Шырав
Шырав ĕçĕ:
Аттине хывнӑ, кительне вӗҫертсе янӑ, ун айӗнчен сенкер байковай фуфайка курӑнса тӑнӑ.Сапоги снял, в расстёгнутом кителе, под которым виднелась голубая байковая фуфайка.
19 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ҫӳҫ айӗнчен тухнӑ шӗвӗр хӑлхисем унан кӑшт пысӑкрах пек, мӑйӗ кӑшт ҫинҫерех пек курӑнчӗ, анчах та ҫамки уҫӑ, ҫаврака, ҫирӗп кӑмӑллӑ ҫынӑн ҫамки пекех.
17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Вара, хӑйӑр айӗнчен тухма тӑрӑшса, мӗнпур вӑйне пухса аллисемпе ӗҫлеме пуҫларӗ.
16 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Хӑй умне тӑруках тӗттӗмрен, ҫӗр айӗнчен тухса тӑнӑ пек, плащсем тата хуран евӗрле каскӑсем тӑхӑннӑ виҫӗ хура мӗлкӗ тухса тӑрсан, Ваня калама та ҫук хӑранӑ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Унӑн ялти хӗрарӑмсем пек ҫыхса янӑ тутӑр айӗнчен курӑнакан ҫаврака та хӗрлӗ пичӗ купӑста пуҫӗ пек туйӑннӑ.С круглым пунцовым лицом, выглядывающим из платка, завязанного по-бабьи, как кочан капусты.
8 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Вӑл гимнастеркине хывса, аялти кӗпепе ҫеҫ ларнӑ, вӗҫертсе янӑ ҫухи айӗнчен унӑн хӑватлӑ, сарлака кӑкӑрӗ курӑнса тӑнӑ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Чӑн малтан ун куҫне карбидпа ҫунакан ҫӗнӗ лампа курӑннӑ, — вӑл мачча айӗнчен питӗ вӑйлӑн ҫутатса тӑнӑ, анчах унӑн ҫути темӗнле куҫа ҫиекенскер, химиллӗ, симӗсрех ҫутӑ пулнӑ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Унӑн сӑнӗ те — тӗксӗм, хитре тӳрӗ сӑмсаллӑ та пысӑк куҫлӑскер, кивӗ пӳрт ҫине витнӗ улӑм пек ҫӳҫ айӗнчен курӑнса тӑраканскер, шӑп та шап ялти пӗчӗк кӗтӳҫӗнни пек пулнӑ.
4-мӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Салтаксене виҫҫӗшне те ҫӗр айӗнчен тухакан юрӑ сасси илтӗннӗн туйӑнчӗ.Всем троим показалось, что они слышат выходящее из земли пение.
1 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Хушӑран вӑл таҫтан, ҫӗр айӗнчен тухнӑ пек туйӑннӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Плащ-палаткисем айӗнчен вӗсен автомачӗсем ҫеҫ курӑннӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Пурне те пурӑнма вӗрентсе ҫитереччӗ, сӑмах айӗнчен кӑлармӗччӗ.
Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.
Пичӗн икӗ енӗпе те унӑн муталанчӑк кӑвак сухал; сомбреро айӗнчен кӑтраланса тӑракӑн вӑрам тӑ кӑвак ҫӳҫӗ усӑнсӑ аннӑ, куҫӗсене вӑл симӗс куҫлӑхпа хупланӑ.
26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ачасем ӗҫе пуҫӑнчӗҫ, выртакан йывӑҫ вуллисем айӗнчен шанкӑ-ҫатӑрка таврашӗ тата хуйӑр пуҫтарчӗҫ те питӗ тӑрӑшса ӗҫленипе юлашкинчен вутта вӑйлатса ячӗҫ, вӗсен кӑвайчӗ вара, каллех тивсе, вӑйлӑн ялкӑшса кайрӗ.
16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Унӑн кравать айӗнчен сиксе тухса мӑнаккӑшне ҫавӑнтах савӑнтарса ярасси килчӗ: театрти пек эффектсем тӑвасси яланах унӑн кӑмӑлне кайнӑ.
15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Кравать ҫумӗнчи кармалли айӗнчен айӑпа кӑтартакан япала — чей кашӑкӗ курӑнса тӑрать.
12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ача васкасах урине утиял айӗнчен кӑларчӗ те пысӑк пӳрнине сӑнаса пӑхма пуҫларӗ.Он сейчас же выставил «больной» палец из-под простыни и стал его рассматривать.
6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Анчах ҫапах та, Том алшӑлли айӗнчен шуса тухсан, пит ҫунин результачӗ ытла лайӑхах пулманни палӑрса кайрӗ, мӗншен тесен таса вырӑнӗ, маска евӗрлӗ, питӗн пӗр пайне ҫеҫ, ҫамкаран пуҫласа янах таранхи пайне ҫеҫ, йышӑнса тӑрать.
4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Унтан вӑл хӑйӗн чечекӗ ҫинчен астуса илнӗ: ӑна, шанса лӳчӗркеннӗскере, пиншакӗ айӗнчен туртса кӑларса пӑхнӑ, ҫакӑ вара унӑн тутлӑ хуйхине тата хытӑрах хускатса янӑ.
3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӑл Сида темӗн пекех хаяр сунса хӗпӗртесе ларчӗ; карчӑк, каялла пырса кӗрсе ҫилленнипе куҫлӑх айӗнчен ҫиҫӗм ҫиҫтерсе, сахӑр савӑчӗн катӑкӗсене пӑхса тӑнӑ чухне Том аран ҫеҫ нимӗн шарламасӑр тӳссе тӑма пултарчӗ.
3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.