Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пур алӑксем те хӗрлӗ, йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ, алӑк хӑлӑпӗсене ылттӑн тӗспе сӑрланӑ.И все двери были блестящие, красные, с желтыми золочеными ручками.
Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.
Такам, пысӑк хачӑпа сӑрӑллӑ ӳкерчӗксене касса кӑларса, симӗс тӗспе витӗннӗ хир варринчи юпасем ҫине ҫыпӑҫтарнӑ пек курӑнса лараҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш блиндаж // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 54–76 с.
Такам, темле пысӑк хачӑпа сӑрӑлӑ ӳкерчӗксене касса кӑларса симӗс тӗспе витӗннӗ хир варринчи юпасем ҫине ҫыпӑҫтарнӑ пек курӑнса лараҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш блиндаж // Георгий Шумилов. Гайдар, Аркадий Петрович. Тӑваттӑмӗш блиндаж: калав; вырӑсларан Г.С. Шумилов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с.
Хӑлхи ҫинчи бирюза хӑлха алкийӗ те, ҫӳҫӗсене тӗрлӗ тӗспе сӗрсе якатни те, ӳт-пӗвне ҫавӑрӑнӑҫлӑн хускаткалани те — ку тарҫӑ лайӑхланнӑ ҫӗнӗ ӑруран тухнӑ ҫын иккенне палӑртса тӑрать.
I // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ҫапах та нӳрӗ хӑйӑрлӑ ҫул ҫинче темле ҫавракарах япала тӗттӗмре те хӗрлӗ тӗспе йӑлтӑртатни курӑнать.Но на сыром песку дорожки, ярко алея даже сквозь разлитую мглу, виднелся кругловатый предмет.
Роза // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 169–170 с.
Пысӑках мар факел, урайне чиксе лартнӑскер, пӳлӗме симӗсрех тӗспе ҫутатать.Небольшой факел, воткнутый в пол, горел зеленоватым огнем и один освещал комнату.
X // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Ун стенисене вӗтӗ кӑвак изразецсемпе витсе тухнӑ, алебастртан касса кӑларнӑ ҫӳхе юпасем мрамор маччана тӗревлесе тӑраҫҫӗ; ҫав мачча та, юпасем те витӗр кӑтартаҫҫӗ… шупка хӗрлӗ ҫутӑ пур енчен те пӳлӗме ӳкет, пур япалана та темле вӑрттӑн, пӗр евӗрлӗ тӗспе ҫутатать; тӗкӗр пек тикӗс урай варринчи ансӑр кавир ҫинче парча минтерсем выртаҫҫӗ.
IV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Художник хушӑран темле таса, иккӗлентерекен тӗспе витӗннӗ тӳпене пӑхкаласа илчӗ, кашни пӑхмассерен унӑн ҫӑварӗнчен: «мӗнле таса тӗс!» е «тарӑхтарать, мур илесшӗ!» тенӗ сӑмахсем туха-туха кайрӗҫ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Унӑн пит-куҫӗ ҫуталчӗ, питҫӑмартисем шупка хӗрлӗ тӗспе карӑнчӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Сасартӑк чӳрече кантӑкӗсем ҫуталса кайрӗҫ, пӳлӗм кӗренрех тӗспе ҫуталчӗ.Стекла окна вдруг блеснули, и в, комнате стало светло и розово.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ыттисем те ӗҫсӗр юлмарӗҫ — юр кермене эрешлерӗҫ, тӗрлерӗҫ, кӗмӗл тӗспе сӑрларӗҫ.
Хӗл Мучи парни // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 52,56 с.
Аксинья пиҫнӗ чие ҫырли пек хӗрелсе кайрӗ те, унӑн пӗчӗкҫӗ хӑлха вӗҫӗсем те кӗрен тӗспе пӗвенсе ҫуталчӗҫ, ҫапах та хӑй, Прохор ҫине ҫилӗллӗн чӑрр! пӑхса илсе, шӑппӑнраххӑн тавӑрса каларӗ:
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Петро вилтӑприйӗ ҫинче нумай пулмасть лартнӑ тирек ҫамрӑк тураттисене чӳхентерсе кашлать; ҫывхарса килекен кӗркунне ун тӑрринчи ҫулҫӑсене ӗмӗрӗ кӗскелсе килнине хурлӑхлӑн систерекен сарӑ тӗспе сӑрласа ӗлкӗрнӗ.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унашкал кунсенче кӗпере шыв илет, анчах нумайлӑха мар: тепӗр икӗ сехетренех сӑрт-тусем ҫинчен урӑм-сурӑм пӗтӗрӗнсе юхса аннӑ шыв, нумай пулмасть пахчасене тустарса, ҫатан картасене юпи-мӗнӗпе йӑвантарса кайнӑскер, майӗпен-майӗпен чакса пырать те унтан кӗҫех ҫырман ҫаралса юлнӑ тепӗнче пурӑпа нӳрӗк шӑрши кӗрекен, шыв ҫуса кайнӑ йӗпе чулсем вӗр-ҫӗнӗ тӗспе ҫуталма тытӑнаҫҫӗ.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Анӑҫра ҫаплах-ха анса ларнӑ хӗвел чӗртсе хӑварнӑ пӗлӗт лаптӑкӗ йӑмӑх хӗрлӗ тӗспе кӑварланса ҫунать.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Бунчук, ҫав тери сехӗрленсе ӳксе, унӑн питне сӑн кӗме, тӑнлавӗсем ҫутӑрах тӗспе сарӑхма пуҫланине асӑрхарӗ.С безграничным ужасом заметил Бунчук, что лицо ее светлеет, становится прозрачней, желтей у висков.
XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вырӑнӗ-вырӑнӗпе ҫеҫ пӗлтӗрхи хыт хура тӗмӗсем палӑраҫҫӗ; таракан кӗпҫи хӗрлӗ хӑмӑр тӗспе йӑмӑхнӑ; сӑрт ҫамки ҫинчи хурал ҫурчӗсем кӑваккӑн ҫуталса курӑнаҫҫӗ.
XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Шыв куҫӗ вара, кӑшт кӑна палӑракан сивӗ пӑспа сывласа, ҫав-ҫавах хаваслӑ та хӑрушӑ тӗспе йӑлтӑртатса хуралать.А полынья чуть дымилась паром и так же радушно и жутко чернела.
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫурт ҫи виттийӗн тутӑхнӑ кӗтесӗ ҫине хӑяккӑн хунӑ пек курӑнса, хӗвел нӳрӗрех хӗрлӗ тӗспе тӗлкӗшсе ҫунать, кӗҫ-вӗҫ ҫӗре татӑлса анса, пӳртӗн ку е тепӗр енне кусса каяссӑн туйӑнать.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Анчах ыран ҫуркунне ҫӳллӗ вырӑнсене йӑлтах шупкарах симӗс тӗспе витсе тухрӗ, ҫеҫенхир ирпе сасартӑк мӑкӑрланма пуҫларӗ, васансем, ҫырмасем тӑрӑх ҫурхи шывсем кӗрлесе анчӗҫ, пӗр каҫ хушшинчех Кубань пӑрне ҫӗмӗрсе тухрӗ те: «У-у-ух! Епле юрататӑп эпӗ ҫуркуннене!» — тенӗ пек шиклӗн кӗрлесе кайрӗ.
XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.