Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XX

Пай: Шурӑ хурӑн. 2-мӗш кӗнеке –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хушнӑ: 2020.01.28 15:13

Пуплевӗш: 381; Сӑмах: 3414

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Взвод каҫхи апат ҫирӗ.

— Ҫуккисем валли пурин валли те хӑвартӑн-и? Манмарӑн-и? — ыйтрӗ Дубровка Петр Семиглазран.

— Мӗн калатӑр, аслӑ сержант юлташ! — терӗ те Семиглаз кӳренсе, сӗтел ҫине лартнӑ котелоксем ҫине кӑтартрӗ. — Акӑ, пӑхӑр! Мӗншӗн-ха вӗсем халь те килмерӗҫ? Умрихин та паян кая юлчӗ, вӑл нихҫан та кая юлакан марччӗ!

Виҫҫӗмӗш отделени салтакӗ, пысӑк кӑмака патӗнче апатланаканскер:
— Сирӗн Умрихина мӗн пулнӑ? — тесе ыйтрӗ.

— Ӗнер-и? — терӗ Тихон Кудеяров, Владимир хули таврашӗнчен килнӗ салтак, вӑтӑр ҫулсене ҫитнӗ, тӑваткал питлӗ, хӗрлӗ пӑнчӑсемлӗ кӑпӑшка питҫӑмартиллӗ, мӗн тӗслине уйӑрса илмелле мар ҫивӗч те хӗсӗк куҫлӑ ҫын. — Пулнӑ унта! Эсир илтмен-и вара?

— Йӗркеллӗн каласа пар…

— Эпир ҫав Козловкӑна йышӑнсан, — хӑй сӑмахне пуҫларӗ Кудеяров виҫҫӗмӗш отделени салтакӗсем хушшине ларса, — пурне те паллӑ ӗнтӗ, тӳрех блиндажсем пӑхма кайрӑмӑр… Пӗринче ҫапла, ҫутӑ шӗвек тултарнӑ бутылка тупрӑмӑр. Бутылка туллиех, пробкине кӑшт кӑна чиксе лартнӑ. Ку пире иккӗлентерчӗ. Паллах, ҫыпӑҫтарнӑ хучӗ ҫине темӗн ҫырнӑ, анчах вулама никам та пултараймасӑр, пуҫларӑмӑр вара шухӑшлама: бутылкӑра мӗн-ши? тетпӗр. Нумайӑшсем, паллах, эрехсӗр пуҫне ним те мар, теҫҫӗ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра Умрихин ҫитсе кӗчӗ те: «Ку эрехех-ши, иккӗлентерет! Эрех пулсан, мӗншӗн-ха нимӗҫсем пӑккине уҫнӑ, анчах ӗҫме пуҫламан? Ку шӗвек, паллах, «автоматчиксенчен», тепӗр майлӑ каласан, хурт-кӑпшанкӑсенчен…» тет. Ачсем шухӑша кайрӗҫ ӗнтӗ, анчах пӗри хучӗ ҫинче мӗн ҫырнине вуласа кӑларчӗ те: «Вырӑсла куҫарсан — ку эрех, сӑмах паратӑп!» тет. Умрихин вара бутылкӑна аллинче ҫавӑркаласа пӑхрӗ, шӗвеке шӑршларӗ, пуҫне сулкаласа илчӗ. «Эрех, тен, эрехех пулӗ, анчах вӑл мӗнле эрех иккенӗ сире паллӑ мар-и? Тен, ӑна наркӑмӑшпа пӑснӑ? Гитлеровецсем усал халӑх, — тухса тармалла пулнӑ та, бутылкӑна уҫса порошок янӑ, мейӗр, ӗҫӗр те вилӗр!» тенӗ. Пирӗн ачсем ним тума аптрарӗҫ, Умрихин калать: «Кунта, юлташсем, акӑ мӗн тумалла; бутылкӑна ҫапмалла та ҫӗмӗрмелле! Килӗшетӗр пулсан, ҫак шӗвек япалана эпӗ тутанса пӑхма пултаратӑп, эпӗ тӗнчере мӗн пуррине пурне те астивсе пӑхнӑ, мана хӑрушӑ мар!» тет. Ачсем пакӑлтатрӗҫ-пакӑлтатрӗҫ те: хӑрамасть-тӗк, тутанса пӑхтӑр! тесе шутларӗҫ. Вӑл стакан туллиех тултарчӗ, пӗр сыпкӑм ӗҫнӗ хыҫҫӑн тутине чаплаттарчӗ, тепрехинче ытларах сыпрӗ, каллех тутипе чаплаттарчӗ… «Мӗн япала ку? — тесе хулпуҫҫине сиктеркелесе илчӗ. — Нимӗн те ӑнланаймастӑп!» тет. Виҫҫӗмӗш хутӗнче тӗппипех ӗҫсе ячӗ! Унтан пуҫне пӑркаларӗ, сӑмсине турткаларӗ… «Ниепле те ӑнланса илме май ҫук! Градусӗ ним чухлӗ те ҫук, кӑштах йӳҫӗ, анра курӑк шӑрши ытларах кӗрет, тилпӗрен шывӗ пек… Ун пек-кун пек шӗвеке мӗн чухлӗ тутанса пӑхман пулӗ, кун пеккине астивме тӗл килменччӗ! Ку пӑшал тасатмалли пӗр-пӗр шӗвек мар-ши, тӑвансем?» тет. Вара тата тепӗр стакан тултарчӗ. Ҫав вӑхӑтра пурте: «Ан ӗҫ, тӑк ӑна мур шӑтӑкне!» — тесе кӑшкӑрса пӑрахрӗҫ. Анчах Умрихин хӑйӗннех перет. «Мӗнле-ха вара, мӗн ӗҫнине пӗлмесӗр, ӑна тӑкмалла? — тет. — Халь мана пурпӗрех ӗнтӗ!» Вӑл иккӗмӗш стаканне тултарса та ӗлкӗреймерӗ, тӳрех…

— Хӑсма пуҫларӗ-и? — чӑтса лараймасӑр ыйтрӗ салтаксенчен пӗри.

— Ураран ӳкрӗ! Лараймарӗ! Сӗм ӳсӗр! Улталарӗ, йытӑ ҫури! Хаяр эрех пулнӑ иккен! Эпир бутылкӑна илме васкарӑмӑр — унта тӗпне кӑна тӑрса юлнӑ…

Алӑк уҫӑлсан, Семиглаз ҫапла пӗлтерчӗ:

— Акӑ вӑл, сӑмах ҫинех ҫитрӗ!

Пӳрте Иван Умрихинпа тата виҫӗ салтак кӗчӗҫ. Вӗсенчен сивӗ сарӑлать. Вӗсем пурте шурӑ маскхалатсемпе, кашнийӗннех ҫемҫе сӑран йӗнӗ ӑшне чикнӗ снайпер винтовки…

Умрихин, винтовкине кӗтессе лартса шинельне хывнӑ хыҫҫӑн, юлташӗсем ҫине ҫаврӑнса та пӑхмарӗ, тӳрех Семиглаз патне пырса:
— Ӑҫта ман котелок? — тесе ыйтрӗ.

— Акӑ сан котелоку, снайпер юлташ, ларӑр ҫакӑнта! — терӗ Семиглаз. — Эпӗ сан валли, суймасӑрах калатӑп, повартан ҫур ҫӑпала ытларах ыйтса илтӗм! Куратӑн-и? Тӳрех ҫапла каларӑм: пирӗн снайпера валли, терӗм, вӑл паян йывӑр экзамен парать, кайран, терӗм, ҫав фрицсене пурне те пурнӑҫ кӑтартать! Ну, вӑл хушса пачӗ вара!

— Ахалех ыйтса илнӗ, — терӗ Умрихин салхуллӑн.

— Ма ахалех?

— Снайпер пулмасть манран.

Ҫывӑхра ларакансем кашӑкӗсемпе котелокӗсене хырма пӑрахрӗҫ. Пурте хӑй ҫине пӑхнӑ хушӑра Умрихин черкке эрехе ҫӑварне ӳпӗнтерчӗ.

— Ахалех йытӑ пек шӑнса кӳтрӗм!

— Мӗншӗнне каласа парасчӗ хӑть! — сиввӗнрех ыйтрӗ Дубровка. — Лейтенант ӑҫта тата? Ӑҫта сержант?

— Вӗсем халех ҫитеҫҫӗ, аслӑ сержант юлташ; хӑйсен ӗҫӗсем пирки сӑмах тапратрӗҫ те кӑштах пиртен юлчӗҫ, — пӗлтерчӗ Умрихин. — Хам ӗҫ пирки, паллах, каласа паратӑп. Ҫисе яма ирӗк паратӑр-и?

Вӑл котелокне часах пушатрӗ.

Умрихин тимлӗн ҫулакан кашӑк ҫине кӑтартса, Осип Чернышов асӑрхаттарчӗ:

— Миномет та вара санӑн, Иван!

Салтаксем пӗрин ҫумне тепри урайне выртса чикарккӑ чӗркерӗҫ…

— Юлташсем, ӗҫ акӑ мӗнле пулчӗ, — калаҫма пуҫларӗ Умрихин. — Ҫав экзамен тени пӗтрӗ ӗнтӗ, лейтенант пире хӑй патне чӗнет те: пурте снайпер пулма пултараҫҫӗ, эсӗ пӗччен — пултараймастӑн! тесе пӗлтерет. Ҫакна ӑнланса илме пултараятӑр-и эсир? Эсир хӑвӑрах пӗлетӗр вӗт, юлташсем, эпӗ мӗнле пенине. Астӑватӑр-и, Великий текен юханшыв хӗрринче тӑнӑ чухне стрельбищӑра мала тухнине? Ун чухне мана комбат хӑй благодарность панӑччӗ! Ҫук, эпӗ мухтанмастӑп, анчах та пеме пултаратӑп! Ан пӑшӑрханӑр та, ман куҫ пекки сайра. Эпӗ мӗнле тӗл перетӗп? Ҫиҫӗм ялтӑртатса илтӗр, эпӗ ӑна перетӗп те — лектеретӗп!

— Акӑ кӑштах мухтантӑн та! — терӗ Семиглаз.

— Малалла кала! — ыйтрӗ Дубровка.

— Ҫапла вара, — сӑмахне малалла тӑсрӗ Умрихин, — эпир вырӑна ҫитрӗмӗр. Ку ӗнтӗ Скирмановӑран сылтӑмра. Унта нимӗҫсен траншейисемпе блиндажӗсем тем чухлех, шуйттан та урине хуҫса пӑрахӗ! Пирӗн лейтенант юлташ кашнинех вырӑн уйӑрса пачӗ, унтан: «Блиндажсемпе дзотсене сӑнамалла — куҫа хупса илмелле мар! Ӑҫта та пулсан тӗл курӑнсанах тӗллесе пемелле!» тет. Ҫав блиндажсемпе дзотсенче пирӗн салтаксемех лараҫҫӗ. Салтаксене ҫапла хушнӑ: вӗсен е ҫӗлӗке патак ҫине тӑхӑнтарса кӗске вӑхӑта кӑтартмалла, е фашист сӑнарла фанерӑна ҫӗклемелле… Ҫапла вара пире позици уйӑрса пачӗҫ, сӑнатпӑр… Эпӗ ҫур сехет выртатӑп ӗнтӗ — мана уйӑрса панӑ вырӑнта ним те курӑнмасть. Ҫук та ҫук! Ман ҫывӑхра такам персе ячӗ, эпӗ выртатӑп-ха… Тата ҫур сехет иртрӗ. Манӑн урасем те шӑнса кайрӗҫ, анчах эпӗ хама уйӑрса панӑ лаптӑк ҫинчен куҫ илместӗп, тӗллев ҫук! Мӗн шуйттанӗ! тесе шухӑшлатӑп. Мӗн пулнӑ? Айккинче каллех пени илтӗнчӗ, — манӑн пӗр хускалмасӑр выртса чӗрӗллех кучанланса каймалла! Ҫитменнине ҫӗр ҫийӗн вӗтӗ юр тустарма тапратрӗ, ӗненетӗр-и, тӳрех куҫа тивет! Темиҫе минут хушшинче мана йӑлтах юр хӳсе кайрӗ. Анчах эпӗ, кӳтетӗп пулсан та, сӑнаса выртатӑп. Юр вӗҫтерме пӑрахсан иккӗленме пуҫларӑм: хама юр хӳсе лартсан, кӑтартнӑ тӗллеве кураймасӑр юлмарӑм-ши эпӗ? тетӗп. Ҫаплипех выртатӑп-ха. Чӗре патне ҫитиех кӳтсе кайрӑм, вилес пекех туртас килет, тӗллев ҫаплах курӑнмасть те курӑнмасть! Мур илесшӗ, хӑть ҫурӑлса тух, тетӗп! Ҫав вӑхӑтра акӑ мӗнле шухӑш килсе кӗчӗ: лейтенант юлташ манӑн лаптӑк тӗлне патак ҫине тӑхӑнтарнӑ ҫӗлӗкпе е фанерпа, тепӗр майлӑ каласан, тӗллевпе ҫын яма манса кайман-ши, кайса пӑхам-ха, тетӗп, пӗлсе килем. Пыратӑп, хайхискер, лейтенант юлташ патне, вӑл мана: «Лар, ыттисене кӗт, калаҫу туса ирттеретпӗр», тет. Кайран калать: юрӑхлӑ мар! Куртӑр-и ӗнтӗ, мӗн пулса тухрӗ?

— Пурте паллӑ, — терӗ Дубровка. — Чӑтӑмлӑх ҫук! Лайӑх пени снайпершӗн пачах сахал. Снайпер пуринчен ытларах лӑпкӑ та чӑтӑмлӑ пулмалла. Унсӑр вӑл сӑнаса ларма, тӑшмана сыхласа илме тата тӗл тивертме пултараймасть… Мӗнле чӑтӑмлӑх пултӑр-ха сан? Лайӑх ҫанталӑкрах виҫӗ сехет юр ҫинче выртнипе чӑтӑмлӑху пӗтнӗ-и? Лейтенант мӗн каларӗ сана?

— Ҫак сӑмахсенех каларӗ, — терӗ Умрихин салхуллӑн.

Техӗмлӗ апат хыҫҫӑн салтаксем ырӑ та лӑпкӑ шухӑш-кӑмӑллӑ пулчӗҫ, ҫавӑнпа та пурте Умрихин ҫинчен шӳтлеме пуҫларӗҫ, — Умрихина яланах кулса шӳтленӗшӗн тавӑрма сайра хутра ҫеҫ пулакан майлӑ вӑхӑт ҫитрӗ-ҫке-ха.

— Мӗнле чӑтӑмлӑх пултӑр-ха унӑн? Ӑҫтан тупӑнтӑр?

— Вӑл аллине кашӑк тытсан кӑна чӑтӑмлӑ.

— Эх, Иван, Иван! — ассӑн сывласа илчӗ Петро, пурте вара, вӑл тавӑрмаллипех тавӑрса парасса кӗтсе, шӑпланчӗҫ. — Чӑнах та иккен эпӗ повӑртан ахалех хушса пама ыйтрӑм. Ну, ку темех мар! Ыран, кӑнтӑрлахи апат илнӗ чухне, повӑра калатӑп: «Пиччем, тейӗп, котелокран ҫур ҫӑпала каялла ӑсса ил-ха; тунмастӑп, ӗнер ахалех ыйтса илтӗм!» тейӗп.

Иван Умрихин, хирӗҫ калама майлӑ вӑхӑт кӗтсе шӑппӑн лараканскер, сасартӑк Семиглаз ҫине сиввӗн пӑхса хыттӑн каласа хучӗ:

— Эсӗ асту, ухмах пуҫ, чӑнах та ун пек ан ту! Санӑн ӑсу ҫитет!

Салтаксем кулса янипе пӳрт чӗтренсе кайрӗ.

Каҫхи апат ҫисе пӗтерсенех Юргина рота командирӗ патне чӗнсе кайрӗҫ. Андрей, котелокне ҫуса лартнӑ хыҫҫӑн, автоматне тасатма тытӑнчӗ. Ҫак вӑхӑтра армире тата дивизире тухса тӑракан ҫӗнӗ хаҫатсем илсе килчӗҫ. Пурте ҫавӑнтах Дубровка тавра кӗпӗрленсе тӑчӗҫ.

— Ну, сырса илчӗҫ! — мӑкӑртатрӗ Андрей. — Кӗленчерен тунӑскерсем-и-мӗн эсир, тӳсейместӗр?

— Вырӑнӑрсене ларӑр! — хушрӗ Дубровка.

Хаҫат вулама тытӑнчӗҫ.

Ку хутра Дубровкӑна уйрӑмах тимлӗн итлерӗҫ: хаҫатсем ҫинче юлашки ҫапӑҫу эпизочӗсене ҫырса тултарнӑ. Заметкӑсенче нумай паттӑрла ӗҫсем ҫинчен уҫҫӑн ҫырса кӑтартнӑ: Юргин взвочӗ нимпе те танлаштарма ҫук паттӑрлӑхпа пуринчен малтан Барсушня ҫине хӑпарса тӑшманӑн виҫӗ амбразурӑллӑ дзотне аркатса тӑкни ҫинчен, Борисов аслӑ сержантӑн «Т-34» танкӗ пӗлсе те хастарлӑ ҫапӑҫни ҫинчен, артиллеристсемпе минометчиксем тӗл персе тӑни ҫинчен, Скирмановӑра тӑшманпа куҫа-куҫӑн тӑрса ҫапӑҫни ҫинчен, аманнисене пысӑк пулӑшу панӑ хӗр-санитарсен хӑюллӑ ӗҫӗсем ҫинчен, политруксемпе агитаторсем ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче салтаксемпе калаҫу ирттерни ҫинчен, ҫапӑҫура пур тӗрлӗ ҫар та пӗр-пӗринпе кирлӗ пек ҫыхӑнса тӑни ҫинчен, пирӗн ҫарсем хӑйсен ӑсталӑхне ӳстернине палӑртни ҫинчен…

Заметкӑсенчен нумайӑшӗнче озеровецсен хушамачӗсене те асӑннӑ, — унта, халь пӳртре ларакансен хушамачӗсем те пур; ҫав тӗле вуласа ҫитсен, итлекенсем хаваслӑн шавлакаласа илчӗҫ. Чӑнах та ӗнтӗ, пурне те вара пулса иртнисем нумайӑшӗ хаҫат ҫине ҫырнӑ пек мар пулнӑн туйӑнчӗ, — кашниех-ҫке-ха пӗр ҫапӑҫӑвах урӑхла курать, урӑхла ӑнланать. Анчах чи кирлине тӗрӗс ҫырнӑ, ҫакӑ вара салтаксене хаваслантарчӗ, вӗсем, унсӑр та пирвайхи ҫӗнтерӳшӗн хавхаланнӑскерсем, лӑпланса ҫитеймен-ха. Дубровка хаҫат вуласа пӗтерсенех, пӳртре шӑв-шав пуҫланчӗ: нумай пулмасть тӳссе ирттерни ҫинчен пурте пӗр харӑс калаҫма тапратрӗҫ…

Пӳрте рота политрукӗ Гончаров, салтаксем «пур ҫӗрте те пулакан политрук» тесе ят панӑскер, килсе кӗчӗ. Вӑл хӑйпе пӗрле взводра пурте паллакан танкист-гвардееца, Борисов аслӑ сержанта, ертсе килнӗ. Хӑнана сӗтел хушшине лартнӑ хыҫҫӑн пурте шӑпланса ҫитсен, политрук ҫапла пӗлтерчӗ:

— Ҫапла вара, юлташсем, эсир тин ҫеҫ хаҫат ҫинче вуланӑ Борисов аслӑ сержант пӗр сехет каялла кӑна Мускавран таврӑнчӗ…

— Мӗнле апла Мускавран? — тӗлӗнсе ыйтрӗ юнашар ларакан Андрей, автомат дискне чӗркуҫҫи ҫине хурса.

— Мӗн тӗлӗнмелли пур-ха кунта?

— Ӑҫтан ӗлкӗрнӗ-ха вӑл?

— Виҫӗмкун ман танка ватмаллипех ватрӗҫ, — хирӗҫ тавӑрчӗ Борисов. Вӑл иртнине аса илсе пулас, аллинчи шлемне вӑйпах чӑмӑртарӗ. — Кайран вара, Скирмановӑна ҫитсе кӗрсен, мана хамӑр генерал Батюков калать: «Уйра, паллах, сан танкна юсама май ҫук, халех пуҫтарӑн та ҫутӑличчен Мускавалла шу…» тет. Мана кирлӗ хутсем туса пачӗҫ, эпир вара тӑваттӑн, икӗ ҫӗмрӗк танк ҫине лартӑмӑр та тухса кайрӑмӑр. Вунвиҫҫӗмӗшӗнче, тул Ҫутӑлас умӗн, Мускава ҫитсе, танксене юсакан завода патӑмӑр. Икӗ кун хушши тӗрлӗрен ӗҫсене турӑмӑр, эсир ун чухне Козловӑна илессишӗн ҫапӑҫнӑ, паян ирхине фронта килекен машина тӗл пулчӗ… Акӑ эпир киле ҫитрӗмӗр! Кунта ҫулӗ те вӑрӑмах мар вӗт…

Салтаксем сӗтел тавра таччӑн кӗпӗрленсе тӑчӗҫ.

— Мӗн унта, Мускавра?

— Мӗнле вӑл? Куҫпа пӑхма мӗнле?

— Халӑх мӗнле, э?

— Акӑ мана политрук юлташ илсе килчӗ те ӗнтӗ, — терӗ Борисов. — Каласа пар та каласа пар, тет… Пурте интересленнине, паллах, эпӗ ӑнланатӑп…

— Юлташсем, вырнаҫса ларӑр! — хушрӗ Дубровка, ҫавапа сулса янӑ чухнехи пекех, йӗри-тавра пӑхса.

— Эсир кӗскен калама пултаратӑр, хӑвӑра мӗн ытларах кирлӗ пек туйӑннине, — асӑрханса систерчӗ Гончаров. — Аслӑ сержант юлташ, пирӗн тата икӗ взвод юлнӑ-ха. Унта-и? Тем пулсан та кӗретпӗр! Унсӑр мӗнле пултӑр-ха вӑл?

Пӳртре пӑчӑ пулнипе Борисов шлемне сак ҫине хучӗ тӗрлӗ ҫу шӑрши саракан хулӑн ватникӗн тӳмисене вӗҫертрӗ.

— Мускавран, юлташсем, пысӑк ту ҫинчен курӑннӑ пекех, пурте курӑнать, — калаҫма пуҫларӗ вӑл, унтан куҫне хӗссе, урайне вырнаҫса ларнӑ салтаксем ҫине чӗпкуҫ ҫути ҫийӗн пӑхса илчӗ. — Ман шутпа, ҫакӑ чи кирли. Сӑмахран, Скирманово сӑрчӗ ҫинчен ҫирӗм ҫухрӑм яхӑн таврана курма пулать, уншӑн та чун савӑнать! Мускавран вара — пӗтӗм ҫӗршыва куратӑн, Мускав мӗнле пулнӑ, яланах ҫавӑн пек пулать. Ҫапла вара, унтан йӗри-таврана пӑхсан, ҫӗнтерӳ валли мӗн тунине куратӑн та, сывлӑш пӳлӗнет!

Такам кӑмака патӗнче ӑмсануллӑн кӑшкӑрса ячӗ.

— Эх, мур!

— Пурне те йӗркипе каласа парас-и? — Борисов, шавлани чарӑнасса кӗтсе илчӗ те, хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ. — Ҫапла вара, тул ҫутӑлас умӗн Мускава ҫитрӗмӗр те ҫав танксем юсакан завода кайрӑмӑр. Ӗлӗк ҫав заводра мӗн тунине эпӗ хам та ӑнланса илейместӗп, халь вара танксем юсаҫҫӗ, тупӑсем, самолетсем… Пӗр сӑмахпа, ун ҫинчен ытлашши калама кирлӗ мар. Пире кӗтсе илчӗҫ… Ну, ҫакӑн ҫинчен те каласа пама май ҫук. Тӑван та тӑвана ҫавӑн пек лайӑх кӗтсе илмест. Заводра халӑх сахал: пӗри ҫара кайнӑ, теприсем чи кирлӗ машинӑсемпе Ҫӗпӗре куҫнӑ. Стариксем, ачасем, хӗрарӑмсем кӑна юлнӑ тесен те юрать. Тата кирлӗ станоксем те сахал! Мӗн каланӑ пулӑттӑр эсир, э? Завод пурӑнать, ӗҫлет. Пытарма кирлӗ мар, ӗҫӗ те хӑнӑхнӑскер ӗнтӗ, тӗрлӗрен йывӑрлӑхсем, ӗҫ вара малаллах пырать! Эпир пӑхкаларӑмӑр москвич юлташсем ҫине, вӗсен ӗҫӗсене курсан пирӗн чун ыратрӗ, савӑнтӑмӑр та! Цехсенче сивӗ, хутмалли сахал… Анчах пурте ӗҫлеҫҫӗ, сехет ҫине пӑхса тӑмаҫҫӗ! Столовӑйне кӗрсе шӑннӑ ҫӗрулми яшки сыпкалаҫҫӗ те каллех ӗҫе тытӑнаҫҫӗ! Кун каҫа куҫ хураличчен ӗҫлеҫҫӗ те, ҫапӑҫу хыҫҫӑнхи евӗрлӗ унтах, заводрах выртса ҫывӑраҫҫӗ! Ача-пӑчасӑррисем пӗри те киле каймаҫҫӗ! Пӗр сӑмахпа каласан, фронтри пекех. Унпа пӗрлех тата пултаракансем нумайӑшӗсем ҫар ӗҫне вӗренеҫҫӗ. Халь москвичсем мӗнле ӗҫленине икӗ кун хушшинче нумай куртӑмӑр эпир. Тӳрех калатӑп: заводра тунӑ кирек мӗнле деталь вансан та унтан рабочи юнӗ сирпӗнет!

Темиҫе салтак шӑппӑн ӳсӗркелесе илчӗҫ.

— Танксем мӗнле? — ыйтрӗ Андрей.

— Эпӗ каларӑм-ҫке-ха мӗнле кӗтсе илнине, — терӗ Борисов. — Танксене тӳрех осмотра ячӗҫ! Техниксем вӗсене пӑхса тухрӗҫ те ӗнтӗ, директорпа пӗрле цеха темле ҫынсем пырса кӗчӗҫ. Пӗри тӗреклӗ те ҫирӗп, анчах ҫамрӑк арҫын, сӑран пальто тӑхӑннӑскер, пиртен: «Ну, гвардеец юлташсем, фронтра ӗҫсем мӗнле? Танксене мӗн пулнӑ? Лайӑх пӑхса тухрӑр-и? Сирӗн шутпа юсама мӗн чухлӗ вӑхӑт кирлӗ?» тесе ыйтать. Кӗскен каласан, пурин ҫинчен те ыйтса пӗлчӗ. Куратпӑр эпир: пысӑк ҫын, палланӑ пек те туйӑнать…

— Кам пулчӗ вара вӑл? — пуриншӗн те ыйтрӗ Чернышев.

— Ку Щербаков юлташ пулчӗ. Мускав парта Комитечӗн секретарӗ…

Салтаксем вырӑнӗсенчен ҫӗкленсе калаҫма пуҫларӗҫ:

— Чӑнах та Щербаков юлташ хӑйех пулчӗ-и?

— Нивушлӗ портрет тӑрӑх паллаймарӑр?

— Ҫапла ҫав, ҫийӗнчех палласа илеймерӗмӗр… — Борисов айӑплӑн хулпуҫҫине сиктерсе илчӗ. — Ҫук, ҫук эсир ларӑр, атту манӑн вӑхӑт сахал. Унтан Щербаков рабочисемпе калаҫма пуҫларӗ: «Юлташсем, мӗнле шухӑшлатӑр: тен, гвардеецсене хӑйсем ыйтнинчен маларах юсаса парӑпӑр? Танксем пӗр кун малтан фронта ҫитсен те мӗн чухлӗ фашиста тӗп тума пултараҫҫӗ, ҫакна шута илӗр! Пилӗк кун маларах юсасан? Кусем гвардеецсен танкӗсем!» тет. Унта вара кӗске митинг евӗрлӗскер пулса иртрӗ. Рабочисем пӗр харӑс: «Щербаков юлташ» ӗҫе хӑвӑртлатӑпӑр, ан пӑшӑрханӑр! Пурне те вӑхӑтчен тӑватпӑр! Хамӑр та ӑнланатпӑр!» терӗҫ. Ҫавӑнтах вара рабочисем ман танк ҫинче пирӗн бригада валли ҫыру ҫырчӗҫ. Обязательство илетпӗр терӗҫ… Ҫырӑва халь эпӗ сире вуласа пама пултараймастӑп, мӗншӗн тесен вӑл генералта…

— Халь Мускав ҫинчен, — терӗ Гончаров.

— Мускав ҫинчен, политрук юлташ, ҫӗрӗпех каласа пама пулать, — терӗ Борисов. — Вӑхӑт ӑҫта? — Вӑл аллинчи сехечӗ ҫине пӑхса ӑна пӑртак пӑркаларӗ. — Эпир Мускавра нумай ҫӗрте пултӑмӑр… Халь Мускав ман куҫ умӗнче, никам пырса перӗнмелле мар чул ту пек, ҫирӗп тӑрать! Юлташсем, ӑна нимле ҫил-тӑвӑл та хӑрушӑ мар. Пурне те чӑтать! Пурне те! Ӗмӗр-ӗмӗр тӑрать!

Борисов Мускав ҫинчен каласа пани салтаксен чӗрине хускатрӗ. Пӳртре шавлӑ калаҫу пуҫланчӗ. Ту ҫинчи шыв юххи пӗрре шавлӑн, тепре шӑпланса, хӑй ҫулне пӗр вӗҫӗмсӗр улӑштарса, ӑҫталла каяссине пӗлмесӗр юхнӑ пек, юхрӗ салтаксен калаҫӑвӗ. Мӗн ҫинчен кӑна калаҫмарӗҫ пулӗ кунта! Анчах, яланхи пекех, тӗрлӗ-тӗрлӗ япаласем ҫинчен калаҫни часах пӗр ҫӗре пӗрлешрӗ, — ҫакӑн пек вара ту ҫинчи ҫырмасем чулсем хушшипе мӗн чухлӗ кукӑрланкаласа юхсан та кирлӗ ҫӗрте пӗр хӑватлӑ юхӑма пӗрлешеҫҫӗ. Юлашкинчен калаҫу хамӑр союзниксем ҫине — Англипе Америка ҫине куҫрӗ; ҫав кунсенче совет ҫыннисене ҫак ыйту пуринчен ытларах шухӑшлаттарнӑ. Ҫакӑнта вара тавлашу хӗрсе кайрӗ те хирӗҫӳпе пӗтрӗ.

Ӑна пӗтӗмпех Иван Умрихин пуҫларӗ. Снайпера экзамен парайманнипе тата тусӗсем кӳренмелле шӳтлесе калаҫни унӑн кӑмӑлне пӑснӑ, анчах вӑл ҫакна палӑртмарӗ. Умрихин чылайччен калаҫакансен ушкӑнне хутшӑнмасӑр ларчӗ, анчах сӗтел хушшинче союзниксем ҫинчен сӑмах хускатсан, вӑл, кӗтмен ҫӗртен, ҫиленнӗ автан пекех, взводри чи лӑпкӑ та ӑс-тӑнлӑ Осип Чернышов ҫине тапӑнчӗ. Унӑн кӑштах хӑйӑлтатакан сасси, хӑйне темпе пӑхӑнтараканскер, пурин сассине те хупласа хучӗ.

— Мӗн вӑл сана, ҫав Америка? — кӑшкӑрчӗ Умрихин, вӑрӑм аллисене лутра та сарлака Осип Чернышов пуҫӗ тӑрӗнче сулкаласа. — Халӑх калашле, ҫав ҫӑхан пирӗншӗн хӳтлӗх мар! Вӗсене, ҫав Америкӑсене шанӑҫа хур, ху та ҫаврӑнса пӑхкала! Мӗн уссине сиктеркелетӗн? Килӗшмест-им?

Осип Чернышов чӑнах та, ним сӑлтавсӑрах чӑрмантарнӑ кушак пек, ҫӑра та кӗске уссине сиктеркелесе ларчӗ. Ун пек уссисем вӑтам ҫулсене ҫитнӗ ӑстаҫӑсен пулаҫҫӗ, — взводра вӑл кӑна уссипе ҫӳрет…

— Иван, эсӗ мӗн яланах тулӑксӑр калаҫатӑн? — Умрихин чӗнмесӗр тӑнӑ хушӑра ӑна йӗркене кӗртес тесе каларӗ Осип Чернышов. — Сталин юлташ праҫник умӗн тухса каланӑ сӑмахӗнче ун ҫинчен ӑнлантарчӗ пулсан, пирӗн шухӑшламалла-и ун ҫинчен? Е эсӗ ӑна вуламан-и? Е эсӗ пуринчен те ӑслӑ-и?

— Мӗн ӑнлантарнӑ-ха вара ҫав сӑмахра?

— Юрать, эсӗ ӑна пӗлместӗн пулсан, эпӗ сана каласа парам, — ӳкӗте кӗртесшӗн пулчӗ Чернышов, Сталин праҫник умӗн Мускавра тухса каланине Умрихин хӑйпе пӗрле вуланине лайӑх пӗлчӗ пулсан та. — Англинчен леш Бивер… Мӗнлеччӗ-ха, ачсем?

— Бивербрук, — каласа пачӗ Дубровка.

— Англинчен Бивербрук, Америкӑран Гарриман — Мускавра пулчӗҫ-и? Пулчӗҫ! Сталин юлташпа канашларӗҫ-и? Канашларӗҫ! Танксемпе самолетсем пама пулчӗҫ-и? Пама пулчӗҫ!

— Вӗсем пурне те пама пулаҫҫӗ! Вӗсен яланах чӗлхи ҫинче пыл, чӗринче пар.

— Пама пулнӑ кӑна мар, параҫҫӗ те ӗнтӗ! — терӗ яланах лӑпкӑ та кӑмӑллӑ Чернышов, чӑтаймасӑр сассине хӑпартса. — Сталин юлташ сӑмахӗнче уҫӑмлӑ каланӑ! Иван, турӑшӑн та, мӗншӗн-ха эсӗ паян чӑтса ларма пултараймастӑн?

Умрихин парӑнасшӑн пулмарӗ.

— Параҫҫӗ, анчах курӑнсах каймасть!

— Сан шутупа, вӗсем мӗн панине пурне те сана кӑтартмалла-и? Санӑн ху аллупа хыпашласа пӑхмалла-и? Авӑ мӗнлескер эсӗ! Сана ӑнланмалла чӗлхепе калаҫҫӗ; кивҫен те, ытти япаласем те параҫҫӗ тесе…

— Ахаль параҫҫӗ тесе калӑн тата?

— Паллах!

— Эх, эсӗ те ҫав! — Умрихин, пӗтнӗ ҫын ҫине алӑ сулнӑ пек, Чернышов ҫине ал сулчӗ. — Вӗсенчен ахаль хӑлха чикки кӑна илме пулать, ыттине пурне те укҫалла! Е ҫав ылханлӑ капиталистсене пӗлместӗн-и? Эпӗ вӗсене чӗрне хури чухлӗ те ӗненместӗп!

— Ку тата мӗншӗн?

— Акӑ, акӑ мӗнле ыйтусем парать! — терӗ пӗтӗм салтак умӗнче тавлашура Чернышова ҫӗнтерессе шанса тӑракан Умрихин. — Пӑхӑр-ха ун ҫине: уссиллӗ пӗчӗк ача ларать! Эсӗ, Осип Иванович, миҫене кайнӑ? Е вӗсем пире революци хыҫҫӑн пӑвнине манса кайрӑн-и? Мӗншӗн вӗсем ҫавӑн пек йӑвашланса кайнӑ вара? Ҫук, тӑванӑм, йытӑ йӑлине улӑштараймастӑн! Эпӗ сана, кӑмӑлу пулсан, тӳрех калам: вӗсем Гитлертан вилес пекех хӑраса ӳкнӗ, пирӗнсӗр хӑйсен пурнӑҫӗ пӗтессе курчӗҫ те пирӗн туссем пулса тӑчӗҫ! Мӗн тумаллаччӗ-ха вӗсен? Паллах, пирӗн вӗсем сӗнекен пулӑшуран пӑрӑнмалла мар… Паллах, леш, танкист каланӑ ту ҫинчен ытларах курӑнать… Анчах манӑн шухӑш ҫапла: пурте хӑйӗн вӑхӑчӗ ҫитиччен. Вӑхӑтлӑх тус — тус мар! Апла пулсан, ҫавӑн пек туспа туслаш, анчах тӑшмантан сыхланнӑ пек сыхлан! Ҫакна авалах каланӑ.

Ҫакӑнта пуҫланса кайрӗ те ӗнтӗ взводра халиччен пулман тавлашу. Взвод икӗ пая уйрӑлчӗ: пӗрисем — Чернышов енне, теприсем — Умрихин енне куҫрӗҫ; пӳртре шӑнса пӑсӑлнӑ сасӑ ҫав тери хытӑ кӗрлесе тӑнипе сӗтел ҫинче ларакан чӗпкуҫӗн ҫулӑмӗ, салтаксен шавӗнчен ӑҫта кайса кӗрессе пӗлмен пек, пӗр енчен тепӗр енне чӗтресе тӑчӗ…

Хӗрӳллӗ тавлашу хыҫҫӑн салтаксем чылайччен пӗр сӑмах хушмасӑр шӑппӑн табак туртрӗҫ; пӳртре тӗтӗм тулнипе кӑштах алӑка уҫма тиврӗ. Сассисем хӑйӑлтатичченех вӑрҫӑ ҫинчен калаҫнӑ хыҫҫӑн пурте, ирӗксӗрех, нумай пулмасть пулнӑ мирлӗ пурнӑҫа аса илчӗҫ те ӗнте; ун ҫинчен аса илсен, хаклӑ тӑванӗсем хӑйсен куҫӗ умӗнче курӑннӑ пекех тухса тӑчӗҫ… Каллех вара пурте калаҫма пуҫларӗҫ, анчах халь шӑппӑн, чӗререн, салхуллӑн калаҫрӗҫ. Пӗрисем: халь вӑрҫӑ пулман пулсан мӗнле лайӑх пурӑнса, мӗнле ӗҫлеме пултарни ҫинчен калаҫрӗҫ; теприсем — тӑшмана ҫӗнтерме тесе тылра мӗн туни ҫинчен; виҫҫӗмӗшсем — киревсӗр тӑшман хуҫаланакан тӑван ҫӗршывсенче мӗн пулса иртме пултарни ҫинчен… Унтан та кунтан та йывӑррӑн хашлатса сывлани илтӗнсе тӑчӗ. Ҫырусемпе сӑнӳкерчӗкӗсем алӑран алла куҫрӗҫ…

Ҫак минутсенче иккӗмӗш отделенин пӗр салтакӗ, кӑмака ҫумне сарнӑ улӑм ҫинче салхуллӑн маччана пӑхса выртаканскер, авалхи кивӗ юрра хӑйне евӗр кӗвӗпе кӗтмен ҫӗртен юрласа ячӗ. Вӑл кашни сӑмахӗпех хӑйӗн чӗринчен ытларах хуйхӑ-суйхӑ кӑларасшӑн пулнӑ пек, шӑппӑн та майӗпен юрларӗ.

Прошай ра-а-адость, жизнь моя,
Ты осталась без меня-я-я…

Анчах хуйхи-суйхи ҫав тери нумай пулнӑ пулас ҫав унӑн чӗринче. Вӑл чӑтса тӑраймарӗ, сӑмахсене хӑвӑрттӑн та хыттӑн калама пуҫларӗ:

Знать, один должон скитаться,
Тебе мне больше не вида-а-ать!..

Вара сасартӑк, сывлӑш ҫавӑрса ярса, сӑмахсене мӗн-пур вӑйӗпе кӑлара-кӑлара ячӗ:

Темна… но-о-оченька-а-а!

Ҫавӑнтах пӗр тунмасӑр хӑйӗн юлташӗсене пӗлтерчӗ:

Ой, да не спи-ится-я,
Ой, да не спи-ится мне!

Петро Семиглаз вара Кузнецов енне пӗшкӗнсе:
— Хм, юрлать… Сасси вӑйлӑ! — терӗ.

— Мӗн тата?

— Шел, лайӑх каччӑ…

— Вӗлереҫҫӗ ӑна…

— Мӗнле вӗлереҫҫӗ?

— Хӑрать вӑл, ун пеккисем нумай ҫапӑҫаймаҫҫӗ… Умрихин, Андрей ҫумне ларса, пӑшӑлтатрӗ:

— Ыран каллех ҫапӑҫу пулать пулас…

— Ма ҫавӑн пек шутлатӑн?

— Куратӑн-и ав, чӗри туять…

Салтак куҫӗсене хупса, хӑйӗн юрри ӑҫталла кайнине илтесшӗн пулнӑ евӗр, шӑппӑн выртать. Нумайӑшӗсем шутларӗҫ ӗнтӗ вӑл малаллине манса кайнӑ тесе, анчах леш каллех юрласа ячӗ:

Эх, тала-ан, мой тала-ан,
Участь горь-кая моя-я-аа…

Уроди-илась мое го-оре,
Полынь — горькою траво-о-ой!..

Каллех унӑн чӗри йынӑшнӑ пек пулчӗ:

Темна… ноченька-а-а!..

Ой, да не спится-я,
Ух, да не спится мне!..

Андрей сак ҫинчен ҫӗкленчӗ те:
— Эй, ӑнсӑртран вӗҫсе килнӗ шӑпчӑк, лайӑх юрлатӑн, анчах шӑплансан унтан та лайӑхрах пулӗччӗ, — терӗ.
— Мӗн эсӗ пурне те кичемлентеретӗн? Ма сӗлекӳне юхтаратӑн-ха?

— Вӑл ман ирӗк, — хирӗҫ чӗнчӗ салтак.

— Санӑн? — Андрей сак ҫинчен сиксе тӑчӗ, сасартӑк ашшӗ евӗрлӗ вӗчӗхсе (халь вӑл час-часах ҫавӑн пек пулкалать) кӑшкӑрса пӑрахрӗ:  — Пирӗнне пӗлетӗн-и?

Вӑл салтаксем ҫине хӑвӑрттӑн та кӑмӑлсӑр пӑхса илчӗ, вӗчӗхнипе хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайрӗ, аллине ҫӗклерӗ те хӑйӗн Атӑл ҫинчи пек хӑватлӑ сассипе юрласа ячӗ:

Вставай, страна огромная,
Вставай на смертный бой
С фашистской силой темною,
С проклятою ордой!

Ҫак юрӑ вӑрҫӑ кунӗсенче пирӗн халӑхӑн чӗрене хускатакан юратнӑ юрӑсенчен пӗри пулнӑ. Ҫак юррӑн хӑйне пӑхӑнтаракан вӑйӗ салтаксене хӑйсем фронтра мӗн тунине мухтавне, чун хавалӗ ҫӗкленнине ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен туйтарать… Салтаксем ҫийӗнчех мӗн шухӑшланине пурне те манса, ҫапӑҫура команда панӑ чухнехи пекех, вырӑнӗсенчен ҫӗкленчӗҫ те пурте пӗр харӑс, хӑватлӑн юрласа ячӗҫ:

Пусть ярость благородная,
Вскипает, как волна!

Идет война народная,
Священная война!

Юрӑ ту ҫинчи шыв юххи пекех юхать…

Салтаксен пурин те куҫӗсем ҫунса тӑраҫҫӗ…

Юрӑ пуҫлакан шӑпах иккӗмӗш куплета пӗтернӗ самантра Озеровпа Брянцев ҫитсе кӗчӗҫ, — вӗсем кунӗпех пӗрле пулнӑ: комиссар полк вырнаҫнӑ кашни пӳртрех, кашни блиндажрах пулса, офицерсемпе тата салтаксемпе паллашнӑ. Дубровка аслӑ сержант «смирно» команда пачӗ те, полк командирне рапортлас тесе, малалла ярса пусрӗ, анчах Озеровпа Брянцев иккӗшӗ те пӗр вӑхӑтра аллисемпе сулса илчӗҫ, унтан хӑйсемпе юнашар пулнӑ салтаксене ыталаса, вӗсем пекех, пӗтӗм чун-хавалӗпе хӑйсем пуҫласа юрласа ячӗҫ:

Пусть ярость благородная
Вскипает, как волна!

Идет война народная,
Священная война!

…Ҫак тӗлте юрӑ татӑлчӗ. Алӑк уҫӑлчӗ те тинкерсе пӑхакан куҫӗсем ҫеҫ юличчен пасарнӑ салтак кӑшкӑрчӗ:

— Майор юлташ кунта килчӗ терӗҫ!

— Кунта эпӗ, кунта. Мӗн? — ыйтрӗ Озеров.

Салтак алӑка яриех уҫса ячӗ те алӑк урати урлӑ ун пекех пасарнӑ ҫын шиклӗн каҫрӗ, вӑл нимӗҫ шинелне тӑхӑннӑ, йӗри-тавра кичеммӗн пӑхать. Ку Отто Кугель — Мускав ҫывӑхӗнчи фронтра пирӗн енне тарса каҫакан пӗрремӗш нимӗҫ пулчӗ…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех