Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗрленӗ (тĕпĕ: тӗрлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗршӗннӗ сӑрӑ хӑмасемпе хӗресле ҫапса питӗрнӗ чӳречесен тӗттӗм шӑтӑкӗсене, тӗрленӗ хашакасен ванчӑкӗсемпе кивелнӗ пӳрт тӑррине, унта сарӑ анра ҫарӑкӑн имшер тунисем тӳпенелле туртӑннине курсан, унӑн чунӗ тӳсме ҫук хытӑ ыратса кайрӗ…

Криком кричала его душа, пока смотрел он на темные провалы окон, забитые крест-накрест серыми полуистлевшими досками, на обломки резных наличников, обветшалую крышу, где взошли и тянулись к небу желтые хилые кустики сурепки…

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Мишкӑна парнелесе панӑ табак енчӗкне шӑпах ӗнтӗ Дуняшкӑн кӗре пӳрнисем йӑмӑх хӗрлӗ ҫӑм ҫиппипе эрешлентерсе тӗрленӗ; шӑпах Дуняшка ӑна, килтисене систермесӗр, иртнӗ хӗлле кӑвак качака мамӑкӗнчен ҫыхнӑ пӗр мӑшӑр перчетке пырса тыттарчӗ; тата шӑпах Кошевой тахҫан Дуняшка тӗрленӗ капӑр сӑмса тутрине хӑйӗн салтак гимнастеркин кӑкӑр кӗсйинче типтерлӗ упраса усрать.

Это Дуняшкины смуглые пальцы вышивали ярким гарусом подаренный Мишке кисет, это она, потаясь родных, принесла ему зимой перчатки дымчатого козьего пуха, это некогда принадлежавшую Дуняшке расшитую утирку бережно хранил в грудном кармане солдатской гимнастерки Кошевой.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аксинья, ӑшшӑн кулкаласа, ӑна тӗрленӗ сӑмса тутрипе сӗлтрӗ, унтан тутӑрне ҫавӑнтах алла пуҫтарса тытрӗ те тути ҫумне, ҫӗр ҫывӑрманнипе тӗксӗмленнӗ куҫ лупашкисем ҫумне пӑчӑртарӗ…

Аксинья, улыбаясь, махнула ему расшитой утиркой и сейчас же скомкала ее, прижала ко рту, к потемневшим от бессонной ночи глазницам…

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пирятин-Тамбовский генерал княҫ пур походсенче те ылтӑнланӑ, касса тӗрленӗ каретине илсе ҫӳренӗ.

Генерал князь Пирятин-Тамбовский во всех походах таскал за собой золоченую резную карету.

Сӑмах ҫапма юратакан // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Вӑл карттусне лаптак ӗнси ҫине шутарса лартнӑ та тӗрленӗ ал шӑллисемпе капӑрлатса ҫакнӑ тӗкӗр патӗнче, сӗтел хушшинче, сарлакан чавсаланса ларать.

Он сидел за столом под завешенным рушниками зеркалом, широко разложив локти, сдвинув фуражку на плоский затылок.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Упӑшки таврӑннӑ тӗле Наталья юсавлӑрах тумланнӑ; ҫанӑ вӗҫне ансӑр чӗнтӗр тыттарса ҫӗленӗ кӑвак саттин кофта, килпетлӗ пӳ-сине йӑрӑс тытса, ҫемҫе те ҫӳллӗ кӑкӑрӗсем тӗлӗнче туллин мӑкӑрӑлса тухать; тӗрленӗ аркӑллӑ, пӗрмечеллӗ сенкер юбка аялта шалпартарах, ҫӳлте, пилӗкӗ тӗлӗнче, лӑпах вӑхӑтлӑ тӑрать.

Она приоделась к его приезду; сатиновая голубая кофточка, с узким кружевным в кисти рукавом, облегала ее ладный стан, бугрилась на мягкой большой груди; синяя юбка, с расшитым морщиненым подолом, внизу была широка, вверху — в обхват.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ку вӑл Каледин хӑйӗн паритечӗпе тӗрленӗ хутаҫ йӑтнӑ ухмах пек йӑкӑртатса ҫӳренинчен те кӑштах килет.

Отчасти даже потому, что Каледин носится со своим паритетом, как дурак с писаной торбой.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Митька савнийӗ тӗрленӗ хӳхӗм енчӗке икӗ пӳрни хушшине хӗстерсе тытнӑ; урисене чармакласа, чикаркка ҫавӑрать.

Митька, отставив ногу, вертел папироску, богато расшитый любушкой кисет держал меж двух пальцев.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тен, пӗтӗм секречӗ ҫакӑнта пулӗ: кӗрхи каштан ҫулҫи тӗслӗ эпир пӗлекен плащ вырӑнне Рубцов-Емницкий халӗ хӑмӑр кӗрӗк тӑхӑннӑ, ҫул ҫӳренӗ вӑхӑтра тусӗсем тупса панӑ пулас; урисенче ун, эпир пӗлекен ҫемҫен, пӗр сасӑсӑр пусакан пуклак сӑмсаллӑ парусин атӑ вырӑнне хулӑн каучук тӗплӗ, хӗрлӗ сӑранпа сӑрнӑ фетр кӑҫат пулнӑ; Украинӑри пек тӗрленӗ кӗпе урӑх илемлетмен ӗнтӗ ун кӑкӑрне, халӗ ун ҫинче ахаль кӑна гимнастерка пулнӑ; пуҫне улӑм картуз мар, хура пӗтӗркке тиртен ҫӗленӗ кепка тӑхӑнса янӑ, кепка сӑмси ҫине кӑвак куҫлӑх ҫакнӑ.

Может быть, вся загадка скрывалась в том, что вместо хорошо нам известного плаща под цвет осенних листьев каштана Рубцов-Емницкий надел коричневый полушубок, который раздобыл, очевидно, во время поездки у своих новых приятелей; что на ногах у него не было знакомых нам парусиновых сапожек с тупыми носками, которые уж очень мягко и неслышно ступали по земле, а были фетровые валенки на толстой каучуковой подошве, обшитые красной кожей; что не вышитая на украинский манер сорочка украшала его грудь, а обычная гимнастерка; что на голове вместо соломенного картуза ловко сидела кепка из черной смушки с нацепленными над козырьком темно-синими очками.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Атаманов ҫӳллӗ казак йӗнерӗпе йӗнерленӗ, илемлӗ тӗрленӗ виткӗҫпе витнӗ ута чӗлпӗрӗнчен тытса тӑракан Никита ҫине йӑпӑрт пӑхса илчӗ.

Атаманов мельком посмотрел на Никиту, что держал за поводья коня, оседланного с высоким казацким седлом и покрытого красиво украшенным покрывалом.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ир авланчӗ, йывӑр «арҫын» ӗҫне ӗҫлеме пит хавас пулнӑ, илемсӗр, пайӑркан-пайӑркан ӳсекен мӑйӑхне хыртармасть, пысӑк сассипе кӑшт хӑрӑлтатса калаҫать, табакне те тӗрленӗ енчӗкпе илсе ҫӳрет, пӗр сӑмахпа каласан — пурне те ватӑрах казаксем пек тунӑ вӑл.

Он и рано женился, и охотно брался за тяжелую «мужскую» работу, и отрастил пучкастые, некрасивые усы, и говорил хриповатым баском, и носил табак в расшитом кисете на очкуре — словом, все делал так, как пожилые казаки.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Унӑн пичӗ лӗнчӗркесе шурӑхнӑ, куҫӗсем ӗшенчӗклӗн пӑхаҫҫӗ, сӗткенне вӑхӑтсӑр сӑрӑхтарма пуҫланӑран сарӑлса кайнӑ сӑрланчӑк тути хӗррипе пурнӑҫ йӳҫҫи тӗрленӗ хурлӑхлӑ йӗрсем выртнӑ.

На увядшем лице ее — усталые глаза, горечь в углах накрашенных, удлиненных преждевременной зрелостью губ.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Капӑррӑн чӗнтӗрлесе хитре тӗрленӗ тутӑра илсе пӑхса, вӑл хӑйӗн арӑмӗн аллине тӳрех палласа илчӗ.

Поднял кружевную искусно расшитую утирку и узнал в ней рукоделье жены.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ниловна арчаран аялтан тӑхӑнмалли кӗпе-йӗм, ҫиелтен кӑларса тӑхӑнмалли брюки, тӗрленӗ шурӑ кӗпе кӑларса пачӗ.

Ниловна достала из сундука белье, брюки, белую с вышитым воротником рубашку.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӑйми тӑм чӳлмексенче пулнӑ, ҫиелтен алшӑллипе витнӗ, алшӑлли ҫине тӗрленӗ автансем халь авӑтса ярас пек туйӑнаҫҫӗ…

Сметана стояла в глиняных махотках и горшках, прикрытых вышитыми рушниками, на которых, того и гляди, во всю мочь загорланят петухи…

XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тепӗр пӳлӗме кӗмелли алӑк уҫӑ, унта та йӗри-таврах симӗс курӑк выртать, ҫӳллӗ кровать курӑнать, ун ҫине тӗрленӗ минтерсем купаланӑ.

Дверь в смежную комнату была открыта — там тоже зеленела трава и виднелась высокая кровать, подушки с кружевами, сложенные одна на другую.

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӳртрен Анфиса тухрӗ, вӑл ӗҫ вӑхӑтӗнче тӑхӑнакан ахаль юбкӑпа, ӑна вӑл ҫаннине те, умне те тӗрленӗ сорочка ҫинчен тӑхӑнса янӑ.

Из хаты вышла Анфиса в будничной юбчонке, надетой поверх сорочки с вышивкой на груди и на рукавах.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сад пахчине хӑнасене кӗтсе сӗтелсем лартнӑ, вӗсене ҫӗре ҫитиех автан кӗлеткисене тӗрленӗ ҫиттисемпе витсе тухнӑ.

где гостей уже дожидались столы, с которых свисали чуть ли не до земли расшитые петухами скатерти.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӑй, пиҫӗ шӑмшаклӑскер, ҫак хушӑрах тӗкӗр умне пилӗк таран хутланса, ҫӗнӗ шупка-кӑвак юбкӑн тӗрленӗ арки епле выртнине сӑнарӗ.

И, гибкая, переламывалась надвое, рассматривала перед зеркалом расшивной подол новой бледно-голубой юбки.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ильинична аллипе сулчӗ те, тӗрленӗ тутӑрпа куҫӗсене йӑваласа, тӳртӗн ҫаврӑнса тӑчӗ.

Ильинична махнула рукой и отвернулась, комкая у глаз расшитый утиральник.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех