Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

умӗн (тĕпĕ: ум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тул ҫутӑлас умӗн Григорий крыльца ҫине тухрӗ, чӗтрекен аллисемпе чикаркка чӗркесе чӗртрӗ те чылайччен тӗтре нӳретнӗ стена ҫумне сӗвенсе тӑчӗ.

Перед рассветом Григорий вышел на крыльцо, дрожащими руками свернул папироску, закурил, долго стоял, прислонившись спиной к влажной от тумана стене.

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Тасалччӑр, эсреметсем, парӑнас умӗн, вилсех выртас ҫук-ха! —

— Нехай, черти, очищаются перед сдачей, небось не сдохнут! —

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Прохорпа ытти казаксем каҫ пулас умӗн тин таврӑнчӗҫ.

Прохор и остальные казаки вернулись только перед вечером.

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Мартӑн 25-мӗшӗнче ирхине Григорипе Платон Рябчиков Иккӗмӗш Дон корпусӗн чаҫӗсем карапсем ҫине тиенесси ҫинчен пӗлме тесе пристане кайрӗҫ, мӗншӗн тесен ҫакӑн умӗн ҫеҫ казаксем хушшинче Деникин генерал хӗҫпӑшалпа утсене упраса хӑварнӑ Дон чаҫӗсене пурне те Крыма илсе тухма приказ панӑ текен хыпар сарӑлчӗ.

Утром 25 марта Григорий и Платон Рябчиков пошли на пристань узнать, грузятся ли части Второго Донского корпуса, так как накануне среди казаков распространился слух, будто генерал Деникин отдал приказ: вывезти в Крым всех донцов, сохранивших вооружение и лошадей.

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Каҫ пулас умӗн, ӑҫта та пулин ҫӗр каҫма вырӑн тупса, ҫывӑрма выртрӗ.

К вечеру, приискав где-нибудь пристанище для ночлега, ложился спать.

XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ун умӗн вӑл пӑшӑлтатса шыв ыйтнӑччӗ.

Перед этим она попросила пить, шепнула:

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Виҫҫӗшӗ те — Григорий, Аксинья, Прохор — ҫӗрӗпе тенӗ пекех ҫывӑраймарӗҫ, тул ҫутӑлас умӗн тин картиш хыҫӗнче улӑм ҫунтарса кӑштах ӑшӑнчӗҫ.

Почти всю ночь Григорий, Аксинья и Прохор не спали и только перед рассветом согрелись, разложив за двором костер из соломы.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вешенскине каяс умӗн Григорий Аксиньйӑпа курса калаҫрӗ.

Перед отъездом в Вешенскую Григорий увиделся с Аксиньей.

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӑйне фронта ӑсатас умӗн Пантелей Прокофьевич авӑн ҫапасси ҫинчен каларӗ-ха, кӗрхи ҫӗртме тӑвасси, выльӑх-чӗрлӗх пирки те асӑнчӗ, анчах фронт Татарски патне ҫывхарса ҫитсен мӗн тумалли ҫинчен нимӗн те шарламарӗ.

Перед отъездом на фронт Пантелей Прокофьевич говорил о молотьбе, о зяби, о скоте, но ни словом не обмолвился о том, как им быть, если фронт приблизится к Татарскому.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ильинична ҫав кунах, каҫ пулас умӗн, Аксиньйӑна Дон хӗрринчи пристаньре курчӗ, хӑй патне чӗнсе илчӗ:

Вечером в тот же день Ильинична увидела Аксинью на пристани возле Дона, подозвала ее:

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Анчах шыва сиксе вилес умӗн ҫапла кӑшкӑрса хӑварни Дарья ҫакна тума унчченех, малтанах хатӗрленнине куҫкӗрет кӑтартса пачӗ, ҫавӑнпа та Виссарион пуп, кун ҫинчен пӗлсен, хӑйне хӑй вӗлерекеншӗн турра кӗлтуса юрлама шат та пат килӗшмерӗ.

Но, узнав про этот предсмертный возглас, явно указывавший на то, что Дарья намеренно лишила себя жизни, поп Виссарион решительно заявил, что самоубийцу отпевать не будет.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл вилнӗ Дарья каҫсенче тӗлӗкре курӑнасран шикленчӗ, пӗр эрне эрнипех Ильиничнӑпа пӗр кравать ҫинче ҫывӑрса пурӑнчӗ, выртас умӗн кашнинчех турра тархасласа кӗлтурӗ: «Ту-рӑ-ҫӑм! Ан кӑтартах ӑна тӗлӗкре! Хӑтар, турӑҫӑм!» — йӑлӑна-йӑлӑна пӑшӑлтатрӗ вӑл.

Она боялась, что мертвая Дарья будет ей сниться по ночам, неделю спала на одной кровати с Ильиничной и, перед тем как лечь, молилась богу, мысленно просила: «Господи! Сделай так, чтобы она мне не снилась! Укрой, господи!»

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кӗре ӳтлӗ типшӗм ура хырӑмӗ ҫинче, чӗркуҫҫирен аяларахра, чӑлха ҫыххи ҫумӗнчерехре — Дарья ӑна шыва кӗрес умӗн хывса хума маннӑ пулас — хӗрелсерех тӑракан ҫӗнӗ шӑйрӑлчӑк йӗр пур, унтан юн кӑштах сӑрхӑнать.

На сухощавой смуглой икре, чуть пониже колена, около матерчатой подвязки, которую Дарья перед купанием, как видно, позабыла снять, розовела и слегка кровоточила свежая царапина.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Шыва кӗрес умӗн Дуняшка, ҫивӗтне пуҫтарса, пуҫне чалма ҫыхрӗ, Дарья ҫинелле чалӑшшӑн пӑхса илсе, хӗрхеннӗ пек каларӗ:

Перед тем как войти в воду, Дуняшка собрала в узел волосы, повязалась косынкой и, искоса глянув на Дарью, сожалеюще сказала:

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Поручикӑн сӑн-пичӗ пусас умӗн вунӑ кӗренке таякан мӑлатукпа ҫамкинчен таклаттарнӑ вӑкӑрӑнни пек курӑнса ларчӗ.

У поручика было выражение, как у быка, которого перед зарезом ахнули по лбу десятифунтовым молотом.

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Куна эсӗ карательсен отрячӗпе тӗл пулсан кӑтартӑн, — терӗ кӳренсе Григорий, ҫапах-та уйрӑлас умӗн пурпӗр ӑс парса каларӗ:

— Это ты будешь показывать, когда с карательным отрядом повстречаетесь, — с досадой сказал Григорий, но, перед тем как уйти, посоветовал все же:

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫав калаҫу вӑл фронта тухса каяс умӗн пӗр кун малтан пулса иртрӗ.

Это случилось за день до его отъезда на фронт.

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Анне вилес умӗн… курницӑра выртнӑ чух… мана чӗнсе илчӗ те сана ҫапла калама хушрӗ: «Аҫу килсен, эсӗ ӑна маншӑн хытӑ чупту та кала: «Шеллетӗр вӑл сире», терӗ, — шӑппӑн пӗлтерчӗ Мишатка.

Мишатка негромко ответил: — Маманька, когда лежала в горнице… когда она ишо живая была, подозвала меня и велела сказать тебе так: «Приедет отец — поцелуй его за меня и скажи ему, чтобы он жалел вас».

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Вӑл кун умӗн санӑн, леш…

— Она перед этим к твоей, к этой…

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий каҫ пулас умӗн, казаксене пухса, дивизие салатса ярасси ҫинчен пӗлтерчӗ.

Григорий перед вечером собрал казаков, объявил о расформировании дивизии, прощаясь, сказал:

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех