӗҫ // М.И. Игнатьев пресс-служби. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=19 ... b4575c9e35

Нимӗнле лозунгпа та! — татса каласа хучӗ Иван.

— Ни под каким лозунгом, — твердо сказал Иван.

Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.

Ҫакӑнта тин ачасем ҫӗр айӗнчи шӑтӑкра нимӗнле сас-чӗвӗ те пулманнине асӑрхаса илнӗ, ҫак шӑплӑх ачасен чунне темӗнле пусаркӑҫпа пусса лартнӑ пекех пулнӑ.

Тут в первый раз гнетущее безмолвие пещеры наложило на них свою холодную руку.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Усал ҫынсем ҫавӑнта, тӑлӑх арӑмӑн карти патӗнче, калаҫса тӑнӑ чухне, вӑл хӑех ӑнланнӑччӗ вӗт-ха: ҫавсем тавернӑран йӑтса тухнӑ тӗркере нимӗнле пуянлӑх та пулман.

Потому что, еще у изгороди подслушав разговор, он перестал надеяться, что в узле был клад.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах вӗсен пулисем нимӗнле сиен тумасӑрах пирӗн ҫумӑн шӑхӑрса иртсе кайрӗҫ.

Но и их пули просвистели мимо нас без вреда.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах нимӗнле ура сасси те илтӗнмест.

Но шагов не слышно.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӑрахут ҫинчен ун патнелле нимӗнле шав та илтӗнмен: ҫамрӑксем йӑвашланса кайса, шӑпах лӑпланса ларнӑ, ытла ывӑнса ҫитнӗ ҫынсем яланах ҫавӑн пек пулаҫҫӗ.

Он не слышал никакого шума, потому что молодежь присмирела и притихла, как это обычно бывает с людьми, которые очень устали.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав ҫӗр нимӗнле сигнал та пулмарӗ.

Сигнала в эту ночь не было.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Нимӗнле испанец та курӑнмарӗ.

Испанец так и не показывался.

28-мӗш сыпӑк. Джо индеец шӑтӑкӗнче // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пирӗн хулара ҫуртсем ҫинче нимӗнле номер тавраш та ҫук вӗт-ха.

Только не в нашем городишке, какие тут номера!

27-мӗш сыпӑк. Чӗтре-чӗтре хыҫран сыхласа ҫӳрени // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Защитникӗ каллех: «Манӑн нимӗнле ыйту та ҫук», — терӗ.

Защитник Поттера снова не пожелал его допрашивать.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Защитникӗ каллех: «Манӑн нимӗнле ыйту та ҫук», — терӗ.

— У меня нет к нему вопросов, — ответил защитник Поттера.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Айӑпланакан ҫын пӗр минутлӑха куҫӗсене ҫӳлелле хӑпартса пӑхрӗ, анчах защитникӗ: «Манӑн нимӗнле ыйту та ҫук», — тесе каланине илтсенех, вӑл каллех аялалла пӑхрӗ.

Обвиняемый поднял глаза на минуту и опустил их снова, когда его защитник сказал: — У меня нет вопросов.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫавӑнпа та вӑл ҫав япалана резерва, нимӗнле те май килмесен, чи юлашкинчен каламашкӑн перекетлесе хӑварнӑ иккен.

Поэтому он приберегал ее напоследок, в качестве резерва.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах ҫавӑн пек сӗнӗве Гекпа Джо кӑмӑлсӑр йышӑнчӗҫ, Томӑн хӗпӗртени те ҫавӑнтах, нимӗнле сӑмахсӑрах сӳнсе ларчӗ.

Но это вызвало лишь слабое оживление, которое угасло, не приведя ни к чему.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ӳчӗсем вырсарникунхи ирччен тупӑнмасан, вара нимӗнле шанчӑк та пулмасть.

Если тела не найдут до утра воскресенья, то не останется никакой надежды.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех