Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӗнесене (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем хӗвелҫаврӑнӑшне вырса, тӑпачпа ҫапасшӑн мар, вӗсем ӑна комбайнпа пуҫтарасшӑн, ӗнесене алӑпа сӑвасшӑн мар, электричествӑпа сӑвасшӑн, вӗсем час-часах хулара пулаҫҫӗ, унтан хулари культурӑна илсе килеҫҫӗ.

Она хочет убирать подсолнух не серпом и цепом, а комбайном, доить коров не руками, а механической дойкой, молодежь часто бывает в городе и городскую культуру приносит в станицу.

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ӗнесене ӑҫта вырнаҫтарӑп?

А куда поставлю коров?

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тӑрӑлтатаҫҫӗ арӑмсем шуҫӑм тухнӑ-тухманах, ӗнесене хире кӗтӗве кӑларса янӑ чух; калаҫаҫҫӗ ҫӑл тарасисен тӗссӗр тусан ӑшӗнче ишекен ансӑр мӗлкисем айӗнче, витрисенчи шыва тӑкса ярса; пакӑлтатаҫҫӗ Дон хӗрринчи ҫатма пек яка шыв чулӗсем ҫинче ҫунӑ кӗпи-йӗмӗсене лаптак тукмаксемпеле ҫапа-ҫапа.

Гутарили бабы на прогоне зарей, когда прогоняли табун коров, под узенькой, плавающей в серой пыли тенью колодезного журавля, проливая из ведер воду, у Дона на плитняках самородного камня, выколачивая простиранные лохунишки.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӑвак шуҫӑмла, ӗнесене сума вӑрансанах, унӑн тутисем йӑл кулаҫҫӗ, унтан вӑл, мӗншӗн ҫапла иккенне чухламасӑрах, аса илет:

На заре, просыпаясь доить коров, она улыбалась и, еще не сознавая отчего, вспоминала:

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сапаланчӑк ҫӳҫ-пуҫлӑ тухатмӑш кӗпе вӗҫҫӗнех ӗне суса ларать, имӗш, вӑл пур, кӗтӳҫӗ, вырӑнтан та хускалаймасть, тухатнӑ иккен лешӗ ӑна; ӗнесене суса пӗтерет те хайхи, кӗтӳҫӗ патне пырса, унӑн тутине темскерле лапӑрчӑк сӗрсе ярать, ҫавӑн хыҫҫӑн кӗтӳҫӗ кунӗпех сурса ҫӳренӗ пулать.

Она была с распущенною косою, в одной рубашке, а он не мог пошевельнуться, так был околдован; подоивши коров, она пришла к нему и помазала его губы чем-то таким гадким, что он плевал после того целый день.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Пӑхни уҫҫӑнраххипе, кӑмӑл-туйӑм та лайӑхланни-и? — ответлемесӗр ыйтрӗ Сергей, темскер хӑйӗнни ҫинчен шухӑшласа тата юханшыв леш енче ҫыран хӗрринче ҫӳрекен ӗнесене курса.

Ясный взгляд и улучшение настроения? — не отвечая спросил Сергей, думая о чем-то своем и смотря на бредущих по берегу за рекой коров.

XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Выльӑх-чӗрлӗхе пӗлсе пӑхакансем вунӑ ҫул ӗнтӗ ӗнесене пӑявпа кӑкармаҫҫӗ…

— Хорошие животноводы уже лет десять не держат коров на налыгачах.

XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Паллӑ, ӗнесене электромашинӑпа сунӑ чухне виҫӗ тактлӑ агрегатпа усӑ кураҫҫӗ.

Известно, что электромашинную дойку коров производят трехтактным доильным агрегатом, —

XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Выльӑхсене памастӑр, пирӗн, тен, хамӑрӑн кӳлӗнсе, ӗнесене кӳлсе акмалла пулӗ те, вара пирӗнех ҫав инҫетри ҫӗрсем ҫине кайса ҫӳремелле пулать-и?

Скотину не даете, мы, может, на себе, на коровенках будем сеять, и нам же дальняя земля подлежит?

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫапла ӗнтӗ, юлташсем, — уҫӑлса кайрӗ Давыдов, — эпӗ акӑ мӗн тума сӗнетӗп: вак-тӗвек выльӑх-чӗрлӗхе тата ӗнесене колхозниксене каялла тавӑрса памалла, анчах та икӗ ӗне панисене каласа ӗнентермелле, пӗр ӗнине колхозӑн пӗрлештернӗ кӗтӗвӗнчех хӑварма ыйтмалла.

— Так вот, товарищи, — оживился Давыдов, — я предлагаю следующее: вернуть колхозникам мелкий скот и коров, но у кого было сдано по две коровы — тех сагитировать, чтобы по одной оставили в колхозном обобществленном стаде.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӗнесене каялла тавӑрса пама Мускавран приказ пур тет.

— Коров — приказано из Москвы — вернуть.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӗнесене ҫине витмен картана хупса вырнаҫтарнӑ хушӑра Демка Ушаковпа Разметнов пырса ҫитрӗҫ.

Пока на открытом базу размещали коров, пришел Размётнов с Демкой Ушаковым.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӗнесене тата?

А коровы?

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эпӗ ӗнесене тытса чарӑп…

— Я коров задержу…

28-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Михӗсенчен хӑмӑт пеккисем ҫӗленӗ, ҫуркунне ӗнесене кӳлмелле пулнӑ.

Из мешковины мастерили ярма, чтобы с весны начать пахать на коровах.

15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Халӗ те, ҫывӑракан «пӗчӗк кӗтӳҫӗ» ҫине пӑхса, генерал пӗрре — ефрейтор Биденко пекех — хӑйӗн ача чухнехи пурнӑҫне аса илчӗ: ялти ҫуллахи ире, ӗнесене, ешӗл симӗс улӑх тӑрӑх сарӑлнӑ сӗт пек шурӑ тӗтрене, тӗрлӗ тӗслӗ ҫутӑлакан сывлӑм тумламӗсене — ҫутӑрах кӑваккисене, ахаль кӑваккисене, хӗрлисене, саррисене.

И теперь, глядя на спящего пастушка, генерал – совершенно так, как однажды ефрейтор Биденко, – вспомнил своё детство: раннее деревенское утро, коров, туман, разлитый, как молоко, по ярко-зелёному лугу, разноцветные искры росы – огненно-фиолетовые, синие, красные, жёлтые.

28 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Ваня ҫинчен шухӑшласан ефрейтор Биденко хӑй пӗчӗк чухне мӗнле пулнине, ӗнесене ҫитерме ҫӳренине аса илнӗ.

Ваня как-то незаметно напоминал ефрейтору Биденко его самого, когда он был ещё совсем маленький и его посылали пасти коров.

7 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Выльӑхсене кнопка пусса пӑрӑх тӑрӑх шыв парать, каҫхине кӗтӳрен таврӑннӑ ӗнесене хӑваласа вырӑнӗсене кӑкарать.

Куҫарса пулӑш

Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

Ӗнесене апат лайӑх памалла, вӗсене вӑхӑтра ҫитерсе вӑхӑтра шӑвармалла, таса тытмалла, — тесе вӗҫлерӗ хӑйӗн сӑмахне.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем пӗлеҫҫӗ // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 175–176 с.

Тепӗр ӗнене шыв парса пӑхрӗ — ӗни шыва ӗҫсе ячӗ, аллинчи туйипе ӗнесем выртнӑ ҫӗрте хытса выртакан тислӗке тӗртсе илчӗ те, ӗнесене мӗнле пӑхмалли ҫинчен питӗ кӗскен каласа пама тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Вӗсем пӗлеҫҫӗ // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 175–176 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех