Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑнине (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрлӗ ҫӳҫлӗ, вӑрӑм кӑна каччӑ алӑк патӗнче хам ҫинелле пӑхса тӑнине асӑрхарӑм эпӗ.

И я увидел на пороге длинного рыжего парня с шевелюрой, вопросительно смотревшего на меня.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн вӑл хӑйне вулама кансӗрлекен ҫӳҫ пайӑркине пуҫтарнине, йывӑр сӑмахсене ӑнланасшӑн пулнӑ пекех, тенкел ҫинчен сике-сике тӑнине те асӑрхарӑм эпӗ.

Я видел, как бессознательным движением она поправила волосы, мешавшие ей читать, и как встала со скамейки как будто для того, чтобы разобрать трудное слово.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Хыҫалтан пӑхӑр-ха эсир вӗсене, — малалла каларӗ вӑл, — ҫак тавраш вӗсен хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе тӑнине куратӑр эсир.

— Посмотрите на них с заду, — продолжал он, — и вы увидите, что эта область является у них ненормально красной.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катя куҫӗсене кӑшт ҫеҫ уҫса пӑхнӑ, амӑшӗ йӗрсе тӑнине курнӑ.

И Катька чуть-чуть приоткрыла глаза и увидела заплаканную маму.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ тупӑк умӗнче хампа ҫуммӑн Ирина Михайловна тӑнине куратӑп, вӑл матери хутламӗсене тирпейлет.

Я вижу рядом с собой стоящую у гроба прямую, строгую Ирину Михайловну; она поправляет складку материи.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫитменнине, ҫав ҫӗрӗре мӗнле асамлӑ вӑй пытанса тӑнине пӗлсен, ҫӗрре пачах йышӑнмасть.

А когда узнала, какая волшебная сила таится в кольце, то совсем не хотела брать его.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Малтанхиех пулӗ ҫав, мӗншӗн тесен манӑн пит-куҫӑм эпӗ хам мӗн туйса тӑнине, мӗн шухӑшланине пурне те кӑтартса тӑратчӗ.

Пожалуй, первое, потому что мое лицо как раз выражало решительно все, что я чувствовал и думал.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ умра тирпейлӗ пӗчӗк карчӑк тӑнине куртӑм.

Я вижу перед собой маленькую опрятную старушку.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Шуйттанӗ пӗлсе пӗтертӗр-и, эсӗ миҫе хут вилӗм умӗнче тӑнине шутласа та кӑлараймӑн: тем ытла сӑмах персе ярӑн та — хатӗр те.

Черт тебя знает, ты уже столько раз умирал, что теперь неизвестно: а вдруг скажешь лишнее слово — и готов.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Юр ҫинче ларса тӑнине ҫеҫ астӑватӑп, такам мана хулпуҫҫийӗмрен тытрӗ — эп ӳкесрен ӗнтӗ.

Помню только, что я сидел на снегу и кто-то держал меня за плечи, потому что я падал.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗннӗ сухан шӑрши кӗрекен ларек патӗнче тӑнине ҫеҫ астӑватӑп, аллӑма куртка тытса пули-пулми сассӑмпа: — Ак ку кама кирлӗ… — тенине астӑватӑп.

Помню только, что я стоял у ларька, из которого пахло жареным луком, и, держа курточку, говорил слабым голосом: — А вот кому…

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сасартӑк вӑл кантӑк умӗнче епле тӑнине аса илтӗм, эп хӑй патне пырсан, вӑл картишнелле тинкерсе пӑхатчӗ, ытла салхуллӑччӗ хӑй, кӑшт хӗрӗнкӗрех те.

И вдруг я вспомнил, как он стоял у окна, когда я пришел к нему, стоял и внимательно смотрел во двор, очень грустный и немного пьяный.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ кӗпер ҫине кӗрсе тӑнине сисмерӗм те — ҫав тери анлӑ та ирӗк пек курӑнчӗ мана аслӑ урам.

Я не сразу заметила, что стою уже на нем, — так он был широк, так полого и просторно принял он на себя нашу улицу.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пугачев, эпӗ халӑх хушшинче тӑнине курсан, ман еннелле пуҫӗпе сулса, хӑй патне чӗнсе илчӗ.

Пугачев, увидев меня в толпе, кивнул мне головою и подозвал к себе.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Площадьпе иртсе пынӑ чух ҫакса вӗлермелли патӗнче башкирсем кӗпӗрленсе тӑнине куртӑм.

Проходя мимо площади, я увидел несколько башкирцев.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл шанса тӑнине тивӗҫлӗн кӑтартса пама ҫунса, татӑклӑ самант ҫитессине тӳсеймесӗрех кӗтме тытӑнтӑм.

Я жаждал доказать, что был достоин ее доверенности, и с нетерпением стал ожидать решительной минуты.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Эхе! — терӗ комендант, лешӗн хӑрушӑ паллисене курсанах, вӑл 1741 ҫулта асаплантарнӑ пӑлхавҫӑсенчен пӗри пулса тӑнине палласа.

— Эхе! — сказал комендант, узнав, по страшным его приметам, одного из бунтовщиков, наказанных в 1741 году.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пасар пулакан вырантан иртсенех-ха, присутстви алӑкӗ умӗнче хуралҫӑ тӑнине куртӑм, садра, решетке патӗнче штатски тумне тӑхӑннӑ ҫынсем ҫӳретчӗҫ, вӗсенчен пӗри пулемёт сӗтӗретчӗ.

Я вспомнил, что еще когда мы проезжали Базарную площадь, у ворот присутствия стоял часовой, в саду за решеткой торопливо ходили какие-то люди в штатском, и один из них тащил пулемет.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӑннипе калатӑп, ҫак сӑмах мӗне пӗлтернине эпӗ паян кун та тавҫӑрса илейместӗп, анчах йӑмӑкпа иксӗмӗр те эпир хамӑр хӑнана ырӑ мар япала кӗтсе тӑнине часах чухласа илнине лайӑхах астӑватӑп эпӗ.

Честно сознаюсь – до сих пор не знаю точного смысла этого выражения, но помню, что мы с сестрой сразу поняли, что нашему гостю грозит какая—то опасность,

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах эпӗ ҫак сӑмах хыҫӗнче кирлӗ-кирлӗ мар пусса илнӗ пӗчӗкҫӗ пахча, пахча варринче темиҫе ватӑ улмуҫҫи ҫеҫ пытанса тӑнине пӗлсен, тарӑхса кайрӑм.

Как я был разочарован, узнав, что под этим словом скрывается просто маленький заросший огород, посреди которого стояло несколько старых яблонь!

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех