Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтменччӗ (тĕпĕ: кӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аникей Лузгин Черкашина хӑйне тапӑнасса, ҫитменнине тата, ҫавӑн пек уҫҫӑнах кураймасӑр тапӑнасса, пачах та кӗтменччӗ.

Меньше всего Аникей Лузгин ожидал, что Черкашина станет нападать на него, да еще с такой откровенной злобой.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Чӑннипе, эсир ҫавнашкал урӑм-сурӑм япала курасса кӗтменччӗ эпӗ.

Я, по совести, не ожидала, что вы будете свидетелем такой безобразной сцены.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кунашкал ӑнӑҫлӑ лектерессе батареецсем пачах кӗтменччӗ.

Такого удачного попадания не ожидали батарейцы.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӗтменччӗ куна санран…

— Не ждал я от тебя…

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унта, ҫулса пӑрахнӑ тулӑ валемӗсем хыҫне, тӑватӑ тупӑ умлӑн-хыҫлӑн темиҫе снаряд кӑларса ячӗ, анчах — Григорий куна пачах кӗтменччӗ — хӗрлисем хушшинче арпашу-мӗн сисӗнмерӗ; вӗсем васкамасӑр, йӗркеллӗн каялла чакрӗҫ, тип варалла анса кайса, сотньӑна курӑнми пулчӗҫ.

Четыре орудия поочередно слали снаряды туда, за поваленные ряды пшеницы, но, сверх Григорьева ожидания, орудийный огонь не внес заметного замешательства в цепи красных, — они отходили неспешно, организованно и уже выпадали из поля зрения сотни, спускаясь за перевал, в балку.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ҫак ылханлӑ «пӗлменскер» ҫавӑн пек савӑнтарасса кӗтменччӗ! — куҫҫулӗ тухнӑ Суворовӑн:

— Вот уж не думал, что проклятый немогузнайка доставит мне столько радости! — прослезился Суворов.

Ртищев-Умищев // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Кӗтменччӗ… — тытӑнчӑклӑн ҫавӑрса каларӗ вӑл юлашкинчен..

— Не ждал… — заикаясь, выговорил он, наконец.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кун пек ӑна килессе кӗтменччӗ пулӗ-ха?

Не ждали гостя?

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей ун пек ыйтӑва кӗтменччӗ, ним калама аптӑраса, вӑл Бойченко ҫине пӑхса илчӗ.

Такого вопроса Сергей не ждал и, не зная, что сказать, посмотрел на Бойченко.

XVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей кайманнинчен Стефан Петрович питӗ тӗлӗнчӗ, «капла пуласса кӗтменччӗ» тенӗ пек аллисене сарса ячӗ; унтан вара старик хӑйӗн умӗнче Сергей Тутаринов мар, тӑван ывӑлӗ ҫартан таврӑнса, ун умне пырса тӑнӑ пекех савӑнчӗ.

Тому, что Сергей не уехал, Стефан Петрович немало удивился и обрадовался так, точно перед ним стоял не Сергей Тутаринов, а вернувшийся из армии его родной сын.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кун пек калаҫӑва кӗтменччӗ Гришатка.

Не ожидал Гришатка таких речей.

Савелий Лаптевран салам // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Кӗтменччӗ

— Не ждала…

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӗтменччӗ

Не ждала…

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лектерессе вара, чӑн та, лайӑх лектерчӗ, кӗтменччӗ каплах лекессе: ҫитсӑран ҫӗлетнӗ вӗр-ҫӗнӗ пухча йӑлт пылчӑкпа вараланчӗ, пӑхса тӑракан йӗкӗтсем вара тата хытӑрах ахӑлтатма пуҫларӗҫ.

Удар был удачнее, нежели можно было предполагать: весь новый ситцевый очипок забрызган был грязью, и хохот разгульных повес удвоился с новою силой.

I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Эпӗ ун пек пуласса пачах кӗтменччӗ… — Лена хӑюланса хӑвӑрттӑн Андрей аллине ярса илчӗ.

Я даже не ожидала… — Лена вдруг смело и порывисто дотронулась до руки Андрея.

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Хам ҫав териех такам сӑнлӑ пуласса кӗтменччӗ, — терӗ вӑл ӑшшӑн кулса.

— Вот не ожидала, что на кого-то так сильно похожа, — сказала она с улыбкой.

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Кун пек ответа кӗтменччӗ вӑл, унӑн та Сергее ҫавӑн пекех йӗплӗ сӑмахсемпе ответлесси килчӗ, темле усал кӳрентермелле сӑмах кӑштах чӗлхе вӗҫӗнчен тухса ӳкмерӗ, анчах Анфиса кансӗрлерӗ.

Ей захотелось ответить Сергею теми же колкими словами, с языка ее чуть было не сорвалось что-то злое и обидное, но помешала Анфиса.

XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Унӑн куҫӗсем ман куҫпа тӗл пулчӗҫ, сӑнӗ сасартӑк шур пир пек шурса кайрӗ, куҫӗсем темле ялтраса илчӗҫ, вара вӑл — куна та эпӗ ниепле те кӗтменччӗ — фортепиано айне кӗрсе кайрӗ те алӑк патне сирпӗнчӗ.

Его глаза встретились с моими, он вдруг побледнел как полотно, до губ, глаза сверкнули как-то особенно, и, чего я тоже никак не ожидал, он шмыгнул под фортепиано, в дверь.

XXVII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Эпӗ ун патне сиксе ӳкнӗ чухне Трухачевский кинжала курчӗ те — куна эпӗ пачах та кӗтменччӗ — мана алӑран ярса тытрӗ, вара: — Тӑна кӗрӗр, мӗн тӑватӑр эсир! Ҫынсем! — тесе кӑшкӑрса ячӗ.

В ту минуту, как я бросился к ней, он увидал, и, чего я никак не ждал от него, он схватил меня за руку и крикнул: — Опомнитесь, что вы! Люди!

XXVII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

— Эпӗ вара эс килессе кӗтменччӗ те, — Трухачевский майлах пуҫларӗ арӑм та.

— Вот не ждала, — в то же время начала и она, покоряясь его тону.

XXVII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех