Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лаптӑкӗ (тĕпĕ: лаптӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗчӗк элементсене улшӑнусем кӗртме сӗнесси пуҫне эскиз авторӗсем глобус ӳкерчӗкне те ҫавӑрма шут тытнӑ — хальхи вӑхӑтра унӑн пысӑк пайне Раҫҫей лаптӑкӗ йышӑнать.

Помимо изменения мелких элементов авторы эскиза решили повернуть и изображение глобуса, большую часть которого в нынешнем варианте занимает территория России.

Беларуҫ минюсчӗ патшалӑх гербне мирлӗрех тӑвас сӗнӳпе тухнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24386.html

Эпӗ ун мундирӗн сылтӑм енчи пӗр пӳрне пусӑмӗ пысӑкӑш юн лаптӑкӗ ҫине пӑхрӑм.

Я смотрел на пятнышко крови с правой стороны мундира.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сухаласа пӑрахнӑ, савӑл евӗр ҫӗр лаптӑкӗ вӗсене хирӗҫ тытса чарма ҫук вӗҫсе килнӗ пек туйӑнать.

Неудержно летел навстречу черный клин пахоты.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Мӗн пулнӑ? — тесе ыйтрӗ вӑл, варринчен хуҫлатса тытнӑ шлепкипе тарасаллӑ пӳлӗм алӑкӗ умӗнчи ҫӗре сӑрхӑннӑ юн лаптӑкӗ ҫине сулса кӑтартса.

— В чем дело? — Он махнул сложенной вдвое шляпой, указывая на черную, впитанную землей кровь у дверей весовой.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫурӑмӗ ҫинче, хул калакки айӗнче, халь кӑна чӗрӗлсе кайнӑ хура кӗпе лӑстӑкӗ лӑстӑртатать, ун айӗнчен хӗвелпе саралнӑ ӳт лаптӑкӗ виҫкӗтеслӗн курӑнать.

На спине его, возле лопатки, трепыхался клочок свежепорванной грязной рубахи, желтел смуглый треугольник оголенного тела.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Асатте шӑп та шай ҫул ҫинче сарӑлса выртакан ҫӗр лаптӑкӗ ҫине арбузпа дыня акрӗ те пурӑнма улӑмран туса лартнӑ хӳшше куҫрӗ; ҫерҫисемпе чакаксене хӑвалама тесе, пире те хӑйпе пӗрле илсе кайрӗ.

Дед засеял баштан на самой дороге и перешел жить в курень; взял и нас с собою гонять воробьев и сорок с баштану.

Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Голова паҫӑрах каҫхи апат ҫинӗ, вӑл ӗнтӗ хальччен, паллах, ҫывӑрма та выртнӑ пулӗччӗ, анчах халь ун патӗнче хӑна ларать, — винокур вӑл, ӑна улпучӗ ирӗклӗ козаксем хушшинче выртакан хӑйӗн пӗчӗк ҫӗр лаптӑкӗ ҫине эрех завочӗ лартма янӑ.

Голова уже давно окончил свой ужин и, без сомнения, давно бы уже заснул; но у него был в это время гость, винокур, присланный строить винокурню помещиком, имевшим небольшой участок земли между вольными козаками.

IV. Йӗкӗтсем ашкӑнаҫҫӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Иртнӗ эрнере десантниксем партизансемпе чылай пысӑк ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче активлӑн ӗҫлерӗҫ.

На прошлой неделе десантники с партизанами активно трудились на большом участке земли.

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Андрей чӑрӑш вулли ҫумне ларчӗ те пуҫне тымарлӑ ҫерем лаптӑкӗ ҫинелле хучӗ, унтан вара, темшӗн-ҫке, куҫне хупанҫи пулса, ҫак вӑрман ҫийӗпе иртсе кайнӑ ҫил-тӑвӑла шухӑшӗпе куҫ умне илсе пыма хӑтланчӗ.

Андрей сел у комля ели, откинув голову на засохший дерн, перевитый жгутами корней, и почему-то, прикрыв глаза, попытался вообразить бурю, что прошла над здешним лесом.

XXVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Кӑҫал ҫеҫ ҫӗкленсе курӑка пусса илнӗскерсем вӗсем, ылтӑн тӗслӗн, чӑпаррӑн йӑлтӑртатаҫҫӗ, хурӑнлӑх хыҫӗнче халь ҫеҫ сухаланӑ хура пусӑпа вырса пӗтернӗ шурӑрах хир лаптӑкӗ курӑнса выртать, тӗпексем хыҫӗнче кӗрхи капӑр вӑрман, хӗвел пайӑркисем ҫав вӑрман ӑшнелле чалӑшшӑн ӳкнӗ.

Впервые за лето он прикрывал собой травы, за ним — полоса белесоватого жнивья, а еще дальше — гряда нарядного осеннего леса, пронизанного косыми лучами солнца.

XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Кӑвакрах та тутӑхнӑрах тӗслӗ курӑк ҫинче тӑм тивнипе хуралса кайнӑ талпиҫен тӗмипе тӑкӑнма пуҫланӑ лӳчӗркенчӗк сырлан лаптӑкӗ курӑнать.

На их серовато-ржавом фоне выделялись кусты почерневшего от заморозков чертополоха.

XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл вырӑсла калаҫнӑ сасӑсене, Терекӗн хӑвӑрт та пӗр тикӗс юххине илтрӗ, вара пӗр-икӗ утӑмран ун умне юхан-шывӑн шӑвакан кӗрен лаптӑкӗ, ҫыран хӗррисенчи тата ӑшӑх вырӑнсенчи сӑрӑ йӗпе хӑйӑр, аякри ҫеҫенхир, шыв ҫийӗнчен уйрӑлса тӑракан кордон тӑрри, йӗплӗ курӑк ҫинче ҫӳрекен тӑлласа янӑ, йӗнерлӗ лаша тата тусем тухса тӑчӗҫ.

Он услыхал звуки русского говора, услыхал быстрое и равномерное течение Терека, и шага через два перед ним открылась коричневая продвигающаяся поверхность реки, с бурым мокрым песком на берегах и отмелях, дальняя степь, вышка кордона, отделявшаяся над водой, оседланная лошадь, в треноге ходившая по тернам, и горы.

XXI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Ҫавӑнпа та сарлакарах ҫӗр лаптӑкӗ суйласа илтӗм те ун тавра карта тытма пуҫларӑм.

Я выбрал большой участок земли и принялся огораживать его.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Пӗр ҫур сехете яхӑн кайсан, сасартӑк ҫап-ҫутӑ тинӗс, тинӗс варринче ҫӗр лаптӑкӗ курӑнса кайрӗ, ку мана ытла та тӗлӗнтерчӗ.

И вдруг, пройдя с полчаса, я увидел перед собою море, а в море, к моему удивлению, полосу земли.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

— «Ҫапла, ӗлӗк пушхир пулнӑ вырӑнӑн вӑтаҫӗрӗнче эпир; халӗ акӑ, хӑвах куратӑн, ҫак пӗтӗм ҫӗр талккӑшне, ҫурҫӗртен, ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫӗнчи пысӑк юханшывран пуҫласа, пӗтӗмпех ҫав тери паха, тухӑҫлӑ ҫӗр лаптӑкӗ туса хунӑ; халӗ ҫак ҫӗр талккӑшӗ ӗлӗк-авал: «кунта сӗтпе пыл вӗресе тӑрать», тенӗ ҫурҫӗр енчи тинӗс хӗррипе тӑсӑлса выртакан ҫӗр пек пулса тӑнӑ.

«Да, в центре бывшей пустыни; а теперь, как видишь, все пространство с севера, от той большой реки на северо-востоке, уже обращено в благодатнейшую землю, в землю такую же, какою была когда-то и опять стала теперь та полоса по морю на север от нее, про которую говорилось в старину, что она «кипит молоком и медом».

9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ирхи тулӑ чашӑлах тикӗс шӑтса тухни пурне те савӑнтарчӗ, анчах иккӗмӗш бригада лаптӑкӗ ҫинче май уйӑхӗн малтанхи кунӗсенче акса хӑварнӑ ҫӗр гектара яхӑн кубанка текен тулӑ пур.

Ранняя пшеница радовала всходами, но на участке второй бригады было около сотни гектаров кубанки, высеянной в первых числах мая.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Мӗншӗн лаптӑк вӗҫӗсене урлӑлла сухаламаҫҫӗ-ха? — сухалама пуҫласа хунӑ тӑваткӑл ҫӗр лаптӑкӗ ҫинелле пӑхса ыйтрӗ Давыдов.

— А почему поперечный лан не пашется? — глядя на обчин пахотной клетки, спросил Давыдов.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кашни лаптӑкӗ пирӗн — пӗр теҫеттин тӑршшӗ — ҫӗрутмӑл чалӑш, урлӑшӗ — вунпиллӗк.

Каждая клетка у нас — десятина: сто шестьдесят сажен — долевой лан и пятнадцать — поперечный.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Разметновпа сывпуллашса уйрӑлса, Давыдов ҫывӑхарахри сухаласа пӑрахнӑ пӗр ҫӗр лаптӑкӗ патнелле утрӗ.

Попрощавшись с Размётновым, Давыдов пошел к ближайшей клетке пахоты.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Вӑл уялла, колхозӑн сухаласа пӑрахнӑ хуп-хура ҫӗр лаптӑкӗ енне пӑхрӗ.

— Она посмотрела в поле на черные квадраты колхозной вспаханной земли.

13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех