Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӗҫех сăмах пирĕн базăра пур.
Кӗҫех (тĕпĕ: кӗҫех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗҫех кӗпер патне лавсем йӑтӑнса ҫитрӗҫ.

Вскоре к мосту привалили подводы.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унашкал кунсенче кӗпере шыв илет, анчах нумайлӑха мар: тепӗр икӗ сехетренех сӑрт-тусем ҫинчен урӑм-сурӑм пӗтӗрӗнсе юхса аннӑ шыв, нумай пулмасть пахчасене тустарса, ҫатан картасене юпи-мӗнӗпе йӑвантарса кайнӑскер, майӗпен-майӗпен чакса пырать те унтан кӗҫех ҫырман ҫаралса юлнӑ тепӗнче пурӑпа нӳрӗк шӑрши кӗрекен, шыв ҫуса кайнӑ йӗпе чулсем вӗр-ҫӗнӗ тӗспе ҫуталма тытӑнаҫҫӗ.

В такие дни мост затопляло, но ненадолго; через час-два бешеная нагорная вода, недавно разорявшая огороды и вырывавшая плетни вместе со стоянками, спадала, на оголенной подошве яра свежо сияла влажная, пахнущая мелом и сыростью омытая галька.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӗҫех вӑл, тавракурӑмӑн ҫуррине хупласа илсе, тӳпене тӗтреллӗ ҫивиттипе пиелерӗ.

Оно заняло полгоризонта, мглистым покровом задернуло небо.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах ҫав улшӑнусем кӗҫех ӗнтӗ пулса иртме кирлӗ.

Но вскоре они должны были произойти.

LVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Акӑ кӗҫех пӗри ҫинҫен нӑйӑлтатса кӑшкӑрса ячӗ:

И вот ребячий голос заверещал!

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Богатырев Дон ҫарӗ, пӗтӗм фрончӗпе наступлени пуҫласа, кӗҫех повстанецсен ҫарӗпе пӗрлешесси ҫинчен пӗлтерчӗ.

Сообщил, что скоро Донская армия перейдет в наступление по всему фронту и соединится с армией повстанцев.

LIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӗҫех Петр Богатыревӑн ашшӗ патне, киле, стариксем пычӗҫ.

…Вскоре в курень к отцу Петра Богатырева пришли старики.

LIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӗҫех бомба ывӑтма пуҫлать!

— Зараз начнет бонбы метать!

LIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӑна пӗлтернӗ хыпар тӑрӑх, пӑлханакан Сердобск полкне хӗҫпӑшалсӑрлантарма ҫар штабӗнчен янӑ чаҫсем Усть-Медведицӑран тухнӑ та ӗнтӗ, кӗҫех Усть-Хоперскине килсе ҫитмелле.

По имевшимся у него сведениям, из Усть-Медведицы уже двигались и с часу на час должны были прибыть силы, брошенные штабом на разоружение мятежного Сердобского полка.

LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӗҫех ҫитетпӗр.

Зараз доедем.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Мӗнле, кӗҫех тапранатӑн-и?

— Что же, скоро будешь трогаться?

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗвелтухӑҫ енчен капланса килнӗ хура пӗлӗтсем кӗҫех ҫумӑр сапма пуҫларӗҫ.

И тотчас же из надвинувшейся с восходом тучи хлынул дождь.

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӗҫех унта Сердобск полкӗ пырса ҫитрӗ.

Вскоре туда прибыл Сердобский полк.

XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӗҫех вилетӗп эпӗ, чунӑм.

Скоро помру я, милушка…

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эсӗ кӗҫех уя кайма шутлаттӑнччӗ…

Ты же, кубыть, собирался ехать на поля…

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӗҫех ыйхӑллӑ та ҫиллес сӑнлӑ тӗрме пуҫлӑхӗ персе ҫитрӗ.

Вскоре появился и начальник тюрьмы, заспанный, сердитый.

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлисем хӑйсен вӑйӗсене повстанецсен 2-мӗш дивизипеле ҫапӑҫма куҫарса кайрӗҫ, унтан кӗҫех, ӑна хӗссе пырса, Мигулински станицӑри темиҫе хутора, Алексеевски хуторӗпе Чернецки слободине тытса илчӗҫ, Тури Чир хуторӗ патне ҫитсе тухрӗҫ.

Противник перебросился на 2-ю дивизию повстанцев и вскоре, тесня ее, захватил ряд хуторов Мигулинской станицы: Алексеевский, Чернецкую слободку и подошел к хутору Верхне-Чирскому.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлисен хирӗҫ ҫапӑҫакан ушкӑнӗ пуҫтарӑнса тӑнӑ вырӑна кӗҫех шрапнель черечӗ хупласа хучӗ.

Место сосредоточения сопротивлявшейся группы красных покрыла очередь шрапнели.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӗҫех ҫак кил хушшинчи кӗлет тӑрринчен пулемет сасси ҫивӗччӗн тӑкӑртатса кайрӗ.

Вскоре с крыши амбара в этом дворе резко затакало.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӗҫех вӑл хӗрлисен пехоти, Каргинскине йышӑнса илсе, Чир патне пуҫтарӑннине курчӗ.

Он видел, как красная пехота занимает Каргинскую и накапливается около Чира.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех