Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурпӗрех сăмах пирĕн базăра пур.
пурпӗрех (тĕпĕ: пурпӗрех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку экспедици те кирлӗ мар, эс пурпӗрех нимӗн те тупас ҫук.

Не нужно этой экспедиции, всё равно ты ничего не найдёшь…

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сан вилӗмӳ мана пурпӗрех телей кӳмен пулӗччӗ.

Твоя смерть не принесла бы мне счастья.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ну, пурпӗрех ӗнтӗ, ҫаксем сана пурте кирлӗ пулсан, ҫыр.

Но всё равно, запиши, если для тебя всё это ещё имеет значение.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пурпӗрех эс мана вӗлерместӗн.

Всё равно ты меня не убьёшь.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Фон мар ӗнтӗ, тӗрӗсрех каласан, пурпӗрех Вышимирский-ха, Николай Иваныччӗ-и, йӑнӑшмастӑп-и?

 – То есть не «фон», но всё равно: Вышимирский Николай Иваныч, не правда ли?

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ромашка Мускавра пирки эпӗ ним чухлӗ те иккӗленмерӗм, ҫарта мар пулӗ вӑл, ҫарта пулсан та пурпӗрех вӑл хӑй хваттерӗнче пурӑнать.

Ни одной минуты не сомневался я, что он в Москве, вероятно не в армии, а если в армии, всё равно живёт на своей квартире.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗнтӗ пурпӗрех!

Всё равно!

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав шухӑш пурпӗрех вилмерӗ, ниҫта та кайман иккен вӑл, урӑх шухӑшсемпе ҫеҫ юнашар пытанса тӑнӑ — Катя ҫинчен тытнӑ шухӑшпа юнашар.

Но она не умерла и никуда не ушла, а только притаилась где-то рядом с другим беспокойством — о Кате.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пирӗн учитель ӑна мӗн калани уншӑн пурпӗрех мар-и!

Не всё ли равно, что скажет ему наш старый учитель!

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗрӗс те пулӗ — ӑна аса илни пурпӗрех ман сывлӑха вӑй кӳмен пулӗччӗ.

Вероятно, да — это воспоминание не прибавило бы мне здоровья.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах ку ытла пысӑк инкекех мар ӗнте, ҫакчӗрех, эпӗ ҫав листа ҫине пурпӗрех пӑхас ҫук.

Но это ещё не беда, пусть прикалывает, всё равно я не стану смотреть на этот листок.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пурпӗрех уруна татаҫҫӗ.

Всё равно ногу отнимут.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эсӗ пурпӗрех пӗтетӗн.

Ты всё равно проиграл.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пурпӗрех вилетӗн-ха эсӗ, санӑн гангрена вӗт.

 — Всё равно ты умер бы: у тебя гангрена.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эс пурпӗрех вилетӗн, — терӗ вӑл хыпаланса, — Сана пӑшал кирлӗ мар.

— Ты всё равно умрёшь, — сказал он торопливо. – Тебе не нужно оружия.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн пистолет пур, чӗррӗн пурпӗрех мана вӗсем илеймӗҫ.

У меня есть пистолет, и живым они меня не получат.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пурпӗрех мар-и, тепӗр тесен!

Впрочем, не всё ли равно!

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ вӑл кухня патнелле, «наукӑллӑ няня» патнелле кайрӗ те, паян пасара каймасан та юрамӗ-ши, терӗ, мӗншӗн тесен эпӗ пурпӗрех вунӑ сехетрипе тухса каятӑп.

Вот пошла на кухню и сказала «научной няне», что, может быть, сегодня не стоит идти на базар, потому что всё равно с десятичасовым я уеду.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Трамвайра тӑкӑсчӗ, шавлатчӗҫ, анчах пурпӗрех эпӗ кукамай ҫырӑвӗсене тепӗр хут пӑхкаларӑм.

В трамвае было тесно, шумно, но мне всё-таки ещё раз удалось просмотреть бабушкины письма.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пурпӗрех вӗҫсе килет.

— Всё равно прилетит.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех