Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кухньӑра (тĕпĕ: кухня) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кухньӑра усӑ куракан ҫӗҫӗ.

— Ножи, которыми пользуются на кухне.

Вӑтӑр пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Каҫ пулсан, негрсем яланах кухньӑра, вучах умӗнче, пуҫтарӑнаҫҫӗ те тухатмӑш карчӑксем ҫинчен калаҫма тытӑнаҫҫӗ; сӑмахӗ пуҫлансанах калаҫӑва Джим хутшӑнать: «Ара, тухатмӑшсем ҫинчен эсӗ мӗскер пӗлетӗн-ши?» — тет вӑл сӑмах пуҫаракана.

Как стемнеет, негры всегда собираются на кухне у огня и разговаривают про ведьм; но как только кто-нибудь заведет об этом речь, Джим сейчас же вмешается и скажет: «Гм! Ну что ты можешь знать про ведьм!»

Иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Вӑл кухньӑра апат хатӗрлет, вӑл мӗн тунине эпӗ халь курмастӑп, хӑйне ҫеҫ, пин ҫул хушши пӗлекенскере, халь вара пачах урӑхласкере, куратӑп.

Она готовила на кухне, но я не видел, что она делала, а видел лишь ее, тысячу лет знакомую и совсем иную.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Астӑватӑн-и, Ярошевицра, кухньӑра эп сана мӗн каланине?..

— Помнишь, я говорила тебе тогда, в Ярошевицах, на кухне…

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпир кафельпе тунӑ тап-таса та ҫап-ҫутӑ кухньӑра ларатпӑр.

Мы сидели с ней на кухне — чистой, блестящей, с кафелем.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӗсем дежурствӑра пулнӑ иккен: Саша — караулкӑра, Володя — кухньӑра.

Они дежурили — Саша в караулке, Володя на кухне.

1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Кухньӑра чӳрече хашакӗсемпе кантӑк катӑкӗсем сапӑнса выртаҫҫӗ.

В кухне выбитые рамы и стекла на полу.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Атӑ пӗтӗмпех тӑпӑлса тухрӗ, — ӑнлантарса пачӗ Павел хӑй мӗншӗн кухньӑра ларнине.

— Сапог порвался вдребезги, — объяснил свое присутствие на кухне Павел.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Кухньӑра, сӗтел патӗнче, повар хӑй патне пулӑшма илнӗ Одарка, ҫул хуралҫин арӑмӗ, чӗкӗнтӗр вакласа тӑрать.

На кухонном столе резала свеклу Одарка, жена путевого сторожа, взятая поваром в помощники.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ирхине кивӗ баракри кухньӑра чей ӗҫеҫҫӗ те каллех ҫул тӗми патне каяҫҫӗ.

Утром пили чай в ветхом бараке, где была кухня, и уходили к насыпи.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вунвиҫӗ сехет хушши шыраса та нимӗн тупманнипе ҫиленсе ҫитсе, Тимошенко ухтарма пӑрахас тесе те шутланӑччӗ ӗнтӗ, анчах прислугӑн пӗчӗк пӳлӗмӗнчен тухса кайма хатӗрленсе тӑракан Сережа хӑлхине хӗр шӑппӑн: — Кухньӑра пулмалла, кӑмакара, — тени кӗрсе кайрӗ.

Озлобленный неудачей тринадцатичасовых поисков, Тимошенко решил было прекратить обыск, но в маленькой комнатке прислуги уже собиравшийся уходить Сережа вдруг услышал тихий шепот девушки: — Наверное, в кухне, в печи.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Тепӗр сехетрен виҫҫӗшӗ те: амӑшӗпе хӗрӗ тата Корчагин кухньӑра апат ҫиме ларчӗҫ.

Через час все трое — мать, дочь и Корчагин — обедали на кухне.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӑл Тоня пӳлӗмӗнчи диван ҫинче ларнӑ хушӑра, кухньӑра хӗрӗпе амӑшӗ хушшинче калаҫу пулса иртрӗ.

Когда он сидел на диване в комнате Тони, в кухне между дочерью и матерью происходил разговор:

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Лещинский ав пирӗн пеккисене пӳрте кӗртмест, кухньӑра ҫеҫ калаҫать.

— Что ж, Лещинский к себе в дом не пускает, в кухне беседует с нашим братом.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Эсӗ ӑҫта каятӑн, анне? — ыйтрӗ унтан кухньӑра чашӑк-тирӗк ҫуса тӑракан аслӑ хӗрӗ Валя, таҫта канма пуҫтарӑннӑ амӑшне курса.

Старшая дочь, Валя, прибиравшая на кухне, увидев уходившую мать, спросила: — Ты далеко, мама?

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Амӑшӗ кухньӑра апат хатӗрлесе тӑрать, вӑл Павкӑна асӑрхаймарӗ те.

Мать возилась на кухне, приготовляя обед, и не обратила на Павку внимания.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Дежурнӑй поварпа кухньӑра ӗҫлекен хӗрарӑмсем тумтир хывмалли пӳлӗмре ҫывӑраҫҫӗ.

Дежурный повар и кухонщицы спали в раздевалке.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Кухньӑра никам та ҫук.

На кухне никого не было.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫур ҫула яхӑн кухньӑра кӗҫӗн повар пулса ӗҫлерӗ, унтан каллех чашӑк-тирӗк ҫӑвакан ҫӗре сиксе тухрӗ — аслӑ повар сирпӗтсе кӑларчӗ, каланине итлемен ача унӑн кӑмӑлне каймарӗ, ара хӑлха чикки панӑшӑнах ҫӗҫӗпе яшлаттарасса кӗтсех тӑмалла-ҫке унран.

Коптился в кухне полгода поваренком, вылетел опять в судомойню — выбросил всесильный шеф: не понравился несговорчивый мальчонка, того и жди, что пырнет ножом за зуботычину.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫӗр айӗнчи тем пысӑкӑш кухньӑра чарӑна пӗлми акӑш-макӑш хӗрӳ ӗҫ пырать.

В громадной подвальной кухне — лихорадочная работа.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех