Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ансӑр сукмакпа Елисаветински Ҫӑл куҫӗ патнелле хӑпарнӑ май, эпӗ арҫын ушкӑнӗнчен иртсе кайрӑм, вӗсен хушшинче штатскисемпе ҫар ҫыннисем те пур, кайран пӗлтӗм эп вӗсем симлӗ шывшӑн ҫунакан этемсем хушшинче хӑйне евӗр уйрӑм виҫере тӑраҫҫӗ иккен.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Шӑпах тӑракан ҫӑл куҫӗ ҫине чул пӑрахнӑ пек, эпӗ вӗсен канӑҫлӑхне пӑлхатрӑм, хам та, ҫав чул пекех, кӗҫ-вӗҫ шыва анса каяттӑм.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Унӑн сӑн-питӗнче вӑл ӑсран кайнине палӑртаканни нимӗн те ҫук; ӑсран кайма мар-ха, унӑн чӗрӗ те вичкӗн куҫӗ ман ҫине шӑтарас пек пӑхать, темле магнитла туртӑм хӑвачӗ пур пек туйӑнать мана унӑн куҫӗнче, кашни пӑхмассерен вӑл мӗн те пулин ыйтасшӑн пек туйӑнать.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Куҫӗ унӑн хӑй кулнӑ чухне те кулмасть!
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Портрета ҫырса пӗтерес халӗн эпӗ тата ҫакна калас тетӗп: сӑмси унӑн кӑшт каҫӑртарах, шӑлӗ шап-шурӑ, куҫӗ чакӑр; унӑн куҫӗ пирки манӑн тата темиҫе сӑмах каламалла пулать-ха.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Каҫхине эпӗ унпа нумайччен калаҫрӑм; вӑл ҫав мӗскӗн хӗр ҫине урӑх куҫпа пӑхма пуҫлани кӳрентерчӗ мана; ҫуршар кун сунарта ҫухалса ҫӳрет, килсен те Бэла ҫине сиввӗн пӑхакан пулчӗ; хутран-ситрен кӑна ӑна ачашлакалатчӗ; Бэла пӗтсе кайрӗ, чечен пит ҫӑмарти путса кӗчӗ, куҫӗ тӗксӗмленчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Ку ман атте лаши, — терӗ Бэла, мана алӑран ярса тытса; — хӑй ҫулҫӑ пек чӗтрет, куҫӗ йӑлтӑртатать.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫав ята илтсенех Казбичӑн куҫӗ ҫиҫсе илчӗ, вӑл вара Азамат ашшӗ пурӑнакан аула тухса кайрӗ.При этом имени глаза Казбича засверкали, и он отправился в аул, где жил отец Азамата.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Акӑ, халь аса илетӗп те эпӗ ҫав лашана, тӗлӗнетӗп, тикӗт пек йӑм-хураччӗ, урисем — хӗлӗх пек, куҫӗ вара Бэла куҫӗнчен пӗртте кая мар; вӑйӗ мӗнлеччӗ тата ун!
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Чӑнах та, хӗр питӗ чиперччӗ: ҫуллӗ кӑна, хӳхӗмскер, хир качаканни пек хура куҫӗ чӗрене кӗрсе ӑшӑтатчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӑй ҫапса антарнӑ икӗ самолёт пурин куҫӗ умӗнчех ҫӗре ӳкрӗҫ.Два сбитых им самолета упали и сгорели в кустарнике на виду у всех.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Таврари пур япаласем те — ҫул хӗрринчех кӗпҫипе ҫӗр ӑшнелле тӑрӑнса выртакан ҫӗмрӗк тупӑ та, башни таранах армутипе мӑян ӑшне путса ларнӑ совет танкӗ те, авиабомба тӳррӗн лекнипе арканнӑ нимӗҫ танкӗ те, курӑк шӑтма пуҫланӑ снаряд воронки те, сапёрсем ҫӗнӗ кӗпер патӗнче ҫӗр айӗнчен кӑларса ҫул хӗррипе купаласа тухнӑ противатанковӑй минӑсем те, инҫетре, курӑк хушшинче курӑнакан нимӗҫ салтакӗсен масарӗ ҫинчи хурӑн хӗрессем те (ку ӗнтӗ кунта кӗрлесе иртнӗ хаяр ҫапӑҫусен паллисем пулнӑ, ун пек паллӑсене хӑнӑхнӑ фронтовик куҫӗ вӗсене асӑрхамасӑрах иртсе кайнӑ) — ҫаксем пурте ҫамрӑк йӗкӗте тӗлӗнтернӗ, пит те интереслӗ курӑнусем пек туйӑннӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
«Ҫук, атте, хуть мӗн тусан та, темӗн чухлӗ ылтӑн парсан та, эпӗ Берестовсен куҫӗ умне тухмастӑп», — тенӗ Лиза.«Нет, папа, ни за что на свете, ни за какие сокровища не явлюсь я перед Берестовыми».
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Нимӗҫ следователӗн куҫӗ умӗнче вӑл, тӗл пулма вырӑнсем, хваттерсем ҫинчен калаттарасшӑн заключеннӑйӑн шӑлӗсене ҫапса хуҫнӑ, анчах «Тӑватҫӗрмӗшӗнче» вӑл ҫав ҫыннах, тус пек курӑнма тӑрӑшса, ҫӑкӑр татӑкӗ сӗннӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ҫав тери хытӑ ҫутатать ҫак ҫаврака асамҫӑ, ҫынсен куҫӗ умӗнчех темӗн чухлӗ тӗлӗнмелли ӗҫсем тӑвать.Так щедро светит этот круглый волшебник, столько чудес творит на глазах у людей!
III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ҫак хыпара илтсен вара Густа ӑнтан кайнӑ, унӑн куҫӗ умӗнче пӗтӗмпех ҫаврӑнма тытӑннӑ, надзирательница ӑна питӗнчен чышса «лӑплантарнине» те, каялла шеренгӑна хӑваласа кӗртнине те туйман.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Пурнӑҫран уйӑрнӑ ҫын кашниех кунта кунсеренех хӑй куҫӗ умӗнче вилет.Оставив жизнь позади, каждый здесь ежедневно умирает у себя на глазах,
Гестапон Панкрацри тӗрминче 1943 ҫулхи ҫуркунне ҫырнӑ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вӗсен куҫӗ умӗнче ытармалла мар ҫутҫанталӑк.
XIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унӑн тимӗр пек ҫирӗп организмӗ пит те ӑста тунӑ ампутацие ҫӑмӑллӑнах тӳссе ирттерчӗ пулин те, вӑл палӑрмаллах вӑйсӑрланса пычӗ, тем тӗрлӗ эмеллесен те пурин куҫӗ умӗнчех кунран кун начарланчӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Владимир вара хурӑн ращине тата унтан кӑшт сулахаярахри уҫӑ вырӑнта ларакан хӗрлӗ ҫивиттиллӗ, шупкалса кайнӑ ҫурта курчӗ; унӑн чӗри хытӑрах тапма тытӑнчӗ: куҫӗ умне Кистенёвка ялӗ тата ашшӗн чухӑн ҫурчӗ тухса тӑчӗҫ.
III сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949