Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑхсем (тĕпĕ: чӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Япаласене уйӑрса илме те ҫук, сасартӑк ҫатан хыҫӗнчен ҫӑмламас калпак курӑнса каять, патне пырса пӑхатӑн та — юпасем ҫинче кӑкшӑмсем ҫакӑнса тӑнине куратӑн, вӗсем хура та мар, тин ҫунакан кӑмакаран кӑларнӑ пек хӗрлӗ; е килкарти варринче ҫамрӑк хӗрарӑмӑн шурӑ тутӑрӗ курӑнса каять, тинкеререх пӑхатӑн та — тутӑр та мар, хушка пуҫлӑ ӗне тӑнине куратӑн; е вӑкӑр мӑйракисем курӑнса каяҫҫӗ, анчах мӑйракисем кӑнтӑрлахи пек сӑркка мар, слюдаран якатса тунӑ пек витӗр курӑнса тӑраҫҫӗ; е тата пӗр-пӗр крыльца ҫинче ҫӑмламас тир курӑнса каять, патнерех пыратӑн та — йытӑ выртнине куратӑн; е лупас айӗнче ларакан чӑхсем курӑнса каяҫҫӗ, вӗсем кашта ҫине шӑрҫа тирнӗ пек ларса тухнӑ.

Самые обыденные предметы выглядели загадочными: то покажутся из-за плетня причудливые папахи, а подойдешь ближе и увидишь: не папахи это, а кувшины на кольях, и они уже не черные, а красные, как будто только что вынуты из обжигальной печи; то забелеет на базу платок какой-нибудь молодайки, а присмотришься и увидишь не платок, а лысую голову коровы; то замаячат бычьи рога, но не бурые, как днем, а прозрачные, точно выточенные из слюды; то на каком-либо крылечке зачернеет овчина, а подойдешь ближе и увидишь собаку; то зарябят под кровлей куры, сидящие цепочкой, точно нанизанные на шест…

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫапла эпир, чӑхсем вир пӗрчи сӑхма пухӑннӑ пекех.

Мы как куры на просо.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Урам урлӑ кӑлӑклатакан чӑхсем чупса каҫаҫҫӗ, чалпашӑн вӗлтӗртетсе хумханакан шыв лачакинче хурсем шӗпӗлтетеҫҫӗ.

Через улицу пробегали клохчущие куры, в лужине, покрытой косой плывущей рябью, шлепали гуси.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Урампа, Виссарион пуп килӗ умӗнчен иртсе пынӑ чух вӑл чӑх-чӗп картинче, ик ҫунаттине шартлаттарса, протодиаконӑнни пек хулӑн сасӑпа автан ҫухӑрса янине тата хӑравҫӑллӑн пӑшӑлтатса чӑхсем кӑлӑкласа илнине илтрӗ.

Шел по улице, мимо дома попа Виссариона, слышал, как в курятнике, хлопая крыльями, протодьяконским басом взревел петух и испуганным шепотом заквохтали куры.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ман шухӑшпа, Петруҫ каҫ пуласса кӗтнӗ пек, хӗрарӑм тырӑ илсе тухса сапса парасса кӗтекен чӑхсем те кӗтмеҫҫӗ пуль.

Я думаю, куры так не дожидаются той поры, когда баба вынесет им хлебных зерен, как дожидался Петрусь вечера.

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Чӑх хӑйӗн чӗппине мӗн те пулин пулма пултарассинчен хӑрамасть, ӑна ерме пултаракан чир-чӗрсене пӗлмест, ҫынсем чирлӗ ачана мӗнле меслетсемпе чӗртмеллине пӗлеҫҫӗ, чӗртме май ҫук пулин те, чӗртме пулать теҫҫӗ вӗсем — чӑхсем вара ҫав меслетсене те пӗлмеҫҫӗ.

Курица не боится того, что может случиться с ее цыпленком, не знает всех тех болезней, которые могут постигнуть его, не знает всех тех средств, которыми люди воображают, что они могут спасать от болезней и смерти.

XVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Унӑн колхозӗнчи чӑх-чӗп фермин заведующийӗ чӑх витине электричество кӗртнӗ — электричество ҫутинче чӑхсем ҫӑмарта ытларах тӑваҫҫӗ тенине таҫта илтнӗ, тет…

А заведующий птицефермой в его колхозе провел электричество в курятник, — где-то он услыхал, что от электрического освещения куры яиц больше будут нести…

XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Тӗрлисем ҫакланаҫҫӗ: тӗпеклӗ чӑхсем, улатӑпасем, кӑсӑясем.

Всякие попадаются: перепела, куропатки, синицы…

Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.

Усӑк туратлӑ акацисем йӗпеннӗ чӑхсем евӗрлех курӑнаҫҫӗ.

напоминали своими обвисшими, съежившимися ветвями мокрых кур.

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Вӑл Стефчов ҫине те, кӗтӳ ачи ҫине те сиксех ӳкесшӗнччӗ, — унпа танлаштарас пулсан; лешсем ама ӑмӑрт кайӑк умӗнчи чӑхсем пек курӑнчӗҫ — ҫапах та сиксе ӳкмесӗр чарӑнса тӑчӗ.

Она хотела было кинуться и на Стефчова и на пастушка, — в сравнении с ней они были словно куры перед орлицей, — но вдруг остановилась как вкопанная.

IX. Пулӑшаканни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӑйӗнчен чӑхсем те кулнӑн туйӑнчӗ ӑна… вӑл тухма хӑяймасӑр алӑка хупса лартрӗ.

Он вдруг подумал, что все станут над ним смеяться, даже куры, в висках у него бешено застучало, и он, весь съежившись, вернулся в комнату.

Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.

Унта ӑна чӑхсем пӗр самантра чавса тӑкаҫҫӗ.

А там его куры в один миг разгребут…

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӗмӗр тӑршшӗпех ҫав автансен хӳри ҫине таптаса пурӑннӑ, ачаранпах чӑхсем патӗнче ӳснӗ, анчах вӗсен юррин ҫак илемне ӑнланма пӗлмен.

Всею жизню этим петухам на хвосты наступал, возле курей возрастал с малых лет и не мог уразуметь такой красоты в ихнем распевании.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Макар шутлани тӗрӗсех пулчӗ: темӗн тӗслӗ, вӗлтӗркке те йӑрӑ чӑхсем хушшинче пысӑк мар, тӗкне ҫӑлса пӗтернӗ, шӑши пек сӑрӑ, кӗлеткесӗр автан, ҫӗлен пулӑ пек, явкаланса ҫӳрет.

Предположения Макара полностью подтвердились: среди дюжины крикливо оперенных, легкомысленных и кокетливых кур вьюном вертелся небольшой, защипанный, серо-мышастой масти, неказистый петушок.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сӑвакан сӗт сирпӗнчӗкӗ пек ӑшӑ тумламсем тӗтреллӗ шӑплӑхра пытанса выртакан ҫӗр ҫине тӳп-тӳрӗ анаҫҫӗ, типме ӗлкӗреймен кӑпӑклӑ кӳлленчӗксенче шурӑ хӑмпӑсем пулса хӑпараҫҫӗ; питӗ лӑпкӑ та йӑваш ҫуллахи вӗтӗ ҫумӑр: чечексем те пуҫне усмаҫҫӗ, кил картисенче чӑхсем те унтан хӳтлӗх шырамаҫҫӗ.

Теплые, словно брызги парного молока, капли отвесно падали на затаившуюся в туманной тишине землю, белыми пузырями вспухали на непросохших, пенистых лужах; и так тих и мирен был этот летний негустой дождь, что даже цветы не склоняли головок, даже куры по дворам не искали от него укрытия.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Нимӗн пуласса кӗтмен чӑхсем чиперех арпа купи патне кӗшӗлтетсе пыраҫҫӗ ӗнтӗ, ҫав самантрах Краснокутов арпа ӑшӗнчен такам алли тӑсӑлса тухса пӗр чӑпар чӑхха кап! ярса илнине курах каять.

Куры доверчиво подошли к вороху мякины, и в этот момент Краснокутов увидел, как чья-то рука, высунувшись из мякины, сцапала бисерную курочку за ногу.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫитменнине ҫак мӗнпур пек айӑпсем ҫав нимӗне тӑман сурӑхсемпе чӑхсем пиркиех пулчӗҫ-ҫке-ха, ҫӗр ҫӑттӑрччӗ, вилсе пӗтменскерсене!

И все это из-за каких-то овец, курей, пропади они пропадом!

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Чӑхсем те кулӗҫ!

— Курям на смех!

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Чӑхсем патӗнче хӗсметре тӑни пӗтерет!

— Служба при курях искореняет!

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл чӑхсем хӑвӑрӑнах пулаҫҫӗ-ҫке, пурте пӗр картишӗнче кӑна пурӑнӗҫ.

Они ваши же будут куры, только в общем дворе.

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех