Шырав
Шырав ĕçĕ:
Апатлантӑмӑр, «шур пуҫа» пушатрӑмӑр.
Кӑмпара // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
Ҫавна май пӗр юрӑри «Кала-кала аннеҫӗм ачалӑхӑм ӑҫта?» йӗркесем пуҫа пырса кӗреҫҫӗ.В связи с этим вспоминаются строки из одной песни "Скажи-скажи, мама, где мое детство?"
Мал ӗмӗтлӗ Карина // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22
Арҫыннӑн куҫӗсем чарӑлнӑ: — Сирӗн умӑрта пуҫа таятӑп!
Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№
Пуҫа пӗр спектакльти эпизод пырса кӗчӗ.
Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №
Ырӑ-ырӑ шухӑшсем пуҫа килеҫҫӗ вара...
Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№
Ав, пуян чунлӑ, «ылтӑн» алӑллӑ, пуҫа усма хӑнӑхман ӑстаҫӑ питӗнче яланах ӑшӑ кулӑ вылять.
Эрешлӗ йывӑҫ - кил-ҫурт илемӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02
Тепӗр тесен ача вӑхӑта компьютерсӑрах кӑсӑклӑ ирттертӗр тесе аслисенчен чылайӑшӗ хӑй енчен пуҫару тумасть: пӗрле тӗрлӗ вӑйӑ вылясси, кӗнеке чылай вуланӑшӑн е хуҫалӑхри пӗр-пӗр ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑшӑн хавхалантарасси пуҫа та кӗмест.
Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№
Кам чапне пуҫа таяс?
Эп харсӑр Пушкина вулатӑп, Ҫунатӑп унӑн хӗмӗпе // Рима ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.06.01
Ку, ачашши, ҫапла калани пуҫа вырнаҫмарӗ.
Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №
Кӗтерин шкапран тин кӑна кӑларса пуҫа ҫыхнӑ вӗр ҫӗнӗ тутӑра хӑрӑмлӑ кӑмакана ывӑтрӗ.
Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №
Юрлани-ташлани, юлташсемпе тӗл пулни пурнӑҫра нумай пулӑшать, пуҫа усма памасть.Песни-танцы, встреча с друзьями много помогает в жизни, не дает унывать.
«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Пуҫа ӗҫлеттерни пӑсӑклӑ мар, — шухӑшне палӑртрӗ вӗрентекен.Не во вред заставлять работать голову, - уточнила свои мысли учитель.
«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Эпир, ачасем, ҫерем ҫине ларнӑ та пуҫа ҫӳлелле каҫӑртса пӑхатпӑр.
Хапха ҫинчи пӗрремӗш кадрсем // Михаил Игнатьев. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26
Телевизор пӑхса выртас е урамра уҫӑлса ҫӳрес, алса-нуски ҫыхас е кӗнеке вулас вырӑнне пуҫа тата куҫа ыраттарса ларнишӗн уйӑхра пилӗк пин хушма укҫа тӑвать.
Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html
Вунӑ ачаран та сахалрах класра вара кирек кам та мӗн пуҫа кӗменни ҫинчен урокрах тепӗр хут ыйтса хурав илме пултарать.
Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
Пӗр салтак чупса пычӗ те кӗсьерен бинт илсе пуҫа ҫыхрӗ.Один солдат подбежал, вытащил с кармана бинт и забинтовал голову.
Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№
Профсоюз ӗҫӗнче, тӗрӗссипе, пуҫаруллӑ ҫынсем - чӑн-чӑн лидерсем анчах пуҫа усмасӑр нумай ҫул пикенсе вӑй хума пултараҫҫӗ.
Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
18. Сире никам та йӑваш шухӑшлӑ пек пулнипе, ангелсене хисеплесе пурӑннипе илӗртсе ан улталайтӑр — ун пек ҫынсем курманнине курнӑ пулаҫҫӗ, хӑйсенӗн пӑсӑлнӑ ӑсӗпе мӑнкӑмӑллӑланаҫҫӗ, 19. ун пек ҫынсем Пуҫа пӑхӑнмаҫҫӗ, анчах та тӗрлӗрен сыпӑнса тӑракан пайсенчен пулнӑ тӑл-пӳ, Турра юрӑхлӑ ӳсмешкӗн, Пуҫран вӑй илсе тӑмалла-ҫке.
Кол 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй ӑссӑр галатсем! сире Иисус Христос ҫинчен Ӑна хӑвӑр куҫӑр умӗнче пӑталанӑ пекех витӗмлӗн каласа панӑччӗ-ҫке, сирӗн пуҫа кам ҫавӑрнӑ вара — чӑнлӑха пӑхӑнми тунӑ.
Гал 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Турӑ ырӑлӑхӗпе эпир ҫак ӗҫе туса тӑмалла пултӑмӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ пуҫа усмастпӑр; 2. намӑсла вӑрттӑн ӗҫсене хутшӑнмастпӑр, чееленместпӗр, Турӑ сӑмахне пӑсмастпӑр, пур ҫынна та Турӑ умӗнче чӑннине анчах каласа паратпӑр.
2 Кор 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.