Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пуҫӗ (тĕпĕ: пуҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн юр пек шурӑ пуҫӗ силленет, ватӑлса тӗссӗрленнӗ куҫӗсем суккӑрланас патне ҫитнӗ пек хӗсӗннӗ.

Снежно-белая голова его тряслась, выцветшие от старости глаза подслеповато щурились.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эпӗ ун йышшине нихҫан та сиссе юлма памастӑмччӗ: «Клеме-и? Ак вӑл!» — унтан Мишкӑн тарават кӑмӑллӑ командирӗ хӑйӗн пӗчӗк ача пуҫӗ пысӑкӑш кӗре чышкине чӑмӑртарӗ те тискер те хӑрушӑ вӑйпа сывлӑшалла вирлӗн сулса ячӗ.

А я ему никогда, бывало, не дам опомниться: «Проба? Вот она!» — И добродушный Мишкин командир сжимал бурый, величиной с младенческую голову, кулак, выбрасывал его со свирепой и страшной силой.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Шарсем вара лаша пуҫӗ ҫинче кӑнтӑрлахи ҫап-ҫутӑ шура хӗвелпе йӑлкӑшса ҫӳрерӗҫ.

И шары засверкали на голове его коня белым полуденным солнцем.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хутора вара сан тусу вут чӗртсе ҫӳрет, шуйттан пуҫӗ.

А жгет хутор друзьяк твой, пропади он пропастью!

LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Йӑлт ашшӗне хывнӑ, аҫтаха пуҫӗ.

Весь в батю, взгальный.

LXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пирвайхи ҫӗрпӳрт алӑкӗнчех ыйхӑллӑ сӑнлӑ ҫамрӑк хӗрарӑмӑн ҫара пуҫӗ курӑнса кайрӗ.

Из первой же землянки высунула простоволосую голову молодая заспанная бабенка.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пуҫӗ пачах хускалмасть унӑн, анчах тӑпраланса пӗтнӗ кайри урисем, тарлӑ купарчипе ҫаврака хӳре чикки вӗттӗн туртӑнса чӗтреҫҫӗ.

Голова его была неподвижна, но задние ноги, закиданные землей, мокрый от пота круп и пологий скат репицы дрожали мелкой, конвульсивной дрожью.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эсӗ мӗн тата… кап… кап… тӑрма пуҫӗ… шывран хӑратӑн-и?!

Да что ты… мать… мать… мать… воды боишься, что ли?!

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Эх, чикетӗн те, эсрел пуҫӗ! —

— Эх, резак, к чертовой матери! —

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан Иван Алексеевич месерле ӳкрӗ, пуҫӗ сив амак тытнӑ пек хӑвӑрт силленсе чӗтреме пуҫларӗ, сарса пӑрахнӑ аллисенчи пӳрнисем хускалма, тимлесех ҫӗре чӗрмелеме тытӑнчӗҫ.

А потом Иван Алексеевич упал навзничь, и с лихорадочной быстротой задергалась у него голова, зашевелились, старательно заскребли землю пальцы раскинутых рук…

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Иван Алексеевич, сулахай аллине пуҫӗ патне йывӑррӑн ҫӗклесе, суран ҫумне хытса ларнӑ перчеткене тӳрлетрӗ.

Левая рука Ивана Алексеевича трудно поднялась на уровень головы, поправила присохшие к ране перчатки.

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юн нумай ҫухатнӑран унӑн пуҫӗ ҫаврӑнчӗ, тӑнӗ пӗтсе килме пуҫларӗ.

У него кружилась голова от большой потери крови, его покидало сознание.

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫамки тӗлӗнчи ӳчӗ купчесе ҫурӑлса кайнӑ, питҫӑмартисем хура хӗрлӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ, ҫӑра лӑймакапа витӗннӗ пуҫӗ ҫинче ҫӑм перчетке выртать.

Кожа на лбу вздулась и потрескалась, щеки багрово лоснились, а на самой макушке, покрытой студенистым месивом, лежали шерстяные перчатки.

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн хӑрушла шыҫӑнса кайнӑ пуҫӗ юн ҫыпӑҫса хытнӑ ҫӳҫӗпе пӗрле тӳп-тӳрӗ ларакан витре майлӑ курӑнать.

Чудовищно распухшая голова его со слипшимися в сохлой крови волосами была вышиной с торчмя поставленное ведро.

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн ҫара пуҫӗ ҫине лаша ҫӑварӗнчен юхса аннӑ ӑшӑ кӑпӑк ҫыххи татӑлса анчӗ; ҫав самантрах вара, таҫта ытла та ҫывӑхра, ун пуҫӗ тӗлӗнчерех, темле арҫын, кӗскен те хӑрушшӑн ӳлесе, хаяррӑн кӑшкӑрса янӑ сасӑ илтӗнсе кайрӗ:

Клуб теплой лошадиной пены упал ему на обнаженную голову, и почти сейчас же где-то очень близко, над самой его головой, прозвучало короткое и страшное мужское рыдание, крик:

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Шамиль Алешки варринче выртать: унӑн кивелсе кайнӑ кӑвак сӑхманне уҫса хунӑ, пушӑ ҫаннине касса ҫурнӑ пуҫӗ айне чикнӗ, тахҫан ӗлӗкех татнӑ алли, таса мар ҫӗтӗкпе ҫыхнӑскер, нихҫан хускалмасӑр ҫӳременскер, сывлами пулнӑ ҫаврака кӑкӑр ҫинче шӑнӑр хутлатнӑ пек хутланса выртать.

Алешка Шамиль лежал в середине: синий старенький чекменишка его был распахнут, холостой рукав был подложен под разрубленную голову, а култышка давным-давно оторванной руки, обмотанная грязной тряпочкой, всегда такая подвижная, была судорожно прижата к выпуклому заслону бездыханной груди.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӗтӗрсе тухатӑп та анкартине, юбкине пуҫӗ ҫинчен ҫыхса, кӗрт амине ислетнӗ пек ислететӗп!» — тарӑхса шухӑшларӗ Григорий, юлашки вӑхӑтра инкӗшӗ хӑй тавра явкаланнине ҫиллессӗн чӑтса пурӑннӑскер.

Поведу ее на гумно, завяжу над головою юбку и выпорю, как суку!» — озлобленно подумал Григорий, все это время хмуро принимавший ухаживания невестки.

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Хамах хывнӑ, эсрел пуҫӗ!

«В меня, чертяка!

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ӑҫта мурне, шу-уйттан пуҫӗ? — ҫилленсе кӑшкӑрса тӑкрӗ пӗр хӗрлӗармеецӗ, ури ҫине Штокман ыраттармаллах пуснӑскер.

— Куда тебя, че-о-орт?.. — негодующе крикнул один из красноармейцев, которому Штокман больно придавил ногу.

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Карӑнманскер, тӑранми кӗрт пуҫӗ!

— Кобелина проклятый, ненаедный!

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех