Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗнсе (тĕпĕ: чӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Макар, шӗвӗр пӳрнине хутлатса, чӳрече хашакӗнчен илтӗни-илтӗнми шаккарӗ, кӑштах тӑрсан, ӗнтрӗк ҫутинче Андрей питне асӑрхарӗ, тухма чӗнсе, аллине сулчӗ те наганне кӑтартрӗ.

Макар согнутым указательным пальцем почти неслышно постучал в створку окна и, когда, выждав немного, увидел в сумеречном свете лицо Андрея, призывно махнул рукой, показал наган.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсир, ваше благороди, е сире унта тата мӗнле чӗнсе хисеплеҫҫӗ, мана ахалех ухмаха кӑларатӑр, тӑнсӑр тесе шутлатӑр…

И вы, ваше благородие, или как вас там кличут-величают, напрасно меня дурите, за глупого считаете…

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӑнасем калинкке патне ҫитсен, вӑл кернеклине чӗнсе илчӗ:

Допустив гостей до калитки, он окликнул коренастого:

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл лаши патне ҫитсе пыратчӗ ӗнтӗ, анчах ӑна кантӑкран усӑнса тӑракан Нестеренко каялла чӗнсе илчӗ:

Давыдов уже подходил к коню, когда Нестеренко, высунувшись из окна, негромко окликнул его:

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫуркунне мана Давыдов чӗнсе илет те ҫапла калать:

Весной призывает меня Давыдов и говорит:

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫын вилме тӑрсан ҫеҫ пупа чӗнсе кӗлтутарма васкамалла.

Это когда человек затеется помирать и надо его причащать да соборовать — тогда надо поспешать.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл пӗр ури ҫинче вӑрт! ҫаврӑнчӗ те, тусӗсене чӗнсе пулмалла, икӗ пӳрнине ҫӑварне чиксе вӑрӑ-хурахла ши! шӑхӑрчӗ, унтан ҫил пек вӗҫтерчӗ, тусан витӗр унӑн хура ура тупанӗсем мӗлтлетни ҫеҫ курӑнса юлчӗ.

Повернувшись на одной ноге, он свистнул по-разбойничьи, в два пальца, очевидно созывая друзей, и дал такого стрекача, что в облачке пыли только черные пятки замелькали.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Давыдов ҫӗҫҫӗн телейлӗ хуҫине чӗнсе илчӗ те: — Хӑв теттӳне ӑҫтан тупнӑ эсӗ, Федот Демидович? Хӑш вырӑнта? — тесе ыйтрӗ.

Давыдов отозвал счастливого владельца в сторону, спросил: — Где ты нашел свою игрушку, Федот Демидович? В каком месте?

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Паян вара эпӗ сана косилкӑсем пӑхма мар, санпа тӳрӗрен калаҫма чӗнсе илтӗм.

А нынче я тебя призвал не косилки глядеть, а поговорить по душам.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӑл хӑйӗн Ленинградри пӗр тусӗ, матрос пулнӑскер, мӗнле те пулин хӗрпе ҫӳреме тытӑнсан, ӑна айккинелле чӗнсе илсе, питӗ ӗҫлӗ ҫын пек курӑнма тӑрӑшса, пӗр кулмасӑр-тумасӑр, ҫапла каланине аса илчӗ: «Ҫемен, тӑшман патнелле ҫывхаратӑп. Эпӗ ҫӗнтереймесси паллӑ пулсан — мана флангсенчен пулӑш-ха, мана ҫапса аркатсан вара — тархасшӑн эпӗ питӗ намӑслӑн каялла чакнине пытар».

Он вспомнил, как один из его ленинградских приятелей, тоже бывший матрос, начиная ухаживать за какой-либо девушкой, отводил его в сторону и, стараясь быть серьезным, заговорщицки шептал: «Семен, иду на сближение с противником. В случае неустойки с моей стороны — поддержи меня с флангов, а если буду бит — пожалуйста, прикрой мое позорное отступление».

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӗрле мана хӑй патне чӗнсе илчӗ те ыйтать: «Вӗсене эсӗ вӗлертӗн-и, Ваняткӑ?»

Ночью подозвала она меня к себе, спросила: «Ты их побил, Ванятка?»

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫылӑх каҫарттарма пупа чӗнсе пычӗҫ, пупа та вӑл нимӗн те каламарӗ.

Призвали попа исповедовать его, и попу он ничего не сказал.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӗрле автансем пӗр-пӗрне чӗнсе авӑтас йӗркене, хӑш вӑхӑтра мӗнле сасӑпа авӑтассине рангсем тӑрӑх палӑртса тухнӑ илемлӗ йӗркене тӳрлетме ҫук пӑсса хучӗҫ.

Стройная гармония ночной петушиной переклички, где голоса и время выступлений были как бы расписаны по рангам, непоправимо нарушалась.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Макар автансем пӗр-пӗрне чӗнсе авӑтас йӗркене хӑнӑхрӗ ӗнтӗ, хӑй ӑшӗнче ӑна ырларӗ.

Макар к порядку переклички привык и внутренне его одобрял.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫур ҫӗрте вӗсем пӗр-пӗрне чӗнсе авӑтма пуҫлаҫҫӗ.

С полуночи они начинали перекличку.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ывӑлӑм, кил кунта! — Сяо-шуане чӗнсе илчӗ Хуа Да-ма.

— Пойди сюда, сынок! — крикнула старуха из маленькой комнаты.

II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

1912 ҫулта ӑна ҫутӗҫ министерстви ӗҫлеме чӗнсе илнӗ, 1920 ҫултан пуҫласа вара Пекинри аслӑ шкулсенче Китай литературин историйӗпе лекцисем вулама тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.

Унтан Ванейӑна хӑй патне чӗнсе илнӗ те: — Ванея, — тенӗ лӑпкӑн, — эсӗ каятӑн та Элиава вӗлеретӗн.

После этого он подозвал к себе Ванею и сказал спокойно: — Ванея, ты пойдешь и умертвишь Элиава.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Енчен, хӑвӑр ирӗккӗн пупа чӗнсе килсе уя тухма хӑтлансан, эпӗ сирӗн хыҫҫӑн пушар командипе пыратӑп та вара шывран та йӗперех ислениччен насуссемпе шӑваратӑп.

Ежели самовольно привезете попа и тронетесь в поле, я следом за вами выеду с пожарной командой и до тех пор буду вас из насосов полоскать, пока вы мокрее воды сделаетесь.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Пупа чӗнсе килме, молебен тума ирӗк парсамӑрччӗ?

— Дозвольте попа покликать, помолебствовать?

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех