Шырав
Шырав ĕçĕ:
Акӑ вӑл чей ӗҫме тухать те, упӑшкине ыталаса илсе: «епле ҫывӑртӑн, савнӑ тусӑм?» тет, чей ӗҫнӗ хушӑра ӑна тӗрлӗ ӑҫтиҫуксем ҫинчен тата кирлӗ япаласем ҫинчен те каласа кӑтартать; сӑмах майӗн каласан, Вера Павловна, — ҫук, Верочка: вӑл ирхине чей ӗҫнӗ чухне те Верочка-ха, — чей ӗҫнинчен ытларах хӑйма ӗҫет: чей кунта ячӗшӗн ҫеҫ, чей куркинче вара ҫурри ытла хӑйма; вӑл хӑймана та ҫав тери юратать.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӗҫме тытӑнас пулсассӑн, вӑйлӑ ӗҫет пулас та хӑй».)
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Аллисем ылттӑн, анчах хӑй чараксӑр ӗҫет.
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ытла хытӑ ӗҫет!
27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Нагульнов ӑшӑнса, тутлӑмарланса кайнӑ шыва графинран тӳрех ӗҫет, графин анин хӗррисене шӑлӗсемпе шӑкӑртаттарать.Нагульнов пил прямо из графина противную, степлившуюся воду, ляская о края зубами.
24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пуҫне питӗ пысӑк лаххана пырса чикнӗ те мӑшкӑлтӑк шыва чаплаттарсах ӗҫет.
16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Халӗ ӗнтӗ вӑл унӑн кӑкӑрне турта-турта ҫурать, ӳтне каскалать, юнне ӗҫет, ирӗксӗрлет, ним курмасӑр, выҫӑпа антӑхнӑн, ҫав хӗрарӑмшӑн ҫапӑҫать.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Ҫамрӑк каччӑ пӗр стакан эрех ӗҫет, — шуйттансем ӑна та ҫавӑнтах, ҫав шӑтӑках, тӗпсакайне антарса яраҫҫӗ.Молодой парень выпил стакан водки — черти немедленно спускают и его туда же, под пол сцены.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Питӗ хытӑ ӗҫет, аскӑнскер!
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Чирлесе ӳкиччен е, пӗтӗмпе сутса ярса, ҫарамас тӑрса юличчен ӗҫет…
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ҫылӑха ма пытарас, ӗҫет.
Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.
— Питех темелле мар та, анчах ӗҫет.
Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.
Пиччӗшӗн арӑмӗ, Ирина Пантелеевна, кил пуҫӗ пулса тӑчӗ, урӑхла каласан, вӑл пуринчен кайран вӑранать, виҫӗ хут кофе ӗҫет, кунне виҫӗ платье улӑштарса тӑхӑнать; унӑн хуҫалӑхри пӗртен-пӗр ӗҫӗ — хӑйӗн юбкине май пур таран хытӑрах крахмалланине сӑнасси.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл, ҫулсем иртнине пӑхмасӑр, ним пӑлханмасӑр, хурлӑхан эрехӗ, ҫутти ӗҫет, апат хыҫҫӑн тата пӑлханмасӑртарах, нумайрах ҫывӑрать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл вырӑн ҫинчен тӑрать, пӗр стакан шыв ӗҫет, чӳрече уҫать те, питне тутӑрпа вӑркӑштарса, чӑн-чӑн ӗмӗтсемпе тӗлӗкри ӗмӗтсене сирсе ярать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тен, Илюша, хӑй умӗнче мӗн калаҫнине, мӗн тунине тахҫантанпах асӑрхать, ӑнланать пулӗ: унӑн ашшӗ плис шӑлавар, мамӑк хурса ҫӗлетнӗ хӑмӑр пустав курткӑ тӑхӑннӑскер, аллисене ҫурӑм хыҫне тытать те, кӗтесрен кӗтесе кӑна уткаласа ҫӳрет, табак шӑршлать тата сӑмса шӑнкарать, урӑх нимӗн те тумасть; амӑшӗ вара кофе хыҫҫӑн чей ӗҫет, чей хыҫҫӑн апат ҫиет; ашшӗ ҫынсем утӑ ҫулса е тырӑ вырса миҫе капан тунине тӗрӗслеме те шутламасть, ӗҫри ҫитменлӗхсене курсан нихҫан та вӑрҫмасть, анчах ӑна сӑмса тутри хӑвӑрт пырса ан пар ҫеҫ — вӑл йӗркесӗрлӗхсем ҫинчен кӑшкӑрма тытӑнать, кил-ҫурта кутӑн-пуҫӑн ҫавӑрать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Е хӑйӗн улпучӗ ҫав тери картла вылякан, кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫекен ҫын пулни ҫинчен пӗлтерет, ун пекки ку тарана ҫитсе те тӗнчере ҫуралман-ха, тет: вӑл ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе картла вылять тата йӳҫҫине ӗҫет, тет.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Гаврик ӗҫет, ҫав вӑхӑтрах мӑйӑхлӑ ҫын каллех тӗпчесе ыйтма пуҫласан мӗнле суймалли ҫинчен шухӑшлать.
XVIII. Ыйтусемпе ответсем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
ҫурӑмне ӑшӑтма чупса тухнӑ симӗс калта та, урипе чултан ҫакӑнса, ача ҫине куҫне хӗссе пӑхать, вӑл та ӑна: «Пӑхӑр-ха ку телейлӗ ача ҫине, вӑл «Фиалка» шывӗ ӗҫет!» — тесе каланӑ пек туйӑнать.
XVIII. Ыйтусемпе ответсем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӗсем пур те: «Пӑхӑр-ха, пӑхӑр, пӑхар, ку ача «Фиалка» шывне ӗҫет!» — тесе каланӑ пек.И все они говорят: «Смотрите, смотрите, этот мальчик пьет воду «Фиалка«!»
XVIII. Ыйтусемпе ответсем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949