Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 28-мӗш сыпӑк

Пай: Стожар

Автор: Валентин Урташ

Ҫӑлкуҫ: Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.10.20 20:35

Пуплевӗш: 84; Сӑмах: 765

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Автанпа ҫапӑҫни

Аслӑ ҫул ҫине тухма инҫех те мар, «Векшин хуҫалӑхӗ» тавра ҫеҫ ҫаврӑнмалла.

Кӗтмен ҫӗртен кампа та пулин ачасемпе е Захар мучипе тӗл пулас марччӗ, тесе Санька участок ҫумӗнче вӗтлӗхелле пӑрӑнчӗ.

Вӗтлӗхре ӗне кӗтӗвӗ ҫӳрет.

Акӑ сасартӑк хӑвасем шуйттан шуса тухнӑ пекех ҫатӑртатма пуҫларӗҫ, ҫул ҫине, хура курак ҫуначӗ пек хуп-хура вӑкӑр, Автан ятлӑскер, сиксе тухрӗ. Ҫамки ҫинче унӑн шурӑ ҫӑлтӑр пур, сӑмсинчен тимӗр ункӑ янӑ, ҫамки ҫинче вара кӗске ҫӑм пайӑркисем кӑтраланса тӑраҫҫӗ. Кӗтӳрен уйрӑлса кайнӑ ӗнесем вӑкӑр хыҫҫӑн утаҫҫӗ.

Девяткин Санькӑна тӗм ӑшнелле сӗтӗрчӗ.

— Тӑпах тӑр! Вӑкӑр ҫулне пӳлсен пӗтрӗмӗр вара! Анчах Автан ачасене асӑрхамарӗ. Вӑл ешӗл шывкурӑкӗпе витӗннӗ пӗве урлӑ васкамасӑр каҫса кайрӗ, участок карти патне пырса тухрӗ. Вӑкӑр, хӑйӗн ҫулне пӳлме хӑйнӑшӑн тӗлӗннӗ пек пулса, чугун пек ҫирӗп ҫамкипе кивӗ картана пырса тӗкрӗ; лешӗ вара ҫатӑртатса йӑванса кайрӗ. Автан ун урлӑ каҫрӗ те, ӗнесем ҫинелле пӑхрӗ, пурне те участока кӗме чӗннӗ пек, вӑрӑммӑн тӑстарса мӗкӗрсе ячӗ.

Ӗнесем — хӗрлисем, хурисем, улисем — ӳкнӗ карта урлӑ сике-сике каҫрӗҫ, йӑрансем хушшине сапаланса пӗтрӗҫ. Вӗсем ешӗл купӑста пуҫӗсене ҫатӑртаттарса тата-тата илчӗҫ, тутисемпе хӗрлӗ кишӗрсене тӑпӑлтара-тӑпӑлтара кӑларчӗҫ, хӑярӗсене ҫырта-ҫырта пӑрахрӗҫ, помидорсене шӑршла-шӑршла пӑхрӗҫ.

Автан вара, хӑнасене тарават хуҫа пекех, хӑй нимӗне те тутанса пӑхмарӗ, йӑрансем урлӑ мӑнкӑмӑллӑн малтан малалла участок варринелле утрӗ.

— Эпӗ ӗнесене тытса чарӑп… Эсӗ кӗтӳҫ патне чуп. Хӑвӑртрах! — Санька ҫурӑм хыҫӗнчен кутамккине хывса ывӑтрӗ.

Куҫӗсем унӑн ҫивӗччӗн пӑхма пуҫларӗҫ, вӑл малалла чикӗнсе пружина пек пулчӗ. Санька пӗр-пӗр хӑрушлӑха кӗтсе илнӗ чух е ҫапӑҫӑва кӗнӗ чух яланах ҫапла пулаканччӗ.

Петька юлташне гимнастеркинчен тытрӗ:

— Ӑҫта эсӗ!… Автан вӗт унта!

— Кама калатӑп! — кӑшкӑрса ячӗ Санька. — Ӗнесем кунта пӗтӗм пахчана пӗтерсе тухӗҫ. Кӗтӳҫе чӗнсе кил!

Анчах та Петька Санькӑн хулпуҫҫинчен ҫирӗппӗн ярса тытнӑ та ниҫта хускалмасӑр тӑрать.

— Ухмаха ертӗн-и-мӗн? Йӑвалантарӗ акӑ сана Автан, мӑйраки ҫине тӑрӑнтарса лартӗ. Астӑватӑн-и, Векшин мучинне… Аяк пӗрчисене иккӗшне хуҫнӑччӗ вӗт. Ан ҫыхлан. Саня! Станцине кайма та вӑхӑт ҫитнӗ…

Кӗтмен ҫӗртенех вӗсем палланӑ сасӑ илтрӗҫ:

— Вӑт аҫа ҫапмансем, тӑранман хырӑмсем! Акӑ эпӗ сире!

Участокӑн чи аякри вӗҫӗнчен, йӑрансем урлӑ сиксе каҫа-каҫа, пушӑ лейкине сулкаласа Маша вӗҫтерсе килет.

Вӑл ӗнесем хушшине кӗрсе кайрӗ. Анчах ӗнесем ун ҫине ҫаврӑнса та пӑхмарӗҫ.

Санька Петькӑран хӑтӑлчӗ те Машӑна пулӑшма чупрӗ. Маша кӑшкӑрашрӗ, параппан ҫапнӑ аллипе лейкӑна шаккарӗ. Санька янӑраттарса шӑхӑрса ячӗ, вӑкӑра хӑваласа кӑшкӑрчӗ, шӗшкӗрен тунӑ вӑлта аврипе мӗн хуҫӑлса пӗтичченех енчен енне ҫапкаларӗ.

Ҫакӑн пек пур енчен те хӑваланине кура ӗнесем хӑйсемех анкарти урлӑ каҫса кайрӗҫ.

Сасартӑк вӑкӑр тискеррӗн мӗкӗрни Санькӑпа Маша хӑлхине хупласа хучӗ. Вӗсем хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗҫ. Автан вӗсем патнелле ыткӑнать. Ҫӑварӗнчен сӗлехи тӑсӑлса пырать унӑн, куҫӗсем ҫунса тӑраҫҫӗ. Пуҫне вӑл аялалла пӗшкӗртнӗ, сӑмси шӑтӑкӗсем ҫӗр ҫумӗнчен вӗркӗч пек икӗ пайӑрка тусан кӑларса пыраҫҫӗ, хӑйӗн вӑйне виҫсе пӑхма сӗнет тейӗн ҫав.

— Тарар хӑвӑртрах! — хӑраса ӳкрӗ Маша.

Тинех тарса та ӗлкӗреймӗн! Вӑкӑр вӗсем патнех ҫитрӗ ӗнтӗ. Санька хӗрачана хӑйӗн ҫурӑмӗпе хупларӗ, унтан Автана хуҫӑк вӑлта аврипе хӑратса, ерипен каялла чакма тытӑнчӗ.

Тӗмсем хушшинчен Степӑпа Федя та сиксе тухрӗҫ.

Маша участок урлӑ ут-вӗттин чупать, ҫав тери пысӑк Автан вара танк пек Санька ҫинелле пырать. Санька каялла чакать, вӑкӑр ҫинчен куҫне илмест, ӑна вӑлта аврипе хӑратать, касмӑкри йытта йӑпатнӑ пек, пӗрре хаярланса, тепре йӑлӑнса ӳкӗте кӗртме тӑрӑшать.

— Ну, ну, Автан, чарӑн ӗнтӗ, калле кай! Ан тив! «Ун ҫинчен куҫ илес марччӗ… тарас марччӗ», — тесе шухӑшларӗ вӑл. Анчах вӑкӑра Санька сӑмахӗсем ӳкӗте кӗртеймеҫҫӗ, вӑл ҫывхарнӗҫемӗн ҫывхарса ҫитрӗ.

Санька пӗшкӗнчӗ, пӗр ывӑҫ тӑпра тытрӗ, вӑкӑрӑн куҫӗнчен сапса хӑварчӗ. Унтан аяккинелле хӑвӑрттӑн тапса сикрӗ, тарма хӑтланчӗ. Автан самантлӑха чарӑнчӗ пуҫне силлекелесе илчӗ, сасартӑк малтанхинчен те тискерленсе каллех хӑвала пуҫларӗ.

— Вӗлерет ӑна вӑл! Вӗлерет! — кӑшкӑрса ячӗ Маша, аллисемпе пуҫне ярса илчӗ. Унтан, хӑйне хӑй пӗлмесӗр, карта ҫумӗнчен хулӑ туртса кӑларчӗ, хулли хур хӑваламалли ҫеҫчӗ, вӑл пурпӗрех вӑкӑр патнелле чупрӗ.

— Ӑҫта эс! — чупса ҫитрӗ Федя, унтан ӑна аяккинелле тӗртсе ячӗ те, малалла тапса сикрӗ.

Вӑл пӗтӗм вӑйпа чупрӗ, анчах вӑл, Маша пекех, урса кайнӑ Автана мӗнле чармаллине пӗлеймерӗ. Кӗтмен ҫӗртенех вӑл пахча ҫимӗҫ пухмалли кунтӑк ҫине такӑнса ӳкрӗ. Федя ӑна ҫавӑрса тытрӗ те Автан патнелле ыткӑнчӗ. Степа пӗр шалҫа сӗтӗрсе вӑкӑр патне тепӗр енчен васкаса чупрӗ.

Анчах Автан Санькӑран урӑх никама та асӑрхамасть.

Санька чееленме хӑтланчӗ, вӑкӑртан пӑркалана-пӑркалана тарчӗ, пӗрре сулахаялла, тепре сылтӑмалла хӑвӑрттӑн сике-сике ӳкрӗ. Автан хайхи, пурне те хӑнӑхса ҫитнӗскер, мӑйракипе ҫав тери вӑйлӑн пырса тӗкрӗ, ача айккинелле вӑркӑнса, лапах ҫӗр ҫине персе ӳкрӗ.

Малтанлӑха вӑл, хӗрсе кайнипе, ыратнине туймарӗ, вӑр-вар сиксе тӑчӗ те малалла чупрӗ, унтан темиҫе утӑмран каллех тӗшӗрӗлсе анчӗ. Автан мӗкӗрсе, сӗлекине юхтарса, каллех ӑна тӗкме хатӗрленчӗ. Ҫак самантра Федя ҫитсе ӗлкӗрчӗ. Вӑл, кунтӑкне меллӗн сулса, вӑкӑр пуҫӗ ҫине тӑхӑнтартса лартрӗ. Автан ним курми пулнипе пӗр вырӑнта ҫаврӑнкаласа, пуҫне пӑркаласа тӑчӗ, унтан кӑтӑрса кайса мӑйракипе ҫӗре чакалама тытӑнчӗ. Ҫапах та тинех вӑл хӑрушӑ марччӗ ӗнтӗ.

Петькӑпа кӗтӳҫӗ чупса ҫитрӗҫ. Кӗтуҫӗ пушшине пӑшал пенӗ пек шартлаттарса, вӑкӑра участокран хӑваласа тухрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех