Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗт сăмах пирĕн базăра пур.
кӗт (тĕпĕ: кӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пуҫласа ячӗҫ пулсан — ан кӗт чарӑнасса!

 — Почин сделали — теперь держи!

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Ҫук, Федор Лукич, ун пек пуласса ан кӗт…»

«Нет, Федор Лукич, этого ты не дождешься…»

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кӗт пӑртак, Емельян Константиныч, кӑшт сывлӑш ҫавӑрам ҫеҫ — тӳлесе татап.

— Погоди, Емельян Констентиныч, обернусь трошки — заплачу.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӗт!

— Жди!

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эсӗ мана ыран кӗт! — тесе ҫухӑрчӗ вӑл урамран.

Ты меня жди завтра! — крикнул он с улицы.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ырра ан кӗт, чиркӳ тӑрринчен масарти вилесем патне вӗҫет.

— Добра не жди, с церкви к мертвецам слетает.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эсӗ вырт, ан кӗт!

— Ты ложись, не жди!

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ҫывӑхри хуторсенче хупахсем ҫук, ан кӗт те!

— Кабаков нету на ближних хуторах, не жди!

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Халӗ кӗт! — Пантелей Прокофьевич йӗпе сухалне ҫаннипеле шӑлса илчӗ.

— Теперя жди! — Пантелей Прокофьевич вытер рукавом мокрую бороду.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тепӗр тесен, мӗнле илмесӗр тӑрӑн-ха: вӑл хӑйӗн шӑрт пек куҫхаршийӗсене антарса пӗрре витӗртерех пӑхса илсен, кирек камӑн та сехри хӑпмалла, ҫӑва патне кӗрех кайтӑр, тарса ҫеҫ ӗлкӗресчӗ ӑҫта та пулин; илсен те ыррине ан кӗт — тепӗр каҫхинех, ҫӗрле, шурлӑхран тухнӑ пӗр-пӗр мӑйракалли хӑнана килсе ҫитет те пуҫлать мӑйран пӑвма, мӑйра тенкӗ-мӗн пулсан, пӳрнере ҫӗрӗ пулсан, пӳрнене ҫыртма тытӑнать, ҫивӗте хӑю янӑ пулсан — ҫивӗтрен туртать.

Опять, как же и не взять: всякого проберет страх, когда нахмурит он, бывало, свои щетинистые брови и пустит исподлобья такой взгляд, что, кажется, унес бы ноги бог знает куда; а возьмешь — так на другую же ночь и тащится в гости какой-нибудь приятель из болота, с рогами на голове, и давай душить за шею, когда на шее монисто, кусать за палец, когда на нем перстень, или тянуть за косу, когда вплетена в нее лента.

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Пыратӑп, хайхискер, лейтенант юлташ патне, вӑл мана: «Лар, ыттисене кӗт, калаҫу туса ирттеретпӗр», тет.

Пришел к товарищу лейтенанту, а он говорит: «Сиди жди остальных, будет беседа».

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Мана кунта кӗт.

Подожди меня здесь.

XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Татах акӑ мӗн калатӑп: ҫак эрешмен картине халӑхра «тенетник» теҫҫӗ, вара пӗлӗтре ҫав тенетник нумай пулсан, уяр ҫанталӑка кӗт

А еще скажу: в народе эта паутина зовется тенетник, а ежели этого самого тенетника в небе много, жди ясную погоду…

IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Ан та кӗт, ан та шан, — пур пӗрех кӗртместӗп.

— Даже не думай, даже мечтать не смей — все равно не пущу.

Геннадий Волков: «Пурне те ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине упрама пиллетӗп» // Тантӑш. http://yaltch.cap.ru/news/2010/02/02/gen ... -am258sh27

— Мана кунта кӗт, эпӗ халех килетӗп.

— Подожди меня тут, я зараз вернусь.

VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Кӗт… эпӗ ҫӗрле пыратӑп.

— Жди… я приеду поздно.

V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫухатсан, ыррине ан кӗт вара.

Не жди тогда добра.

II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑт мӗнле ҫӗнӗ хыпар пулать вӗсене валли праҫнике — халь ларта кӗт.

Вот будет им новость к празднику — садись покуда, жди.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Кӗҫ-вӗҫ шыв ярасса кӗт.

Надо ждать, что вот-вот они воду качать начнут.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Тӑхта, кӑшт ыратма чарӑнсан каятӑп, эсӗ ан кӗт, чуп.

— Погоди, у меня пройдет немножко, тогда я пойду… а ты не жди, ты беги.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех