Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗрет сăмах пирĕн базăра пур.
кӗрет (тĕпĕ: кӗрет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тумламсенчен ҫурхи ырӑ шӑршӑпа килкарти таврашӗнчи тасамарлӑх шӑрши кӗрет.

Капли пахнут весной и пылью околоствольного двора.

3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Акӑ, халех, ҫак минутрах, Сережа килсе кӗрет те: «Памарӗҫ… Пӗлетӗн-и, ӗҫ нумай», — тесе хурать.

Вот сейчас войдет Сережа, скажет: «Не дали… Понимаешь, дела».

1 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ме, ӗҫ, тӳрех вӑй кӗрет!

На, выпей, сразу почунеешься!

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

10-мӗшӗнче вара Мамонтов генерал ертсе пыракан ҫӗнӗрен йӗркеленӗ корпус 8-мӗшпе 9-мӗш Хӗрлӗ ҫарсен хушшинчен фронт линине татса кӗрет те Новохоперскран Тамбов еннелле кайма тухать.

А 10-го вновь сформированный корпус под командованием генерала Мамонтова прорвался на стыке 8-й и 9-й красных армий и от Новохоперска направился на Тамбов.

XX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унӑн яп-яка хырӑннӑ кӗре питӗнчен, пӗтӗм кӗрнеклӗ пӗвӗ-сийӗнчен тасалӑх варкӑшӗпе тахӑш чечекрен тунӑ одеколон шӑрши кӗрет.

От матово-смуглого лица, от всей его статной фигуры веяло чистотой и устойчивым запахом какого-то цветочного одеколона.

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хутор патне ҫитрӗм те хайхи, пӑхатӑп, — вӗтӗр-шакӑр ача-пӑча Донра шыва кӗрет.

Подошла к хутору, гляжу — ребятишки махонькие купаются в Дону…

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Лакӑм-тӗкӗмсемпе ланкашкасенче тупӑ ураписемпе снаряд тиенӗ лавсен кустӑрмисем кӗмсӗртетсе илеҫҫӗ, ҫӑлсем патӗнче утсем кӗҫенеҫҫӗ, пластунски сотньӑсем пӗр харӑссӑн майпен те ҫемҫен таплаттарса утса иртеҫҫӗ, фронт линийӗ патне вӑрҫӑ хатӗр-хӗтӗрӗсемпе ҫар япалисем турттарса каякан кӳмеллӗ урапасемпе ахаль лавсем хӑлтӑртатса пыраҫҫӗ, поход кухнисем ҫывӑхӗнче пиҫсе сарӑлнӑ вир пӑттин, лавр ҫулҫи ярса техӗмлетнӗ какай яшкипе тин ҫеҫ кӑмакаран кӑларнӑ ӑшӑ ҫӑкӑрӑн тутлӑ шӑрши кӗрет.

Гремели на выбоинах колеса орудий и зарядных ящиков, возле колодцев ржали кони, согласно, глухо и мягко гоцали шаги проходивших пластунских сотен, погромыхивали брички и хода обывательских подвод, подвозящих к линии фронта боеприпасы и снаряжение; возле походных кухонь сладко пахло разопревшим пшеном, мясным кондером, сдобренным лавровым листом, и свежеиспеченным хлебом.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӗсенчен пит супӑнӗпе хӗрарӑм писевӗсен тем тӗрлӗ шӑрши кӗрет, манран, ав, лаша шӑкӗпе тар шӑрши перет.

От них личным мылом и разными бабьими притирками пахнет, а от меня конской мочой и потом.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Сан шӑршӑ кӗрет… — терӗ те Наталья куҫӗсене йӑлкӑштарса, тӑруках хӗрелсе кайнӑ питҫӑмартисене кӑтартасшӑн мар пулса, пуҫне пӗксе ларчӗ, йӗпне хӑвӑрт чике-чике турта пуҫларӗ.

— Тобой пахнет… — блестя глазами, сказала Наталья и наклонила голову, чтобы скрыть внезапно проступивший на щеках румянец, стала проворно орудовать иглой.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Мӗнешкел ыра шӑршӑ кӗрет ҫак ачасен ҫӳҫӗсенчен!

Как пахнут волосы у этих детишек!

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Типӗ ӑшӑ ҫил ҫеҫенхиртен ҫеҫкене ларнӑ чапӑрӑн пылак шӑршине варкӑштарса килет, улӑхра йӗпе курӑкӑн, юшкӑн тӑприпе нӳрӗ сывлӑшӑн уҫӑ шӑрши кӗрет, карӑшсем шӑплана пӗлмесӗр авӑтаҫҫӗ, ҫыран хӗрринчи вӑрмана вара; юмахри майлах, тӗтрен кӗмӗл укаллӑ пурҫӑнӗ карса илнӗ.

Со степи сухой и теплый ветер несет к жилью медвяные запахи цветущего чабреца, а в займище пресно пахнет влажной травой, илом, сыростью, неумолчно кричат коростели, и прибрежный лес, как в сказке, весь покрыт серебристой парчою тумана.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Картишӗнче сарайсен хӗрсе кайнӑ тимӗр ҫивиттийӗсен вӗри шӑршипе этем тарӗн йӳҫек шӑрши кӗрет.

Во дворе жарко пахло раскаленными железными крышами сараев и людским едким потом.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сывлӑмпа нӳрелнӗ хупах, йӗпе ҫӗр, тӗтре шӑрши кӗрет.

Пахло мокрыми от росы лопухами, влажной землей, туманом.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӳртре кӑмака хутса хӑтланмасть вӑл, лаҫра вут хурса кӑнтӑрлахи апат пӗҫерет те каллех мӑнукӗсем патне пӳрте кӗрет.

Печь в доме не топила, а разводила огонь в летней кухне, готовила обед и снова уходила в дом к детишкам.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

«Хусан чӑвашӗсем» ушкӑна йӗркелесе янӑ Алексей Наумов ҫинчен шӑпах максима листсен йышне кӗрет тесе каламалла.

Куҫарса пулӑш

Мӑн асаттесен вӑй-хӑвачӗ — «Хусан чӑвашӗсенче» // Олег АЛЕКСАНДРОВ. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.

Ҫак шурӑ питлӗ, темле кулӑшла тумтир тӑхӑннӑ ҫынтан хуҫи шӑршиех кӗрет, сасси те унӑнах, анчах ҫавӑнпа пӗрлех вӑл иккенне ӗненес килмен шухӑш та килсе кӗчӗ.

От белолицей мешковатой фигуры пахло хозяином, голос у нее был тоже знакомый, хозяйский, но бывали минуты, когда Тетку мучили сомнения.

VII. Ӑнӑҫсӑр ӗҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Палламан ҫын патӗнче ним шӑршӑ та ҫук, столяр хваттерӗнче вара кирек хӑҫан та сывлӑш тӗтре пек тӑрать, кирек хӑҫан та ҫилӗм, лак, турпассен тутлӑ шӑрши кӗрет.

У незнакомца не пахнет ничем, у столяра же в квартире всегда стоит туман и великолепно пахнет клеем, лаком и стружками.

II. Палламан ҫын // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Ман шутпа, ҫакӑ вӑл — коммунист ячӗпе куҫ кӗрет витӗнсе пурӑнни.

Я думаю, это — явное прикрытие своей жизни от имени коммуниста.

25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Мӗн чухлӗ кӗрет ҫавӑн чухлӗ ӗҫӗр, шыв шалккӑ мар пире!

— Пейте, сколь войдет, воды нам не жалко!

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Мӗн пӑрикмахерскинчи пек шӑршӑ кӗрет сан? — ыйтрӗ Лузгин, кӗрӗкне Нюшкӑ алли ҫине хывса пӑрахса, сӑмсине нӑш-нӑш туртса.

— Чего это у тебя пахнет, как в парикмахерской? — сбрасывая на руки Нюшки полушубок и поводя носом, спросил Лузгин.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех