Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXIII

Пай: Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем –> Иккӗмӗш пай

Автор: Александр Яндаш

Ҫӑлкуҫ: Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Хушнӑ: 2020.01.26 18:30

Пуплевӗш: 132; Сӑмах: 1342

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ирхине те, кӑнтӑрла та сивӗ те уяр пулчӗ. Кӗрт хӗвсе кайнӑ хула ҫине улӑхнӑ хӗвел урамсене, пӳрт тӑррисене куҫа йӑмӑхтармалла ҫутӑпа ҫутатрӗ, чӳречесенчен ҫулӑмланса кӗчӗ. Ҫӳллӗ шурӑ стенасемлӗ пысӑк мар залра ҫак сехетре ытла та ҫутӑ; хӗвел хӗлхемӗсем чӳречесене карнӑ пурҫӑн витӗр кӗрсе «П» буква пек ларакан сӗтел ҫине ҫемҫен ӳкеҫҫӗ. Организациллӗ ыйтусене татса пама кунта пӗрремӗш пленумӑн ларӑвӗ уҫӑлнӑ. Кондратьава крайри комитетӑн секретарьне тата бюро членне суйлани Сергейшӗн кӗтмен ҫӗртен килсе тухнӑ япала пулман ӗнтӗ.

Кондратьев коридорта Сергее хул айӗнчен тытрӗ те айккинелле илсе кайрӗ, вара кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ тӑнлавне якатса тата нимӗн те пулман пек йӑл кулса, каларӗ:

— Сережа, пирӗн телее ҫанталӑк лайӑхланчӗ — машинӑпа кайма юрать. Эсӗ мӗнле шутлатӑн?

— Эпӗ машинӑпа каятӑп.

— Мӗншӗн «эпӗ каятӑп»?

— Эсӗ халӗ кунта вӗт…

— Ҫук, пӗрле каятпӑр, пӗтӗм делегаципе.

— Паян тухса каймалла-и? — ыйтрӗ Сергей.

— Паян. Эпӗ пӗр минутлӑха ҫеҫ Андрей Петрович патне кӗрсе тухам-ха. Мана кунта кӗт.

Кондратьева кӗтме Сергей диван ҫине ларчӗ, пирус туртса ячӗ, куҫа хупса ларнӑ ҫӗртех кӑтӑш пулса илесшӗнччӗ, анчах пултараймарӗ. Ҫак вӑхӑтра, кӗлисемпе такӑртаттарса, ун патне секретарь-хӗр Оля хӑвӑрттӑн утса пычӗ; ку леш, хӑй Ставрополе пирвайхи хут килнӗ чухнех Николай Николаевич патне кӗмелли пӳлӗмре паллашнӑ Оля. Куҫӗсене телейлӗн йӑлтӑртаттарса, Оля утса пынӑ ҫӗрте Сергей ҫине пӑхса илемлӗн кулса илчӗ, вара, именсе, темле хӑравҫӑллӑрах ӑна телеграмма тӑсса пачӗ. Сергей аллинчи клей шӑрши кӗрекен хут листине уҫса вуларӗ-вуларӗ те унта ҫырнине ӗненмерӗ. Телеграммӑра ҫапла каланӑ: «Сергей Тимофеевич санӑн Иринушка икӗ ывӑл ача ҫуратрӗ сывлӑхӗ лайӑх чун-чӗререн сывлӑх сунатӑп Наталья Кондратьева».

— Сергей Тимофеевич, — хумханса каларӗ Оля, пурин сӑлтавӗ те Иринӑра мар, унра хӑйӗнче пулнӑ пек айӑплӑн кулса, — ывӑлсем ҫуралнӑ ятпа эпӗ те сире пӗтӗм чун-чӗререн саламлатӑп! Авӑ сирӗн телей епле!

— Спасибо, Оля… эпӗ темле… ҫакна… пӗтӗмпех… Сергей пӗр ҫыхӑнусӑр калаҫрӗ, унӑн шухӑшӗсем пӑтранни курӑнать; вӑл ҫаплах телеграммӑна вуларӗ, строкасем пӑтрашӑнса кайрӗҫ, вӗсем вырӑнне, фотопластинка ҫинчи пек, Иринӑн кулса тӑракан сӑн-пичӗ тухса тӑчӗ.

— Акӑ епле кӗтмен япала! — Сергей хӗр ҫине шуххӑнрах пӑхрӗ. — Оля, хӑвна чуптума ирӗк парсамччӗ! — Вӑл хӗре питҫӑмартинчен чуптунипе лешӗ хӗрелсе кайрӗ, куҫӗсем шывланчӗҫ унӑн. — А епле маттур, Оля! Икӗ ывӑл! Ку халӑх сӑмахӗ пек пулса тухрӗ; пӗр пус та ҫукчӗ — сасартӑк ылтӑн. Икӗ ывӑл ача — ку темле хӑнӑхман япала пек!

— Нимӗнех те мар, майӗпен хӑнӑхатӑр, — туслӑн каларӗ Оля.

— Паллах ӗнтӗ… Эпӗ ун ҫинчен мар.

Татах кӑшт тӑрса, Оля ҫав тери лайӑх кӑмӑл-туйӑмпа кайрӗ; вӑл татах тӑнӑ пулӗччӗ, анчах ӑна телефон шӑнкӑравӗсем ҫине тӑрсах хӑй патне йыхӑрчӗҫ.

Эпир те Сергее кӗске вӑхӑта та пулин хӑварӑр-ха, ҫакӑ кӗтмен ҫӗртен килсе тухнӑ савӑнӑҫпа киленме чӑрмантарар мар-ха ӑна, нумай пулмасть Кондратьев кӗнӗ кабинет алӑкӗ урлӑ ярса пусар-ха. Хӗвел кунти сарлака чӳречесене те пӗтӗмпех ҫутатать, халь анчах сӑтӑрнипе шуса тӑракан паркет ҫинче ҫутӑ пайӑркисем ялкӑшса илеҫҫӗ. Шӑп. Сехет хыттӑн мар ҫапать. Андрей Петрович Бойченкопа Николай Петрович Кондратьев, сӑран диван ҫинче лараканскерсем, шӑппӑн кӑна калаҫаҫҫӗ:

— Николай Петрович, сана улӑштарма пултаракан ҫын ҫинчен пирӗн паллах халь тӗплӗн шухӑшламалла.

— Ку ыйтӑва кая хӑварма ҫук ҫав.

— Кама сӗннӗ пулӑттӑн эсӗ?

— Тен, Андрей Петрович, санӑн палӑртса хуни те пур пулӗ.

— Палӑртни пур-и манӑн, ҫук-и, пирвайхи сӑмаха ҫапах та санӑн каламалла.

— Ҫаплах ҫав, ку тӗрӗс.

Вӗсем калаҫма чарӑнчӗҫ, куҫӗсем вӗсен пӗр-пӗринпе тӗл пулчӗҫ, вара вӗсем епле пӑхнинчен ҫакна курма пулчӗ: Рощенски райкомӗн секретарӗ пулма кама сӗнессине Бойченко пӗлнӗ, ҫакӑн пек юлташа палӑртса хунӑ та вӑл, анчах, Кондратьев шухӑшне пӗлесшӗн пулса, вӑл унӑн хушаматне каламан; Бойченко ҫине пӑхса Кондратьев ҫапла шухӑшланӑ: «Кама сӗнмеллине эпӗ пӗлетӗп, манӑн ун пек кандидатура пур, анчах манӑн ҫапах та пирвай калас килмест».

— Ну, Николай Петрович, мӗн калатӑн эсӗ?

— Апла, пирвайхи сӑмах манра? Ун пек пулсан, манӑн пӗлес килет: рощенецсенчен кирлӗ-и?

— Ҫаплах, ҫавсенчен.

— Пӗр кандидатурӑна сӗнме пулать, — сассине тӑсарах каларӗ Кондратьев, унтан тӑнлавне пӳрнипе якаткакаласа, шухӑша кайрӗ. — Анчах эпӗ пӗлместӗп…

— Хушамачӗ мӗнле? Кам вӑл?

— Эсӗ пӗлетӗн ӑна: Тутаринов, — терӗ те Кондратьев, Бойченко ҫине пӑхса, кулас килмен ҫӗртен кулса илчӗ.

— Апла, Тутаринов… Мӗнле шутлатӑн эсӗ, тӳсейӗ-ши? Авӑнмӗ-и?

Халӗ Бойченко та йӑл кулса илчӗ, ҫакӑн пек кулнипе вӑл: «Эсӗ маттурскер-ҫке — манӑн шухӑшсене вулама пӗлетӗн», — тесе каланӑ пек туйӑнчӗ.

— Тӳсӗ те, авӑнмӗ те тесе шутлатӑп. — Кондратьев тем ҫинчен аса илнӗ пек пулса, чӗнмесӗр тӑчӗ. — Тӗрӗс, ҫамрӑк-ха, анчах…

— Епле — анчах?! — ун сӑмахне пулчӗ Бойченко. — Эпир те санпала тахҫан ҫамрӑксем пулнӑ-ҫке.

— Ҫакӑн ҫинчен каласшӑнччӗ те эпӗ.

— Ҫамрӑк — тӗрӗс, — терӗ Бойченко. — Анчах пӗччен мар, активпа ӗҫлет, эпир те пулӑшӑпӑр тата… Тутаринова ӳстерес пулать, ӑна йывӑр ӗҫре ӳстерсен авантарах пулать..

— Унӑн сӑмахне тимлӗн итлерӗн-и?

— Аван шухӑшсем каларӗ. Хӑйсем ҫумне марьяновецсене те, ытти районсене те хушма рощенецсене пулӑшас пулать.

— Ҫакна тума чи ҫывӑх кӳршӗсенчен пуҫламалла.

— Эсӗ ӑна хӑшпӗр япала ҫинчен вӗрентсе кала, сӗнӳ пар, вара вӑл пурне те пӗр сӑмахранах ӑнланать, — хушса каларӗ Бойченко. — Районта ҫынсене кӑштах улӑштарса тухма тивет. Тутаринов вырӑнне эпӗ Савва Остроухова сӗнме юрать тесе шутлатӑп — ӳсекен работник. Иккӗмӗшӗ Алдахин-и-ха унта?

— Мӗн вара?

— Ӗҫре килӗштереймесрен хӑратӑп. Кӑмӑл-туйӑмсем ытла та тӗрлӗрен. — Бойченко ҫуталса тӑракан чӳречесем ҫине пӑхса шухӑшларӗ: «Иккӗмӗш секретаре Нецветовӑна тусан епле пулӗ-ши?.. Кӑна эпир кайран, бюрора татса парӑпӑр».

— Андрей Петрович! — Кондратьев ура ҫине тӑчӗ, гимнастерка ҫинчи пиҫиххине туртса илчӗ.

— Тутариновпа, тен, эпир халӗ, бюро пуличчен калаҫӑпӑр.

— Ӑҫта вӑл?

— Кунтах, мана кӗтет.

— Чӗн.

Сергей вӑшт-вашт утса, вӑрӑм ҫӳҫлӗ пуҫне каҫӑртса кӗчӗ; танксен ӑнӑҫлӑ атаки хыҫҫӑн вӑл генерал умне ҫакӑн пек тухса тӑратчӗ — хӗрӳскер, хумханнӑскер. Паллах ӗнтӗ, паян нимӗнле танксен атаки те пулман, унӑн чун-чӗри, эпир пӗлетпӗр ӗнтӗ, Наталья Павловна телеграммине илнипе хумханнӑ. Ҫыпӑҫакан тата клей шӑрши кӗрекен хут листине аллинче чӑмӑртаса, Сергей кулмасӑр тӳсме пултарайман, ун тути чӗтренсе тӑчӗ. Бойченко ҫакна асӑрхарӗ те ҫапла шухӑшларӗ: «О, унӑн кӑмӑл-туйӑмӗ яланах пит лайӑх — ку ырламалла япала!» Ҫак ҫамрӑк ҫынра виҫӗ ҫул хушшинче епле улшӑнусем пулса иртнине шайлаштарса пӑхасшӑн пулнӑ пак, вӑл Сергее пӑхса ҫаврӑнчӗ, вара, чылаях улшӑннине тупрӗ пулас, сӗтел патне ларма сӗнчӗ. Кондратьев айккинерех, пӗр чӗнмесӗр, аллисене ҫурӑм хыҫне тытса тӑнӑ.

Калаҫу Бойченко конференцире Сергей тухса каланине ырланипе пуҫланчӗ:

— Эсӗ мӗн тума шутланине пӗтӗм край пӗлет, эсӗ тума шутланисем вӗсем лайӑх япаласем, ҫавӑнпа санӑн халӗ, ҫынсем калашле, карттӑсем те алӑра — пӗтӗм края рощенецсем пек ӗҫлеттеретпӗр.

Унтан вӑл техникӑна вӗренес ӗҫ епле пыни ҫинчен, ҫак тӑман ҫанталӑкра занятисене ирттермесӗрех хӑварни пулнипе пулманни ҫинчен ыйтса пӗлчӗ. Сергей итлерӗ, темскер, пӗр ҫыхӑнусӑр ответлерӗ, кулас килнине аран-аран чарса тӑчӗ, анчах мӗн илтнине япӑх тавҫӑрса илчӗ — унан пуҫӗнче урӑх шухӑшсем пулчӗҫ, вӗсенчен хӑтӑлма ниепле те вӑй ҫитереймерӗ. «Ирина та вара — икӗ ывӑл! Вӗсене мӗнле ят парӑпӑр-ха? Пӗри Тимофей пултӑр, тепри — Илья. Илья Тутаринов — илемлӗ! Тимофей Тутаринов — ку та килӗшет! Илья Сергеевич… Тимофей Сергеевич — янравлӑ илтӗнет!»

— Андрей Петрович, тӑхтӑр-ха… эпӗ темскер начар ӑнланатӑп, — терӗ Сергей, ура ҫине тӑрса, пӗрре Бойченко, тепре Кондратьев ҫине айӑплӑн пӑхкаласа илсе. — Эсӗ, Николай Петрович, итле-ха, епле ҫӗнӗ хыпар… Акӑ, вулӑр! Манӑн икӗ ывӑл!

…Пӗр вунӑ минут иртсен, телеграммӑна икӗ е виҫӗ хут сасӑпах вуласан, сывлӑх сунса ӑшӑ сӑмахсем каласан, виҫҫӗшӗ те сӗтел хушшине ларчӗҫ; Бойченко Сергей ҫине ашшӗ пек ачашшӑн пӑхса илсе:
— Эсӗ пире паха ҫӗнӗ хыпар пӗлтертӗн… Эпир Николай Петровичпа кун пек кӑмӑллӑ туйӑма нумайранпа тӳссе курман пулсан та, Наталья Павловнӑн телеграммине вулама пире те хаваслӑ пулчӗ, — терӗ.

Сак сӑмахсем хыҫҫӑн вӑл Сергей ҫине тимлӗн, ӗҫлӗ калаҫусем пуҫланнине пӗлтересшӗн пулнӑ пек, пӑхса илчӗ.

— Сергей Тимофеевич, сан валли пирӗн те хаклӑ хыпар пур, итле. Эпир кунта калаҫрӑмӑр та Рощенски райкомӗн пленумне сана пӗрремӗш секретаре суйлама сӗнӳ пама йышӑнтӑмӑр, Кондратьев вырӑнне йышӑн та, ырӑ сехет пултӑр сана… Тӑхта, тӑхта, кайран калӑн… Эстафетӑна йышӑн та, чыслӑн илсе кай ӑна. Ку ӗҫ ҫӑмӑл маррине пӗлетӗп, кунта вӑй нумай хумалла, нумай каҫсене ҫывӑрмасӑр ирттермелле пулать, анчах чи кирли — ӗҫлеме пӗлни… «такӑрлатнӑ та ҫӑмӑл аслӑ ҫула кам суйланӑ-ха?» Ку сӑвва пӗлетӗн-и?

— Андрей Петрович, ку сӑвва пӗлетӗп эпӗ, — калаҫма пуҫларӗ Сергей, тытӑнчӑклӑ сасӑпа — халь ӗнтӗ унӑн Иринӑпа ывӑлӗсем ҫинчен шухӑшлани таҫта кайса ҫухалчӗ. — Анчах сӑвӑ сӑвах вӑл, ҫапах та эпӗ Николай Петровича улӑштарма пултараймастӑп… Иртерех-ха мана — эпӗ хама пӗлетӗп вӗт-ха.

— Хӑвна эсӗ ҫеҫ мар пӗлетӗн тейӗпӗр, — Бойченко Кондратьев еннелле пӑхрӗ. — Сана ыттисем те пӗлеҫҫӗ.

— Пулӑшатпӑр, Сергей, — терӗ Кондратьев; вӑл ытла тимлӗн пӑхса илнинчен Сергей ҫакна ӑнланчӗ: килӗшмесӗр тӑма юрамасть. — Ӑнлан эсӗ, районта санӑн шӑтӑклӑ помощниксем пур: колхоз активӗ, эпир те кунта сӑрт-ту леш енче мар… Эсӗ конференцире каланӑ сӑмаха та пурнӑҫ ҫумне хушас пулать, анчах сансӑр пуҫне кам пултартӑр-ха ҫавна?

Сергей пуҫне усса ларчӗ, унӑн шӑртлӑрах ҫӳҫӗ, сапаланса кайнӑскер, ҫамки ҫине ӳкрӗ.

— Ну, мӗн-ха, — терӗ вӑл, кӑшт вӑхӑт шухӑшланӑ хыҫҫӑн, — пулӑшатӑр пулсан, эпӗ мӗн калани… Кӗскен калас пулсан — килӗшетӗп!

Вӑл пуҫне ҫӗклерӗ, ҫӳҫне аллипе тӳрлетсе хучӗ, вара Бойченко ҫине хӑюллан пӑхрӗ. Унӑн хӑмӑр куҫӗсем хӗмленсех йӑлтӑртатса илчӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех