Шырав
Шырав ĕçĕ:
Коллежски секретарь Иванов коллежски советнике Иван Иваныча хӑй ӑна чунтан пӑрӑнса тӑни ҫинчен шантарса пӗлтерет пулсан, Иван Иваныч никамран та чунтан пӑрӑнса тӑрасса кӗтме ҫуккине хӑйӗнченех пӗлет, уйрӑм илсен, Иванов хӑйӗн ашшӗне чылаях хаклӑ хакпа пилӗк хут сутнине унтан та ытларах пӗлет, ку тӗлӗшпе Иванов ашшӗне виҫӗ хут кӑна сутма ӗлкӗрнӗ Иван Иванычран хӑйӗнчен те иртсе кайнӑ ӗнтӗ, ҫапах та Иван Иваныч ӑна Иванов парӑнса тӑнине ӗненет, урӑхла каласан та, ӗненсех мар ӗнтӗ, ӑна ҫавӑншӑн кӑмӑл тӑвать, ӗненмест пулин те, — ӑна хӑйне улталама ирӗк парать, апла пулсан, ӗненмест пулин те, ҫапах та ӗненетех.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Макар ҫав кунах Демка Ушков арӑмӗнчен юрӑхлӑ хакпа хуҫалӑхра ытлашши автана туянчӗ те, Ҫӑрттан мучи ӑна Майданников патне кайса пачӗ.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Станица пухӑвӗнче ваттисем ӑна казаксен войски шучӗпе ӑсатма йышӑннӑ: хайхискере йӳнӗ хакпа пӗр ҫӳрен лаша, йӗнер, икӗ шинель, икӗ шӑлавар, атӑ илсе панӑ…
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Инҫетрен пӑхсан юмахри пек курӑнакан хула халь ӗнтӗ кукӑр-макӑр йывӑҫ пек тухса тӑрать; ҫурчӗсем унӑн питӗ васкаса, йӳн хакпа тунӑ пек курӑнаҫҫӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Куратӑп: хӗрхенет мана, юратать те пуль… анчах ку юратӑва, биржӑра тавар туяннӑ пек, ҫав-ҫав вӑхӑтра, ҫав-ҫав хакпа туянма пулать…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл Штольц умӗнче мухтанма тытӑнчӗ: вырӑнтан тапранмасӑрах ӗҫе питӗ лайӑх йӗркелесе ятӑм, повереннӑй тарса ҫӳрекен мужиксем ҫинчен тӗпчесе пӗлет, тырӑ хаклӑ хакпа сутать те халӗ пин те ҫурӑ укҫа ярса пачӗ, паллах, кӑҫал куланай пуҫтарса кунта ярса парать, терӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӑна валли ятарласах ҫӗлетнӗ мундир ҫинчен те ӗмӗтленнӗ вӗсем, вӑл палатӑра советник пулнине те ӑсра сӑнарланӑ, амӑшӗ ӑна губернатор та тӑвасшӑн пулнӑ; анчах ҫаксем патне мӗнле те пулин йӳнӗрех хакпа, тӗрлӗ чеелӗхсемпе, вӗренӳпе хисеп ҫулӗ ҫинчи чулсемпе чӑрмавсенчен вӑрттӑн ҫаврӑнса иртсе, вӗсен урлӑ ҫӑмӑллӑн каҫса ҫитесшӗн тӑрӑшнӑ, урӑхла каласан, чунпа ӳт-пӗве халтан ямасӑр, ҫӑмӑллӑн, ача чухнех турӑ пиллесе панӑ самӑрлӑха чакармасӑр, ахаллен, йӑлисене тытса пырса, мӗнле те пулин аттестат илмелле, унтан Илюша пур наукӑсемпе искусствӑсене те вӗренсе тухнӑ, тесе ҫырнӑ пултӑр.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ун чухне те вӑл промышленниксене хӑйсен таварне йӳнӗрех хакпа суттарчӗ вӗт.Он все-таки заставил тогда промышленников продавать сталь по дешевым ценам.
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ушкисем урамри хакпа ҫӳренӗ.
XXX. Хатӗрлемелли класра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Шхунӑна хатӗрлесе яракан сутуҫӑсем хушшинче епле кӑна ирсӗр хирӗҫӳсем хускалаҫҫӗ, тишкӗрсе шавлаҫҫӗ, ҫавӑнтах тем-тем сутаҫҫӗ — хӑшпӗр хатӗрсемпе ӗҫме-ҫимесене ирӗксӗрех хӑварма тивнӗ те вӗсене ҫавӑнтах йӳнӗ хакпа сута-сута янӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах та мӗнле хакпа?
Высушилсем, упӑшкипе арӑмӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Хӑй хакӗнчен самай-самай йӳнӗрех хакпа, Виктор Петрович, ҫавна калама ан манӑр следователь юлташа, юрать-и?Но за очень и очень мизерные деньги, Виктор Петрович, не забудьте сказать об этом следователю.
Пиллӗкмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Пӗр паллӑ предприяти /ӑна рекламӑлас мар тесе ятне палӑртмӑпӑр/ йӳнӗрех хакпа 40 тонна хутӑш удобрени кӳрсе пама пулчӗ.
«Кӗрӳ манпа пӗр шухӑшлӑ пулни савӑнтарчӗ» // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
Иртен-ҫӳрене йӳнӗрех хакпа ҫула тухма сӗнеҫҫӗ.
Водитель ҫынсен пурнӑҫӗшӗн яваплӑ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2893.html
Хальхи вӑхӑтра кашни хуҫалӑх хӑй пӗлнӗ пек калаҫса татӑлнӑ хакпа сутать.
Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
Мӗншӗн тесен Раҫҫее ют ҫӗр-шывсенче йӳнӗрех хакпа туса илнӗ продукци каплансах килет.Потому, что в Россию по дешевой цене поступает заграничная продукция.
Ӑрша чупнине курасчӗ // Иван ПАТШИН. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№
Унта тавар хаклӑрах хакпа сутӑнатчӗ, тупӑш ытларахчӗ.
Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №
Маларах асӑннӑ паллаканӑмӑн пилӗк пинӗ ҫав лавккара йӳнетнӗ хакпа (вырӑсла ӑна распродажа теҫҫӗ-ха) сутакан виҫӗ мӑшӑр нуски илме ҫитет-тӗр.
Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html
9. Ку мирӑна пысӑк хакпа сутса, укҫине кӗлмӗҫсене пама пулатчӗ, тенӗ.9. Ибо можно было бы продать это миро за большую цену и дать нищим.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: ӑна Ҫурт управӑшне пӑрах — мӗн тери пысӑк хакпа хакларӗҫ вӗсем Мана! терӗ.13. И сказал мне Господь: брось их в церковное хранилище, - высокая цена, в какую они оценили Меня!
Зах 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.