Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тен, чакалкӑсем сисеҫҫӗ пуль те, кӑмӑлсӑрланнӑ сӑн-питлӗскерсем, тепӗр еннелле каҫаҫҫӗ пуль; ман тӗлте, сывлӑшра, хӑйсене калама ҫук пысӑк утравсем пек курӑнакан ҫулҫӑсем хушшипе вӗҫсе, вӑрӑмтунасем нӑйӑлтатаҫҫӗ: пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, тӑваттӑ, ҫӗр, пин, мӗльюн вӑрӑмтуна, вӗсем пурте вара, мӗн те пулсан каласа, е мӗншӗн те пулин ман тавра нӑйӑлтатаҫҫӗ; тата вӗсенчен кашниех, ман пекех, ыттисенчен уйрӑм Дмитрий Оленин».
XX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Анчах вӑл утравсем ытла та инҫетре, ҫавӑнпа та эпӗ унта каясси ҫинчен татсах калаймарӑм.Но острова были очень далеко, и я не решался направиться к ним.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
«Кӑҫалхи ҫулла эпир ялан тенӗ пекех хуларан утравсем ҫине каятпӑр; хальхинче пирӗнпе савнӑ тусӑм пырать: епле кӑмӑллӑ ку маншӑн».
XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫулла вӗсем кашни уявра тенӗ пекех кимӗсемпе утравсем ҫине ҫӳретчӗҫ.Летом они почти каждый праздник ездили на лодках на острова.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗррехинче ҫапла ҫичӗ сехете ҫити вӗҫрӗмӗр, кӗскерех ҫул пулнӑ пулсан лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ, мӗншӗн тесен Карск тинӗсӗ ҫийӗн икӗ енне кайса Ҫӗнӗ Ҫӗр ҫине таврӑнсан та тупаймарӑмӑр ӑна, ҫав тем пысӑкӑш утравсем халиччен йӑнӑшпа ҫеҫ географи карттине кӗнӗ тейӗн ҫав.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кӑчӑк туртакан кӗтессем, ӑрӑмлӑ ушлӑхсем, пырсем, бухтӑсем, чечен утравсем пула-пула тӑнӑ.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӗсем ҫыран таврашӗнчи утравсем тӑрӑх тинӗс енчен иртӗҫ, «Пахтусов» вара ҫав вӑхӑтра ӑҫта та пулин ҫывӑхра ӗҫлесе тӑрӗ, ҫапла тусан унпа пӗрмай ҫыхӑнса тӑма пулать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Е тата, ҫӗтӗке тӑскаласа, тӗрлӗрен утравсем тӑватӑн, унтан-кунтан вӗсене каналсемпе ҫуратӑн, шыв илтеретӗн…Неплохо также было обводить сухие островки, рассекать их каналами, устраивать наводнения…
13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӗсем вара кимӗпе кӳлӗри пӗчӗк утравсем тавра ярӑнма тухса кайрӗҫ; хӑшпӗр утравӗсем ҫине анса ҫӳрерӗҫ.Они поехали на лодке по озеру, около островов, посещали некоторые из них.
XIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Тӗнче ҫӳп-ҫап айне пулса пырать, океанра пластик утравсем ишеҫҫӗ.
Кирлех-и завод? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.03.07
18. Вара вӑл утравсем енне ҫул тытӗ те чылайӑшне ярса илӗ, анчах та пӗр ҫулпуҫ унӑн чӑрсӑрлӑхне чарса лартӗ — хӑйне кӑтартнӑ мӑшкӑла ӑна каялла тавӑрса парӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Магог ҫӗрӗ ҫинче тата утравсем ҫинче пӗр шухӑшсӑр пурӑнакансем ҫине вут-ҫулӑм ярӑп, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ.6. И пошлю огонь на землю Магог и на жителей островов, живущих беспечно, и узнают, что Я Господь.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Халӗ, эсӗ пӗтнӗ кун, утравсем чӗтренчӗҫ; эсӗ епле пӗтни тинӗсри утравсене шуйхантарчӗ.
Иез 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫӳлхуҫа Турӑ Тир хулине ҫапла калать: сана пӗтерме пуҫласассӑн, эсӗ ӳкнӗ чухне ҫӗкленнӗ шӑв-шавпа, аманнисем йынӑшнипе утравсем чӗтренмӗҫ-ши?
Иез 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эй халӑхсем, Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр, ӑна инҫетри утравсем ҫине ҫитерсе ҫапла калӑр: «Израиле Кам сапаласа янӑ, Ҫавах пуҫтарӗ, Вӑл ӑна кӗтӳҫӗ хӑйӗн кӗтӗвне сыхланӑ пек сыхлӗ».
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӗсем хушшинче хӑват кӑтартӑп, вӗсен ҫӑлӑнса юлнӑ ҫыннисем хушшинчен хӑш-пӗрисене халӑхсем патне — Фарсис хулине, Пул тата Луд енне, ухӑ карӑнтаракансем патне, Тубал тата Яван енне, Ман ҫинчен илтмен, Манӑн мухтавӑма курман аякри утравсем ҫине — ярӑп; вара вӗсем халӑхсене Манӑн мухтавӑма пӗлтерӗҫ.
Ис 66 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫапла, Мана утравсем кӗтеҫҫӗ, кунталла Фарсис карапӗсем ишеҫҫӗ, вӗсем санӑн аякри ывӑлусене, ывӑлусемпе пӗрлех вӗсенӗн ылтӑн-кӗмӗлне санӑн Ҫӳлхуҫа Туррун ячӗпе, Израиль Святойӗн ячӗпе илсе килеҫҫӗ — Вӑл сана мухтава кӑларчӗ.
Ис 60 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Манӑн тӳрӗлӗхӗм ҫывӑхрах; Манӑн ҫӑлӑнӑҫӑм та ҫӗкленсе тухать; вара Манӑн аллӑм халӑхсене сут тӑвӗ; утравсем Мана шанма пуҫлӗҫ, Манӑн хӑватӑма шанса тӑрӗҫ.
Ис 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй утравсем, итлӗр Мана, эй тӑнлӑр, аякри халӑхсем: Ҫӳлхуҫа Мана ҫураличченех чӗнсе илнӗ; аннем варӗнче чухнех ятран чӗннӗ.
Ис 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӑрах чӗнмерӗм Эпӗ, тӳсрӗм, тытӑнса тӑтӑм; халӗ вара ҫуратакан арӑм пек кӑшкӑрӑп, пӗтӗмпех аркатӑп, хыпса ҫӑтӑп; 15. тусемпе сӑртсене пушатса хӑварӑп, унти мӗнпур курӑка хӑртса ярӑп; юханшывсенчен утравсем тӑвӑп, кӳлӗсене типӗтӗп; 16. суккӑрсене вара хӑйсем пӗлмен ҫулпа ертсе кайӑп, вӗсене паллӑ мар ҫулсемпе илсе ҫӳрӗп; сӗмлӗхрен вӗсен умӗнчи ҫутӑ тӑвӑп, кукӑр ҫулсене тӳрлетӗп: вӗсемшӗн акӑ мӗн тӑвӑп Эпӗ — вӗсене пӑрахмӑп.
Ис 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.