Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пултӑрччӗ (тĕпĕ: пултӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл тӗрлӗ «чирсен» тулашӗнчи палӑрӑмӗсене пысӑклатса ӳкерсе парать, сӑлтавӗсене те лайӑх кӑтартать, ҫапах та ытла плакат ҫинчи пек ҫеҫ ан пултӑрччӗ вӑл сатирӑри персонаж.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Ректор укҫана малти вырӑна лартни студентшӑн ӑша илмелли тӗслӗх ан пултӑрччӗ ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Ҫапла пултӑрччӗ!

Да будет так!

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

Пултӑрччӗ вӑл - шухӑш тени.

Куҫарса пулӑш

Ку кулӑшла тӗлӗкрен вӑран та… // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ҫакӑ пирӗн тӗлте ан пултӑрччӗ.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

«Ах, пулмасть пуль, пулмасть пуль...» тесе лармалла мар, тӑван район илемлӗ те тирпейлӗ пултӑрччӗ тесе пурин те вӑй хумалла.

Куҫарса пулӑш

«Ах, пулмасть пуль, пулмасть пуль…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2016.07.26

Кун пеккине ӳлӗмрен никамӑн та курмалла ан пултӑрччӗ.

Впредь такое пусть никто не увидит.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Малашне те ҫапла пултӑрччӗ.

Пусть и в дальнейшем будет так же.

Лара-тӑра пӗлмен таврапӗлӳҫӗ // Нина РАЗУМОВА. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Ачаранах Турра кӗлӗ тӑваттӑм: «Ҫынна ҫимелӗх ҫӑкӑр пар, ман валли те пултӑрччӗ. Ҫынна тӑхӑнмалӑх ҫи-пуҫ пар, ман валли те ҫиттӗрччӗ», — тесе ыйтаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

«Сирӗн те ҫурт ан пултӑрччӗ», — терӗм.

Сказала: "Чтобы и у вас не было своего дома".

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Шӑрӑха парӑнтарас тесе шывра киленекенсен те килӗсене савӑк кӑмӑлпа таврӑнмалла пултӑрччӗ, — терӗ Паша.

Куҫарса пулӑш

Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

— Пӗве хӗрринче яланах ҫакнашкал лайӑх кӑмӑл пултӑрччӗ манӑн.

Куҫарса пулӑш

Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Урӑх ун пекки нихӑҫан та ан пултӑрччӗ.

Такого чтобы больше никогда не было.

Выҫӑллӑ-тутӑллӑ ачалӑхӑм // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Мӗнех, вӗсем пӗр-пӗрне алӑ сулнӑ май «Тӗл пулӑпӑр-ха!» тени пушӑ сӑмах ан пултӑрччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Ӑшӑ ҫак тӗлпулу туслӑ ҫыхӑнӑвӑн пуҫламӑшӗ кӑна пултӑрччӗ эппин.

Куҫарса пулӑш

Кадрсен ҫитменлӗхӗ ура ан хутӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Юрӑ сӑввипе кӗвви пек ҫыхӑнуллӑ пултӑрччӗ пурнӑҫпа поэзи пӗрлӗхӗ!

Да будет гармония жизни и поэзии словно сплочённые стих и мелодия в песне!

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Тӳпери ҫулӗ такӑр пултӑрччӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӳпере вӗҫме ӗмӗтленет // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Ҫапла пултӑрччӗ.

Пусть так будет.

Кчетковсен ӗҫ стажӗ - 217 ҫул // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Малашне те ҫаплах пултӑрччӗ.

Пусть и в будущем так будет.

Униҫҫи аппан савӑнӑҫӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2016.07.25

Пурнӑҫра та ӗмӗр тӑршшӗпех ҫавӑн пек пултӑрччӗ.

Куҫарса пулӑш

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех