Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 18

Пай: Лӑпкӑ Дон. 1-мӗш кӗнеке –> Виҫҫӗмӗш пайӗ

Автор: Илле Тукташ

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хушнӑ: 2020.02.11 00:38

Пуплевӗш: 54; Сӑмах: 582

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Хӑйӗн юхӑмӗнчен тухса кайса, пурнӑҫ тӗрлӗ ҫӗрелле пайланать. Вӑл чее те ултавлӑ юхӑмне ӑҫталла пӑрса ярассине малтанах каласа пама питех те хӗн. Паян пурнӑҫ пӗр вырӑнта, хӑйӑр тулнипе вараланчӑк тӗпӗ курӑничченех ӑшӑхланса юлнӑ юханшыв евӗр, вакланать, ыран пӑхатӑн та — вӑл ҫав вырӑнтах ҫыран туллин хӑватлӑн хумханса юхма тытӑннӑ…

Наталья пуҫӗнче тепле ӑнсӑртран Ягоднӑйне Аксинья патне ҫитсе килме шухӑш пиҫсе ҫитрӗ — Григорие хӑйне каялла пама тилмӗрсе, Аксинйӑна ӳкӗте кӗртесшӗн вӑл. Ӑна темшӗн хӑйӗн малашнехи пурнӑҫӗ пӗтӗмпех Аксинйӑран килессӗн туйӑнчӗ; тархасласа ӳкӗте кӗрт ӑна, Аксинйӑна — вара каллех ун патне телей те, Григорий те таврӑнмалла. Хӑйӗн шухӑшӗ пурнӑҫа кӗме пултарассипе пултармасси пирки тата ӑна Аксинья епле йышӑнасси пирки вӑл пачах та шухӑшласа тӑмарӗ. Темӗнле вӑрттӑн туйӑм тӗртнипе вӑл хӑйӗн сарӑмсӑр сиксе тухнӑ шухӑшне хӑвӑртрах пурнӑҫласшӑн. Уйӑх вӗҫленес умӗн Мелеховсем Григорирен ҫыру илчӗҫ. Ашшӗпе амӑшне саламланӑ хыҫҫӑн вӑл Наталья Мироновнӑна салам ҫырнӑ, ырлӑхпа сывлӑх суннӑ. Епле паллӑ мар сӑлтавсем тӗртнӗ-тӗр ӑна ҫапла тума, анчах та ку ӑшӑ сӑмахсем Наталья чунне самантрах вырӑнтан хускатрӗҫ: тепӗр вырсарникуннех вӑл Ягоднӑйне кайма пуҫтарӑнчӗ.

— Эсӗ ӑҫта каясшӑн, Наташа? — ыйтрӗ Дуняшка, Наталья тӗкӗр татӑкӗ ҫине тинкерсе юсанса тӑнине асӑрхаса.

— Хамӑрӑннисене кайса курас-ха, — суйрӗ Наталья, анчах ҫав самантрах хӑй Аксинья патне ҫав тери мӗскӗнленме, ҫав тери чуна асаплантарма кайнине туйса илсе, пӗтӗмпе хӗрелсе кайрӗ.

— Санӑн, Наталья, ӗмӗрӗнте пӗрре те пулин манпа пӗрле вӑййа тухасчӗ, — юсанкаласа ыйтрӗ Дарья. — Пыратӑн-и каҫхине?

— Пӗлместӗп, каясси пулмасть пуль…

— Эх, эсӗ, манашка! Пирӗн пӗтӗм савӑнӑҫ та упӑшкасем ҫук чухне кӑна, — куҫне хӗскелесе, ашкӑнма тытӑнчӗ Дарья. Хӑй, пиҫӗ шӑмшаклӑскер, ҫак хушӑрах тӗкӗр умне пилӗк таран хутланса, ҫӗнӗ шупка-кӑвак юбкӑн тӗрленӗ арки епле выртнине сӑнарӗ.

Петро кайнӑ хыҫҫӑн Дарья пачах улшӑнчӗ: упӑшки ҫукки уншӑн питех те хытӑ сисӗнет. Унӑн куҫӗсенче, хусканӑвӗнче, уттинче темле канӑҫсӑрлӑх палӑрать. Вырсарникунсенче вӑл ҫав тери тӑрӑшса янкӑсланать, вӑйӑсенчен питӗ кая юлса, ҫилӗллӗн таврӑнать, унтан, куҫ шӑрҫисене тӗксӗмлетсе, Наталья умӗнче ӳпкелешме тытӑнать.

— Пурнӑҫ мар, тупата!.. Вӑйпитти казаксене илсе кайса пӗтерчӗҫ те, хутора ачасемпе стариксем кӑна тӑрса юлчӗҫ.

— Сана пурпӗр мар-и?

— Мӗнле пурпӗр пултӑр вара? — тӗлӗнет Дарья. — Вӑйӑсенче никампа йӑпанма ҫук. Армана та пулин пӗччен кайма тивет, ара, пӑятампа чух нумаях йӑпанаймӑн…

Вӑл вӑтанма пӗлмесӗрех Наталйӑран тӑрӑхласа кулма пуҫларӗ:

— Епле-ха эсӗ, тӑванӑм, казаксӑр ҫав тери нумай чӑтса пурӑнатӑн?

— Ҫитӗ сана, намӑссӑр! — вӑтаннипе нар пек хӗрелсе кайрӗ Наталья.

— Аса килет, аса килет, тускайӑм! — ахӑлтатса кулса ячӗ хӗремесленнӗ Дарья, пӗкече пек авӑнчӑк куҫхаршййӗсене чӗтретсе. — Ҫылӑха мӗн пытармалли пур ӗнтӗ… Эпӗ халӗ пӗр-пӗр ватӑ старике те чӑмӑртӑттӑм, тупата! Эсӗ хӑвах шутласа пӑх, Петро ҫукки икӗ уйӑх иртрӗ.

— Эсӗ, Дарья, пӗрре инкеке лекетӗн-ха…

— Ҫитӗ сана, хисеплӗ карчӑк. Пӗлетпӗр эпир сан пек тӑп этемсене. Шухӑшу санӑн та пур та-ха, эсӗ каласа парасшӑн мар ҫеҫ, пытаратӑн.

— Манӑн каласа памалли нимӗн те ҫук.

Дарья, тути хӗррисене вӗтӗ те хаяр шӑлӗсемпе ҫыртса, ун ҫине куҫне хӗсерех чалашшӑн пӑхса илчӗ, куҫхаршийӗсем унӑн чӗтрене-чӗтрене илеҫҫӗ, хӑй тек куҫӗсене чеен хӗссе, ихӗлтетсе кулкаласа тӑрать.

Наталйӑпа вӗсем пӗр-пӗринчен именсе тӑмасӑр, туслӑн пурӑнаҫҫӗ. Малтанах Дарья кӗҫӗн кинне юратсах каймастчӗ, халӗ ютшӑнасси пӗтрӗ те, ҫакӑ икӗ тӗрлӗ кӑмӑллӑ арӑм, пӗрне-пӗри хӑнӑхса ҫитсе, килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ.

Наталья тумланчӗ те горницӑран тухрӗ.

Пӑлтӑрта Дарья ӑна хуса ҫитрӗ.

— Кӗҫӗр эсӗ мана алӑк уҫса кӗртетӗн-и?

— Эпӗ килте, хамӑрӑннисем патӗнче, ҫӗр каҫатӑп пулмалла.

Дарья, шухӑша кайса, сӑмса сыппине турапа хыҫса илчӗ, пуҫне пӑркаларӗ.

— Эппин, каях. Дуняшкӑна каласшӑн марччӗ те, каламах тивет имӗш.

Наталья хӑй ашшӗсем патне кайни ҫинчен Ильиничнӑна пӗлтерчӗ те урама тухрӗ. Площадь патӗнчен пасартан таврӑнакан лавсем, кӗлӗрен тухнӑ ҫынсем иртсе пыраҫҫӗ. Наталья икӗ тӑкӑрлӑкран иртрӗ те сулахаялла парӑнчӗ. Сӑрта васкаса улӑхрӗ. Тӳпене улӑхса ҫитсен каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ: хыҫра, ҫап-ҫутӑ хӗвел ҫутинче, хуттӑр сапаланса выртать, шуратнӑ ҫуртсем йӑлкӑшса лараҫҫӗ, ҫил арманӗн сӗвек тӑррине хӗвел пайӑркисем куҫа шартарса ҫутатаҫҫӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех