Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗрленӗ (тĕпĕ: тӗрлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унччен хӗл кунӗсенче Алиса тӑваткалласа пӗчӗк ӳкерчӗксем тӗрленӗ, амӑшӗпе пӗрле ҫекӗлпе ҫыхса пукан виткӗҫӗсем хатӗрленӗ, ҫав ӗҫсемпе ял тӑрӑхӗн куравне хутшӑннӑ.

Раньше, в зимние дни, Алиса вышивала крестиком маленькие рисунки, с матерью крючком вязала покрывала на стулья, этими работами учавствоватла в деревенской выставке.

Тӑрӑшулӑха кура — хаклавӗ // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Тӗрлӗ тӗслӗ ҫиппе шӑрҫасенчен тӗрленӗ чӑрӑш туратти ҫинче ларакан уйӑп кайӑкӗ питӗ хитрен курӑнать.

Вышитые разноцветными нитками и бисером, снегири, сидящие на ветке ели, смотрится очень красиво.

Тӑрӑшулӑха кура — хаклавӗ // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Вӑл «Ҫӑлавҫӑ», апостолсемпе тан Еленӑн, Серафим Саровскин, «Почаевская» Турӑ амӑшӗн, «Достойно Есть» тата ытти турӑша тӗрленӗ.

Она вышила иконы "Спасителя", Елены равноапостольной, Серафима Саровского, Почаевской Божей Матери, "Достойно есть" и другие.

«Турӑш тӗрлесси - тӗлӗнтермӗш ӗҫ» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Паянхи куна алӑ ӑсти ҫак мелпе вунна яхӑн икона тӗрленӗ, кашнин умӗн пачӑшкӑран пил илнӗ, ӗҫе вӗҫлесен ӑна чиркӳре сӑвапланӑ.

На сегодня мастерица таким образом вышила около десяти икон, перед каждой работой получала благословение у батюшки, по окончании ее святила в церкви.

«Турӑш тӗрлесси - тӗлӗнтермӗш ӗҫ» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Унӑн вӗтӗ шӑрҫапа тӗрленӗ пӗрремӗш ӗҫӗ — тӗлӗнтермӗш ӗҫсем тӑвакан Николай турӑшӗ.

Ее первая вышитая бисером работа - икона Николая Чудотворца.

«Турӑш тӗрлесси - тӗлӗнтермӗш ӗҫ» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Ҫутӑ леска тӗрленӗ картина ҫинче пачах курӑнмасть, унсӑр пуҫне вӑл ҫӑмхаланмасть.

Светлая леска на вышитых картинах незаметна, кроме этого она и не путается.

«Турӑш тӗрлесси - тӗлӗнтермӗш ӗҫ» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Елена Павловӑн, Пӗтӗм Раҫҫейри ирӗклӗ пушар обществин (ВДПО) Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти пайӗн председателӗн, вӗтӗ шӑрҫапа тӗрленӗ турӑшӗсене МЧС ӗҫченӗсен пултарулӑх ӗҫӗсен «Хавхалану сюжечӗсем» куравӗнче пӗрремӗш хут курма тӳр килчӗ.

Вышитые бисером иконы председателя Чувашского республиканского отделения Всероссийского добровольного пожарного общества (ВДПО) Новочебоксарского местного отделения Елены Павловой впервые довелось увидеть на выставке работников МЧС "Сюжеты вдохновения".

«Турӑш тӗрлесси - тӗлӗнтермӗш ӗҫ» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Кунта — тӗрленӗ пит шӑллисем, сӗтел виттисем, салфеткӑсем, хӗр тата хӗрарӑм кӗписем, качча каякан пике пӗркенчӗкӗ...

Куҫарса пулӑш

«Кашни кун эп тӗрлӗрен» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Кунтах — тӗрленӗ чӑваш ҫи-пуҫӗ, кӗрӳ тутрисен пуххи, орнаментран пуян панно.

Куҫарса пулӑш

«Кашни кун эп тӗрлӗрен» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

14. Патша хӗрӗн мӗнпур чапӗ — унӑн чӗринче; унӑн тумтирне ылтӑнпа тӗрленӗ; 15. чеченленӗ хӳхӗм тумпа ӑна Патша патне илсе каяҫҫӗ; ун хыҫҫӑн Сан патна хӗрсене, унӑн тус-хӗрӗсене, ертсе пыраҫҫӗ, 16. савӑнса, хавасланса пыраҫҫӗ, Патша керменне ҫитсе кӗреҫҫӗ.

14. Вся слава дщери Царя внутри; одежда ее шита золотом; 15. в испещренной одежде ведется она к Царю; за нею ведутся к Тебе девы, подруги ее, 16. приводятся с весельем и ликованьем, входят в чертог Царя.

Пс 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Ун ҫумӗнчи хӗрарӑмсем, ӑслисем, ӑна хуравлаҫҫӗ, вӑл та хӑйне хӑех хуравлать: 30. «Ахӑртнех, вӗсем тупнӑ тупӑша уйӑраҫҫӗ пулӗ, ҫар ҫыннисене кашнине — пӗрер хӗр, икшер хӗр; Сисарӑна вара тӗрлӗ тӗслӗ хӳхӗм тум параҫҫӗ — тыткӑна лекнӗ ҫын ҫинчен сӳсе илнӗ, икӗ енчен те тӗрленӗ тӗрлӗ тӗслӗ хӳхӗм тум параҫҫӗ».

29. Умные из ее женщин отвечают ей, и сама она отвечает на слова свои: 30. верно, они нашли, делят добычу, по девице, по две девицы на каждого воина, в добычу полученная разноцветная одежда Сисаре, полученная в добычу разноцветная одежда, вышитая с обеих сторон, снятая с плеч пленника.

Тӳре 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех