Шырав
Шырав ĕçĕ:
Арлӑ-арӑмлӑ пурнӑҫ Валерин ырӑ енӗсене ҫӗнӗлле кӑтартрӗ; Фабий лайӑх художник — ахаль ҫеҫ ӳкерме юратакан ҫын мар, ӑста художник пула пуҫларӗ.
II // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Кисть хӑй тӗллӗнех хӑнӑхнӑ формӑсене ӳкерчӗ, ҫынсен аллисем унччен тунӑ пекех тухрӗҫ, пуҫӗсем нимле ҫӗнӗ хускану туман пек курӑнчӗҫ, вӑл ҫеҫ мар, платье хутламӗсем те ҫӗнӗлле ӳкерӗнмерӗҫ, вӗсем кӗлеткене кӑшт урӑхла тусанах художнике пӑхӑнмасӑр тепӗр тӗрлӗ вырнаҫрӗҫ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ҫамрӑксем ҫӗнӗлле пурӑнччӑр, эпир турӑпа ҫуралнӑ, турӑпах вилетпӗр.Молодые — те пусть по-новому, а мы с богом родились, с богом и помрем.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Паян историе ҫӗнӗлле тата ӑна пӑсса ҫырма хӑтланакансем каллех пуҫ ҫӗклеҫҫӗ.Сегодня с новой силой возобновились попытки переписать, извратить историю.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Чӑваш Ене аталантармалли паха шухӑшсем сӗнме пултаракан тата ҫӗнӗлле шухӑшлакан ҫивӗч ӑслӑ, пултаруллӑ та хастар яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа пӗрлештерсе тӑракан ҫамрӑксен общество юхӑмне туса хума вӑхӑт ҫитнӗ тесе шутлатӑп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Хӑйне вӑл мӗнпур йывӑрлӑха ҫӗнтернӗ, хыҫала тӑратса хӑварнӑ пек тыткаларӗ: халӗ ӗнтӗ ҫӗнӗ пурӑнӑҫ пуҫланчӗ, апла пулсан чӑннипех те ҫӗнӗлле пурӑнма тытӑнмалла, нимӗнле тӗксӗмлӗх ҫинчен те шутлама кирлӗ мар.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Анчах Григорий Ильинична сӑмахӗнчен Наталья ӑна пуриншӗн те каҫарнине, ӑна чунтанах юратнине тата юлашки минутчен аса илсе пурӑннине пӗлчӗ те, ҫакӑ Григорие пушшех те асаплантарчӗ, чуна вӗҫӗ-хӗррисӗр ӳкӗнӳпе тӑвӑнтарчӗ, иртни пирки тата ҫавӑн чухне вӑл хӑйне мӗнле тыткалани ҫинчен йӑлтах ҫӗнӗлле шухӑшлаттарчӗ…
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл пит ҫутарма ыйтрӗ, Дуняшка тытнӑ тӗкӗр умӗнче ҫӳҫне турарӗ, унтан тӑванӗсем ҫинелле темле ҫӗнӗлле йӑлкӑшакан куҫӗсемпе йӗрлесе пӑхса, халсӑррӑн кулса илчӗ:
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кӑнтӑр фронтран хӗрлӗ ҫарсен пысӑк пайне туртса пынӑ Тури Дон восстанийӗ Дон ҫарӗн командованине хӑйӗн Новочеркасска хӳтӗлекен вӑйӗсене ирӗклӗн ҫӗнӗлле вырнаҫтарса тухма ҫеҫ мар, ҫапӑҫусенче тӗрӗсленнӗ ҫирӗпрех полксенчен — ытларах анатри казаксемпе калмӑк полкӗсенчен — Каменскипе Усть-Белокалитвенски станицисен районӗнче хӑватлӑ ударлӑ ушкӑн пухса тӑратма та май панӑ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Экономика кризисӗ алхаснине пӑхмасӑрах ывӑнма пӗлмесӗр чӑваш юррисене ҫӗнӗлле форматпа ҫыракан ӑславҫӑ пире тӗлӗнтерме пӑрахмасть.
Мӑн асаттесен вӑй-хӑвачӗ — «Хусан чӑвашӗсенче» // Олег АЛЕКСАНДРОВ. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.
Пӳртри япаласем тахҫантанпах асра юлнӑ, анчах тӗлӗнмелле — вӗсем пурте; мачча пӗрени ҫине ҫапса хунӑ тимӗр ункӑ та (ун ҫинче тахҫан Корней ачасене сиктерсе ҫывӑрттарнӑ сӑпка ҫакӑнса тӑнӑ), алӑк патӗнчи пӗрене ҫине ӗмӗрлӗхех ҫапса хунӑ тутӑхнӑ ҫекӗл те (ӑна тахҫанах, Корнейӑн хӑйӗн лаша пулнӑ чухнех ҫапнӑ, ҫекӗлӗ ҫине хӗлле лаша таврашӗ ҫакнӑ) мачча ҫинчи тусан витӗр курӑнакан краҫҫын лампи ҫунса хуратнӑ ҫаврашка та; кӗтесри тахҫан сенкер сӑрӑпа сӑрланӑ, халӗ сӑрӗ сӗвӗнсе пӗте пуҫланӑ ҫӳлӗк те (юлашки ҫулсенче ывӑлӗсемпе хӗрӗсем, турӑшсене илсе, унта хӑйсен кӗнекисемпе тетрачӗсене хунӑ) — ҫаксем пур-те куҫа ҫӗнӗлле курӑнаҫҫӗ.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Лайӑхрах пурӑнас килет пулсан, пурне те улӑштарма пуҫлӑр, ҫӗнӗлле тӑвӑр.— Если захотите жить получше, начинайте тогда все менять на новый лад.
19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Доклад куҫ кӗретех начар ӗнтӗ, анчах халӗ Ксени уншӑн пӗртте кулянмарӗ те, тарӑхмарӗ те, доклад ӑна пухура мӗн пулса иртни ҫине ҫӗнӗлле, тӗттӗм залра ларакан ҫынсен куҫӗпе пӑхма пулӑшнӑшӑн савӑнчӗ.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Халӗ ӗнтӗ пурте урӑхла, ҫӗнӗлле пулать, ӗлӗкхинчен лайӑхрах пулать!
8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Анчах ҫав решенисене пурнӑҫа кӗртме пирӗн, ман шутпа, темскере ҫӗнӗлле ӑнланса илмелле-ҫке-ха…Но ведь чтобы их выполнить, нам нужно, по-моему, что-то понять заново…
15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл районсенчи лару-тӑру мӗнлине, вӗсене мӗн кирлине тата лайӑхрах пӗлесшӗн пулчӗ, анчах пуринчен ытла унӑн акӑ мӗн хӑйӗн куҫӗпе курас килчӗ: юлашки Пленумпа пурте ун пекех хавхаланнӑ-ши, Пленум пӗлтерӗшне пурте тӗрӗс ӑнланаҫҫӗ-ши, улшӑнусем тума, ӗҫе ҫӗнӗлле тытӑнма васкаҫҫӗ-ши?
8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
«Акӑ каллех ӗнтӗ пурнӑҫ ҫӗнӗлле ҫаврӑнса кайрӗ, чунра ав ҫав-ҫавах сивӗ те пушӑ… — урине йӗнер йӑрани ҫине хурса темшӗн шухӑшларӗ вӑл, лашана хытӑ ҫилхинчен тытса. — Халӗ ҫав пушӑлӑха Аксютка та тултараймасть, ахӑр…»
LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Мирон Григорьевич хӑрах куҫне пӑшалпа тӗлленӗ пек хӗстерчӗ те ҫӗнӗлле, тулса тӑкӑнакан хаяр тарӑхупа калаҫма тытӑнчӗ:Мирон Григорьевич прижмурил глаз, будто прицеливаясь, и заговорил по-новому, с вызревшей злостью:
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Петро салхуллӑн пӗр ушкӑн патӗнчен теприн патне кайрӗ, казаксем ҫине ҫӗнӗлле сӑна-сӑна пӑхрӗ.Петро уныло переходил от одного курагота к другому, по-новому оглядывал казаков.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Суворовӑн унти крепоҫсене ҫӗнӗлле йӗркеленине тата хӗҫ-пӑшала сӑнаса тӑмалла пулнӑ.Поручили Суворову следить за переустройством и вооружением тамошних крепостей.
Атӑсем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.