Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXVI сыпӑк

Пай: Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ –> Иккӗмӗш кӗнеке

Автор: Мария Ухсай

Ҫӑлкуҫ: Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хушнӑ: 2020.03.09 01:29

Пуплевӗш: 208; Сӑмах: 2193

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Сергей ывӑнса, шӑнса тул ҫутӑлас умӗн Рощенскине таврӑнчӗ. Тӗксӗм сивӗ ир пулнӑ, станица вӑрана пуҫланӑ — юрлӑ пӳрт ҫийӗсем ҫинчи мӑръесенчен тӗтӗм мӑкӑрланса тухать, кукӑр-макӑр юпа пек тӗтреллӗ сивӗ тӳпене туртӑнать.

Ӗнер Сергей Урюпинск станицинче ҫурҫӗрччен пухура ларса ирттернӗ, вара пӗр пилӗк сехет тумхахлӑ ҫулпа килнӗ. Унӑн вилес пек ҫывӑрас, питӗ ӑшӑнас килнӗ, анчах вӑл хваттерне каймарӗ, Ванюшӑна Кондратьев пурӑнакан ҫурт патне чарӑнма хушрӗ. Хапха умне ҫитсен, Ванюшӑна каялла ячӗ, машина ҫинчен анчӗ те аран-аран, чирлӗ ҫын пек, калинкке патне пычӗ.

«Эхе! Ытла хытӑ силлерӗ мана Ванюша! — йӑл кулса шухӑшларӗ вӑл, Кондратьев патне ҫитсен. — Танк маршӗ хыҫҫӑн та эпӗ ура ҫинче ҫирӗпрех тӑнӑ…»

Кондратьев ҫывӑрса тӑман-ха. Алӑка шакканине тата Сергей сассине илтсен, вырӑнӗ ҫинчен сиксе тӑрса, кӑш-каш тумланчӗ те алӑк уҫма тухрӗ вӑл.

— Тинех таврӑнтӑн! — Кондратьев унӑн сивӗ аллине чӑмӑртарӗ. — Эпир сана кӗтсе ывӑнтӑмӑр. Вӑхӑт сахал юлчӗ, станицӑсенчен текех эсӗ хӑҫан пырасса ыйтаҫҫӗ. Санӑн аҫу та ман пата выговорпа килсе кайрӗ.

— Ман атте ялан хӑйне чӗнмен ҫӗре тӗкӗнсе ҫӳрет.

— Ирт ман пата, арӑма чей вӗретме калӑп.

Сергей шинельне хыврӗ (шӑнса ларнӑ хуҫланман буркине вӑл коридортах хурса хӑварнӑ), ҫӳҫне аллипе якатрӗ те сӗтел умне ларчӗ.

— Ну, каласа пар, мӗнле йышӑнчӗҫ унта сана, мӗнле ӑсатрӗҫ? — ыйтрӗ Кондратьев арӑмӗ, пӳлӗмӗнчен тухса.

— Питӗ аван йышӑнчӗҫ, питӗ аван ӑсатрӗҫ, кӳренмелли ҫук.

— Эсӗ пурне те йӗркипе каласа пар, — Сергей шухӑшне пӗлсе тӑнӑ пек, куҫӗсене хӗссе асӑрхаттарчӗ Кондратьев. — Эсӗ хуралса кайнӑ, начарланнӑ… Ывӑнтӑн? Шӑнтӑн? Халех ӑшӑнӑпӑр ак.

— Ывӑнтӑм та, ҫывӑрас та килет, чейне те ӗҫӗп, анчах нимрен ытла санпа калаҫас килет.

Чей ӗҫрӗҫ, Сергей ӑшӑнчӗ, пирус чӗртрӗ те кайса ҫӳрени ҫинчен йӗркипе каласа пама пуҫларӗ: хирте ӑна самолетпа корреспондент хуса ҫитнине те, Марьяновскине ҫитнине те, ӑҫта, мӗнле ҫӗр каҫнине те, кампа калаҫнине те — пӗрне те сиктерсе хӑвармарӗ вӑл.

— Вӗсен районӗнче мӗнле унта? — ыйтрӗ Кондратьев. — Пирӗнтен лайӑхрах ӗҫлеҫҫӗ-и?

— Начартарах та пулӗ.

— Ак тата! — Кондратьев кулса ячӗ. — Начартарах та? Апла, эпир те начар ӗҫлетпӗр, пирӗн кӳршӗсем — тата начартарах?.. Колхозӗсем мӗнле вӗсен? Тыр-пул мӗнле? Ҫитменлӗхсене асӑрхарӑр-и? Вӗсенчен мӗн те пулин вӗренме пулать-и?

Сергей куҫӗсем йӑлтӑртатса кайрӗҫ, — вӑл ҫак ыйтӑва кӗтсе ҫеҫ ларнӑ пек, ҫӑра куҫхаршийӗсем кӑмӑллӑн сарӑлчӗҫ, пичӗ савӑнса кайрӗ. Вӑл Грушка хуторӗнче пуху ирттерни ҫинчен, звено пуҫлӑхӗсем икӗ хӗрача вӑрлӑхлӑх тулӑ мӗнле илни ҫинчен йӗркипе каласа пачӗ.

— Вӑл «гибрид-кубанкӑна» пирӗн те тупса акмалла, — терӗ Сергей. — Тата эпӗ акӑ мӗн шухӑшлатӑп. Пирӗн ун пек «хирти патша-майрасем» ҫук, анчах пӗр «патши» пур, — эпӗ Стефан Петрович Рагулин ҫинчен калатӑп. Тырӑ тухӑҫлӑхӗ унӑн пысӑк, анчах хӑйӗн кӳршисене мӗнле пулӑшать вӑл?

— Эпир ун патӗнче семинар ирттерӗпӗр, — терӗ Кондратьев, — ун патне председательсене пухӑпӑр… Ну, кӳршӗсен тата мӗн пур?

Сергей кӗтӳҫӗсем патӗнче ҫӗр каҫнине аса илчӗ те Ефим Меркушевӑн хирти ӗҫсене механизацилес ӗмӗчӗ ҫинчен каласа пачӗ. Кондратьев, ним чӗнмесӗр, пӗр Сергей ҫине пӑхса, пӗр хаҫат кӗтессине кӑранташпа тем ӳкерсе ларчӗ.

— Механизаци енӗпе пирӗн ӗҫ хӑвӑртрах кайӗ, — терӗ Кондратьев. — Гидростанци туса лартӑпӑр акӑ…

— Пӗлетӗн-и, Кривцов мӗн ыйтрӗ? Вӑл Марьяновски районне Усть-Невински гидростанцийӗпе пӗрлештересшӗн.

— Эсӗ мӗн терӗн? Килӗшрӗн-и?

— Ҫул тӑршшӗпех вӑл ҫавӑн пирки калаҫса пычӗ, килӗшме те пулаччӗ, анчах вара иккӗмӗш турбина кирлӗ пулать. — Сергей тӑрса пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗ. — Николай Петрович, Уралтисенчен иккӗмӗш турбина пама ыйтсан мӗнле-ши?

— Чим-ха, пӗрне майлаштарар, — терӗ Кондратьев! — Малтан майлаштарӑпӑр, ӗҫлеме вӗренӗпӗр, вара кӳршӗсене пулӑшӑпӑр.

Ҫул ҫинче чухне курнисем ҫинчен, хӑйсен ӗҫӗсем пирки вӗсем тата нумай калаҫса ларчӗҫ. Кондратьев ҫӗнӗ хыпарсене пӗлтерчӗ, крайисполком йышӑннипе районта тӑватӑ колхозра ӑратлӑ лаша ферми уҫмалли ҫинчен, района ҫӗнӗ сорт кукуруза илсе килни ҫинчен каларӗ. Усть-Невинскри канал ӗҫӗсем, мӗнле пыни ҫинчен пӗлтерчӗ, вара Сергейӗн район тӑрӑх ҫӳремелли планӗ ҫинчен каласа пачӗ те хӑш станицӑра хӑҫан пулмалли списока кӑтартрӗ. Ку списокра Усть-Невински чи кайра тӑнӑ.

— Хӑвӑн тӑван станицуна эсӗ суйлав ыран тенӗ чух пыратӑн, — терӗ Кондратьев.

Сергей Кондратьевпа сывпуллашрӗ те хӗвелпе йӑлтӑртатса выртакан урама тухрӗ. Ҫав кунах, исполкома кайса килсен, килӗнче кӑшт канчӗ те каҫ пулас умӗн Сергей Краснокаменскине тухса кайрӗ.

Шурӑ тусем пуҫланнӑ вырӑна икӗ пая уйӑрса, куҫ умӗнче палланӑ кукӑр-макӑр ҫул выртнӑ: вӑл лутра сӑрт айккипе пынӑ, сӑртне йӑлтах мулкачсем ҫӳресе йӗрлесе пӗтернӗ, шӗвӗр ту тӑрринче, ҫуначӗсене усса, ӑмӑрткайӑк ларнӑ, унтан ҫул нумайччен шурӑ пас тытнӑ вӗтлӗх витӗр пычӗ, вара анса ларакан хӗвелӗн йӑмӑх ҫути ӳкнӗ тӑвайккине хӑпарчӗ.

Машина Краснокаменски станицине ҫитрӗ. Суйлав участокӗсем, агитпунктсем уяври пек илемлӗ пулни урӑх тӗлӗнтермен ӗнтӗ, хӗрлӗ хӑмачсене курса, Ванюша хӑш тӗле пырса чарӑнмаллине инҫетренех курнӑ…

Кашни станицӑра, клубра е площадьре пуху иртнӗ. Хӗрӳ сӑмахсем калакан ораторсем те, Сергее кӗтсе илекен музыка та — духовой оркестр-и е станицӑна кӗричченех илтӗнекен уҫӑ саслӑ хут купӑс-и, — тин паллашнӑ ҫӗнӗ ҫынсем те, калаҫусем те, каҫхи апатсем те, ҫӗр каҫнисем те, — пӑхма пурте пӗр майлах пулнӑ, анчах Сергей станицӑран е хутортан тухса кайнӑ чух ялан ҫапла шухӑшланӑ:

«Епле лайӑх тӗлпулу! Ҫук, ҫук, кун пек пуху пулман-ха. Ҫыннисем те кунта ытла та ырӑ ҫынсем! Тухса каланӑ сӑмахӗсем те темле урӑхла!..»

…Шӑматкун, февралӗн 8-мӗшӗнче, ирхине Сергей Усть-Невинскине ҫитрӗ. Инҫетренех вӑл станицӑра уяври пек хитре тумланнӑ ҫынсем пухӑннине, малта виҫӗ юланут хатӗрленсе тӑнине курчӗ.

Варринчи лаша ҫинче лараканни аллине ҫӳллӗ авӑрлӑ ялав тытнӑ, сулахай енчи юланут йӗнерленӗ лашине чӗлпӗрӗнчен ярса тытнӑ.

— Хирӗҫ тухса илеҫҫӗ! — терӗ Ванюша.

Машина килнине курсан, юланутсем шак сиккипе машинӑна хирӗҫ чуптарчӗҫ, ҫӳле ҫӗкленӗ ялав ҫил ҫинче вут пек ялкӑшса пычӗ. Сергей чӗри савӑнӑҫлӑн тапма пуҫларӗ. Ним тума пӗлмесӗр, вӑл шофер ҫине пӑхса илчӗ, Ванюша урӑх кайма кирлӗ маррине сисрӗ те машинӑна тапах чарчӗ. Ҫав самантрах радиатор умне утсем ҫитсе, чӗвен тӑчӗҫ.

Сергей машинӑран тухрӗ. Ун умӗнче, ӳкерчӗк ҫинчи пек, виҫӗ юланут тӑраҫҫӗ. Вӗсем пурте кӗмӗл эрешлӗ пӗр пек ҫӗнӗ черкескӑсем тӑхӑннӑ, ҫавӑн пекех пӗр пек, хура кӑтра ҫӑмлӑ ҫӗнӗ кубанкӑсемпе, пӗрер чалӑш сарлакӑш пӗр пек буркӑсемпе, ҫурӑмӗсем хыҫӗнче вут пек хӗрлӗ пашниксем ҫунса тӑраҫҫӗ. Икӗ юланучӗ — Никита Мальцевпа Григорий — иккӗшӗ те ҫамрӑк, сивӗпе хӗрелсе кайнӑ; ялав тытса пыраканӗ — Иван Атаманов пулнӑ: вӑл кӑкӑр тулли медальсемпе орденсем ҫакса тултарнӑ, бешметӑн ҫӳллӗ ҫухи яка хыртарнӑ янахне хытӑ тытса тӑнипе вӑл пуҫне мӑнаҫлӑн ҫӳлелле ҫӗкленӗ. Хӑй тӗттӗм кӑвак шалпар шӑлавар тӑхӑннӑ, шӑлаварӗ тӑрӑх алтупанӗ сарлакӑш хӗрлӗ хӑюсем анаҫҫӗ, инҫетрен пӑхсан — генерал тейӗн ҫав!

Юланутҫӑсем сиксе анчӗҫ, Атаманов салтакла пӗр утӑм туса яшт тӑчӗ те аллине ҫӗклесе чыс пачӗ. Ҫак самантра вӑл сиввӗн туйӑннӑ, куҫӗсем ҫамрӑкла хӑюллӑн йӑлтӑртатнӑ.

— Мӗнпур колхозниксен ячӗпе! — савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрчӗ вӑл. — Усть-Невински ҫынсен ячӗпе! Эпӗ! Эпир!.. Хамӑр тӑвана саламланӑ пек саламлатпӑр сана, Сергей Тимофеевич!

Сергей Атаманова алӑ тытрӗ, ҫапла хисеп тунӑшӑн тав турӗ. Атаманов ҫӳллӗ казак йӗнерӗпе йӗнерленӗ, илемлӗ тӗрленӗ виткӗҫпе витнӗ ута чӗлпӗрӗнчен тытса тӑракан Никита ҫине йӑпӑрт пӑхса илчӗ.

— Никита, ут пар!

Сергей умне ут пырса тӑратрӗҫ. Сергей буркине хулпуҫҫи ҫине уртса, йӗнер пускӑчӗ ҫине пусрӗ те йӗнер ҫине ҫӑмӑл кӑна ларчӗ.

Иван Атаманов, ялавне ҫӳле ҫӗклесе, мала тухрӗ, виҫӗ юланут — варринче Сергей — Атаманов хыҫҫӑн Усть-Невинскине чуптарчӗҫ, вӗсене хирӗҫ хисеплесе кӑшкӑрнисем илтӗнме пуҫларӗҫ. Станица умне пухӑннӑ халӑх юланутсем хыҫҫӑн кайрӗ. Пӳртсенчен икӗ енчен те хӗрарӑмсем, хӗрсем, ача-пӑчасем сике-сике тухрӗҫ те, куҫ сиктермесӗр Сергей ҫине пӑхса, юланутсем хыҫӗнчен пычӗҫ. Утсем уттипе пычӗҫ, кашни урамран, тӑкӑрлӑкран ҫынсем пухӑнчӗҫ, Сергей площаде ҫитнӗ ҫӗре ӗнтӗ унта оркестр кӗрлесе тӑнӑ, тулли халӑх пухӑннӑ.

Эх, епле аван Усть-Невински ҫыннисем! Хӑнисене тарават та чаплӑ кӗтсе илме юратаҫҫӗ вӗсем. Пӗр каласан, мӗнех унта: депутат пулмалли кандидат килет — ахаль те кӗтсе илме пулать ӑна. Ҫук, апла мар вӗсем! Станицӑран юланутсем хирӗҫ тухса илеҫҫӗ, ахаль кӑна мар-ха, йӑлт казак форми тӑхӑнса, ялав тытса! Площаде пӗтӗм станица тухнӑ, музыка кӗрлет, пӳртсене хӗрлӗ хӑмачпа илемлетнӗ, станица совечӗ умӗнче Сталинпа Тутариновӑн илемлӗ портречӗсем тӑраҫҫӗ. Кунта, станица совечӗ умне, халӑх пухӑнать, пур ҫӗрте те шавлӑ, тӑвӑр. Алӑк умӗнче хӗрлӗ ҫитти витнӗ сӗтел ларать, сӗтел умӗнче ӗлӗкхи пек черкескӑпа, аллисене ҫӑкӑр-тӑвар тытса, уяври пек, Тимофей Ильич тӑрать…

Сӗтел патне ҫитсен, Сергей ут ҫинчен сиксе анчӗ. Ун умӗнче ашшӗ ывӑлӗ ҫине шӑтарас пек пӑхса тӑрать. Шӑп пулчӗ. Тимофей Ильич, ҫамрӑк каччӑ пек, Сергей умне пычӗ те ӑна ҫӗре ҫитес пек усӑнса аннӑ алшӑлли ҫинче выртакан ҫӑкӑр-тӑвара тыттарчӗ.

— Пӗтӗм станицӑран сана, ывӑлӑм, — терӗ вӑл чӗтрекен сасӑпа.

Ҫак самантра оркестр хытӑ каласа ячӗ. Старик маттур кӑна пуҫне ҫӗклерӗ. Сергей малтан ашшӗне, унтан пӗтӗм халӑха ҫӗре ҫити пуҫ тайрӗ те аллисене тӑсса ҫаврашка шурӑ ҫӑкӑрпа пӗр ывӑҫ тӑварне сӗтел умне ҫӗклесе пычӗ.

Ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илес йӑла иртсен, Савва Сергей аллине хытӑ чӑмӑртарӗ.

— А! Пӑрӑнса иртсе каяймарӑн-и! — терӗ вӑл савӑнӑҫлӑн. — Усть-Невинскинче паян мӗнле уяв, эсӗ пӑх-ха лайӑхрах.

Сергейпе Савва пӗр-ик сӑмах та ваклаймарӗҫ, вӗсене ҫавӑрса та илчӗҫ: Дарья Никитишна Байкова, Ҫемен, Родионов, Андриянов, Стефан Петрович Рагулин. Кам пыракан пурте Сергейпе алӑ тытнӑ, йӑл кулнӑ — хӑшӗ савӑнӑҫлӑн, хӑшӗ вӑтанарах, именсе тӑнӑ пек: ку эпир ӗлӗк палланӑ Сергей Тутариновах-и е пачах урӑх-ши, тен унпа калаҫасса та пачах урӑхла калаҫмалла? — хӑйсенчен хӑйсем ыйтнӑ пек тӑнӑ вӗсем. Хӑйсем умӗнче ӗлӗкхи Сергей Тутариновах тӑнине пурте палларӗҫ пулас та, пурте харӑсах калаҫма пуҫларӗҫ: кашнин калаҫмалли пур, кайран пырса ҫитнӗ Иван Атамановӑн та сӑмах-юмах тупӑнчӗ.

Станица совечӗ умӗнче митинг пухӑнсан, Сергее, яланхи пекех, пӗр станицӑра та кун чухлӗ ҫын пухӑнман пек, Усть-Невинскинчи пек ӑна ниҫта та кӗтсе илмен пек туйӑнчӗ, — хӑй умӗнче кун чухлӗ палланӑ ҫын ниҫта та курман вӑл…

Хӑрӑлтатакан пуличченех сассине пысӑклатса, Савва митинг уҫрӗ, вара довереннӑй ҫынсем, агитаторсем, ӗҫре малта пыракансем тухса каларӗҫ. Сергей итлесе ларнӑ, куҫӗсем палланӑ ҫынсене шыранӑ. Вӗсем нумай пулнӑ, анчах чи малтан Сергей ашшӗпе амӑшне курчӗ. Вӗсем трибуна умӗнчех тӑнӑ. Ӗлӗкхи пек кофтӑпа шел тутӑр витӗннӗ Ниловна ҫӳллӗ те кӑшт пӗкӗнерех тӑракан Тимофей Ильичпа юнашар питӗ пӗчӗкҫӗ пек курӑннӑ — мӑн юманпа юнашар пӗчӗк йывӑҫ тӗмӗ тӑнӑ пек. Вӑл ывӑлӗ ҫинчен куҫне илмен, ун куҫӗнче Сергей пӗчӗкрен пӗлнӗ амӑш юратӑвӗн хӗлхемне курнӑ, вӑл хӗлхем халӗ те ҫутӑрах пек туйӑннӑ. Тимофей Ильич, ытла кая юлса килнӗшӗн вӑрҫнӑ пек, ывӑлӗ ҫине хӑяккӑн та ҫиллес пек пӑхса тӑнӑ.

— Эй, атте, атте, эй, епле ҫиллес эсӗ! — шухӑшларӗ Сергей. — Ан чалӑштар куҫна, эпӗ кӗҫӗр сирӗн патӑрта ҫывӑратӑп…»

Ҫавӑнтах Сергей Анфисӑна курчӗ. Ӑна юлташӗсем ҫавӑрса илнӗ, вӗсем хушшинче Варя Мальцевӑпа Ирина та пулнӑ — иккӗшӗ те пӗр пек шурӑ шел тутӑрӗ ҫыхнӑ. Сергей, Анфисӑн чӗрӗ куҫӗсенчен пӑхса, ӑна пуҫ сулчӗ. Унӑн тӗл-тӗл чӗкеҫ шатри пуснӑ яланах уҫӑ кӑмӑллӑ питӗнчен вӑл телейлӗ те лӑпкӑ чунлӑ пулни курӑннӑ.

«Ну, ну, йӑмӑкӑм, — шухӑшларӗ Сергей, йӑл кулса. — Куратӑп, куратӑп: эсӗ мана часах ачупа савӑнтарӑн…»

Ирина Сергей ҫине пӑхас марччӗ тесе тӑрӑшнӑ; унӑн питҫӑмартисем хӗрелсе кайнӑ, ӑшӑ пулнипе вӑл шел тутӑрне хулпуҫҫисем ҫине антарнӑ… Вӑл юри, пӗр пысӑк ҫӗлӗклӗ ҫын ҫине пӑхнӑ пек, айккинелле пӑхса тӑнӑ, анчах куҫӗсем ирӗксӗрех трибуна ҫине чалӑшнӑ — Сергейсӗр пуҫне урӑх нимӗн те курман.

«Епле мӑнкӑмӑллӑ, — шухӑшларӗ Сергей. — Куратӑп, куратӑп, питӗ тунсӑхласа ҫитрӗн, ҫавах та тӳрех куҫран пӑхасшӑн мар… Эпӗ чӑх ферминчен юлашки хут мӗнле тухса кайнине маннӑ тетен пулӗ? Ҫук, манман, ҫавӑнпа кеҫӗр сан пата пымастӑп, ирхине пырса курӑп…»

Ирина, ун шухӑшне ӑнланнӑ пек, айккинелле пӑрӑнчӗ те ҫынсем хушшине пытанчӗ…

Сергей Никита Мальцевпа Стефан Петрович Рагулина курчӗ. Вӗсем Мальцев тачанки ҫинче ларнӑ, пӗтӗм пуху вӗсен умӗнче пулнӑ. Тачанкӑран инҫе те мар Сергей пӗр илемлӗ те кӑмӑллӑ хӗрарӑма курчӗ, ҫамрӑк хӗрарӑм Сергей ҫине ачашшӑн, пӗр йӑл кулса, пӗр тӗлӗннӗ пек куҫхаршийӗсене пӗрсе пӑхнӑ.

«Тем, палланӑ ҫын пек, — шухӑшларӗ Сергей. — Ӑҫта курнӑ-ха эпӗ ӑна? А! Ку Глаша Несмашная-ҫке! — Кӗҫех кӑшкӑрса яратчӗ вӑл. — Председательте мӗнле ӗҫлет-ши, мӗскӗн? Кайса килес пулать, пулӑшас пулать ӑна…»

Кӗтмен ҫӗртен Сергей ҫынсем хушшинче Артамашова курчӗ — кӑвак тӑрӑллӑ лутра кубанкине вӑл ҫамки ҫине илемлӗн лартнӑ.

«Звеньевой… Унпа та тӗл пулса калаҫмалла…» Сергей трибуна ҫинчен пӗр илемлӗ, кӑвак тутӑрлӑ хӗр хӑйӗн портретне тытса тӑнине курчӗ, вӑл Сергей ҫине кӑмӑллӑн кулса пӑхнӑ, ун кулни уҫҫӑнах ҫапла каланӑ: «Эсӗ хӑв портрету ҫине пӑх, эпӗ сан ҫине пӑхса тӑрам, мӗншӗн тесен, эсӗ ху портретӑнтан темиҫе хут илемлӗ…» Ораторсем пӗрин хыҫҫӑн тепри тухса каланӑ, вӗсен сассисем уяври пек уҫҫӑн янӑранӑ, трибуна ҫине хӑпарса, кашниех Сергее ырланӑ, ун ҫинчен мухтаса анчах каланӑ. Сергей оркестр ҫине пӑхса илчӗ — унта хӗрсем кӑна пулнӑ. Вӗсем икӗ вӑрӑм сак ҫине ларса тухнӑ, инструменчӗсене чӗркуҫҫи ҫине хунӑ та куҫ сиктермесӗр Сергей ҫине пӑхса ларнӑ.

«Мӗн шухӑшлаҫҫӗ-ши вӗсем ман ҫинчен — пӗлесчӗ?»

Хӗрсем пӑхӑр трубисене тутисем ҫумне тытрӗҫ, лутра, кӑвак мӑйӑхлӑ капельмейстер тӑчӗ, аллине ҫӗклерӗ, оркестр туш каласа ячӗ.

Музыка чарӑнсан, Савва Сергее сӑмах пачӗ. Сергей каллех хӑй портретне тытса тӑракан хӗр ҫине пӑхса илчӗ. Ун чӗри хӑвӑрт тапма пуҫларӗ, тӑнлавӗсем пӗҫерсе кайрӗҫ: кун пек пысӑк пуху умӗнче тӑван станицӑра вӑл пуҫласа сӑмах каларӗ, малтанхи хут кӑкӑрӗнче ҫӗнӗ, нихҫан курман савӑнӑҫа туйса илчӗ.

Митинг хыҫҫӑн Сергей Ҫеменпе тата Саввӑпа пӗрле канал патне кайрӗ. Вӗсем трассӑна тӑршшӗпех пӑхса иртрӗҫ. Ӗҫлекенсем кунта пулман ӗнтӗ, — пур еннелле те яка ҫулсем выртнӑ; касса якатнӑ сӑрт айккисем, хатӗр каналӑн такана пек елеке ҫулӗ, инҫетре касса тухнӑ ту сӑмсахӗ курӑннӑ…

— Ӗненетӗн-и, Сережа, — терӗ хумханса Ҫемен, — тӑрӑшсан, кунта ӗҫӗ те пӗр уйӑхлӑх ҫеҫ.

Тепӗр сехетрен, киле таврӑннӑ чух, станицӑна кӗнӗ ҫӗрте вӗсем пӗр лашаллӑ ҫунана хуса ҫитрӗҫ. Ҫуна ҫинче, тӑлӑппа чӗркенсе, Стефан Петрович Рагулин ларнӑ.

— Стефан Петрович! — кӑшкӑрчӗ Сергей. — Инҫе каятӑр-и?

Машина ҫуна тӗлӗнче чарӑнчӗ.

— Кӗркунне акса хӑварнӑ тырра кайса пӑхас терӗм, — ответлерӗ Рагулин. — Ҫуркунне нӳр сахал пуласран хӑратӑп. Ҫуркунне типӗ пулас пек туйӑнать-ха.

— Мӗнрен туйӑнать?

— Юр сахал. — Рагулин аллипе сухалне чӑмӑртарӗ. — Аҫу патӗнче ҫӗр выртатӑн-и?

— Ҫапла шутлатӑп.

— Эсӗ мӗншӗн аҫу патӗнче ҫӗр выртасса пӗлетӗп, — терӗ Рагулин, Сергее пушӑ аврипе юнаса. — Хӑв станицӑри ҫынсем саншӑн мӗнле сасӑланине курас тетӗн?

— Вӑл та кирлӗ ӗнтӗ, — терӗ йӑл кулса Сергей. — Стефан Петрович, каҫпа кӗрсе тухӑр, калаҫӑпӑр. Эпӗ сирӗн валли пӗр ҫӗнӗ хыпар илсе килтӗм.

— Халех кала, эпӗ хиртен фермӑна кӗретӗп. — Рагулин куҫхаршийӗсене пӗрчӗ. — Мӗн хыпарӗ унта сан?

— Сирӗнпе пӗр ырӑ ҫын паллашас тет, — терӗ Сергей.

— Кам вара вӑл?

— Ефим Петрович Меркушев — Марьяновски районти пӗр колхоз бригадирӗ.

— Мӗн вара ун ырлӑхӗ? — темле типпӗн ыйтрӗ Рагулин.

— Механизатор! Питӗ йӗркеллӗ ҫын. Часах акӑ вӑл сирӗн пата хӑнана килӗ.

— Килтӗр, эпир хӑнасене яланах хавас.

Рагулин, тутисемпе чаплаттарса, лашисене пушӑпа хӑмсарчӗ те кайрӗ. Станица тӑрӑх пынӑ чух Сергей текех Ирина ҫинчен шухӑшларӗ, унӑн ашшӗ килне мар, чӑх фермине каяс килчӗ.

«Ҫук, — шухӑшларӗ вӑл. — Кӗҫӗр каймастӑп, ыран ак тӳссе тӑраймӑп…»

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех