Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӗне (тĕпĕ: мӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сачӗсем мӗне тӑраҫҫӗ!

Какие сады!

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хамӑн кашни сӑмахӑм уншӑн мӗне тӑнине ӑнланнӑ пулсан ӗнтӗ, эпӗ ҫак калаҫу хыҫҫӑн мӗн пулассине пӗлсе тӑнӑ пулсан, пурте урӑхла пулма пултарнӑ, темеллеччӗ…

Все могло быть иначе, если бы я понял, какое значение имело для нее каждое мое слово, если бы я мог предположить, что произойдет после нашего разговора…

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗне пӗлтерет-ха ку?

Что ж это значит?

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Мӗне пӗлтерет ку? — тесе кӑшкӑрса ятӑм эпӗ урнӑ пек.

— Что это значит? — закричал я в бешенстве.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Ку тата мӗне пӗлтерет? — тесе ыйтрӗ вӑл манран, ӑнланса илеймен пек.

— Это что еще? — спросил он меня с недоумением.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Мӗне пӗлтерет ку?

Значит, что же?

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗне пӗлтерет ку? — ҫилленсе ыйтрӗ вӑл.

— Что это значит? — спросила она грозно.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗне кирлӗ ку сана — пуҫ тулли асап кӑшӑлӗ? — ыйтрӗ Расщепей.

— А что это голова у тебя вся в терниях? — спросил Расщепей.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мӗне пӗлтерет ку?

Куҫарса пулӑш

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мӗне пӗлтерет вӑл — флешсене памастпӑр тени?

Что значит — не хотят отдавать флеши?

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл документ мӗне пӗлтернине эсир питӗ лайӑх ӑнланатӑр.

В общем и целом, вы очень правильно оценили значение этого документа.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах мӗне кирлӗ пулнӑ иккен кунта ман плакат, ҫакна ниҫтан тавҫӑрса илеймерӗм эпӗ, мӗншӗн тесен ораторсем пурте пӗртен-пӗр темле ультиматум ҫинчен калаҫрӗҫ.

Но при чем тут был мой плакат, этого я долго не мог понять, потому что все ораторы говорили исключительно о каком-то ультиматуме.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Юрӗ, мӗне кирлӗ вӑл, — терӗм эпӗ.

— Ладно, наплевать, — сказал я.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫитменнине тата хамӑн характер ҫинчен те ҫырмалла иккен — мӗнле вӑл ман (питӗ путсӗр), мӗн лайӑхрах — тӳррӗн калани е ҫынтан пытарни (юлашки), мӗне чун туртать (пӗлместӗп-ха), кампа тус пулӑттӑн (Тятюкпа), тӑшману пур-и (Пур! Ромка кам пултӑр?..), кама чун савать (ҫук ха), пурнӑҫ килӗшет-и сана (хамӑн пурнӑҫ питех мар), мӗн ҫинчен ӗмӗтленетӗн (ҫынсемшӗн мӗнле те пулин паттӑр ӗҫ тӑвасчӗ тата Тятюкӑнни пек мамӑк берет илесчӗ).

Потом надо было еще написать, каков у меня характер (отвратительный!), что лучше — откровенность или скрытность (скрытность), чем увлекаюсь (еще не знаю), с кем я хочу дружить (с Татой), есть ли у меня враги (Ого! А Ромка?..), кто моя симпатия (нет еще), довольна ли я жизнью (своей — не совсем) и о чем я мечтаю (совершить какой-нибудь подвиг для людей и купить пуховый берет, как у Таты).

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мӗне кирлӗ халь аннӳ? — тесе хучӗ.

Что теперь мать?

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эп пӗлместӗм-ха «крокодилла куҫҫуль» мӗне пӗлтернине, анчах ҫак сӑмахсене каланӑ чух эпӗ Коравлев епле Марья Васильевна пӳлӗмӗнчен тухнине аса илтӗм, вӑл шурнӑччӗ, мӑйӑхӗ ҫыпӑҫтарса хунӑ пек усӑнса аннӑччӗ, вара кусем пурте улталанине эпӗ ҫинчех ӑнкарса та илтӗм.

Я не знал, что такое «крокодиловы слезы», но при этих словах мне представился Кораблев, выходящий из комнаты Марьи Васильевны, бледный, с повисшими, точно приклеенными усами, и я сразу понял, что они все врут.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эс пӗлетен-и вара спасибо тени мӗне пӗлтернине?

 — А ты знаешь, что такое «спасибо»?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ак манӑн мӗне пӗлмелле.

Вот вопрос.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ку тата мӗне пӗлтерет? — кӑшкӑрса ячӗ Пугачев, вут-хӗмлӗ куҫӗсене ялкӑштарса илсе.

— Это что еще! — вскричал Пугачев, сверкнув огненными глазами.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Мӗне пӗлтерет ку? — терӗ Пугачев сӑнне сулхӑнлатса.

— Это что значит? — сказал, нахмурясь, Пугачев.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех