Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫепӗҫҫӗн сăмах пирĕн базăра пур.
ҫепӗҫҫӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Аян, — хӗр ҫепӗҫҫӗн чӗнчӗ, тата мӗн калам-ши тенӗн шухӑшлӑн чарӑнчӗ те — сасартӑк каччӑн хӑвӑрт ӗненекен, вӑйлӑ, юмарт чунӗ хӑйне хӑех ӑна тӗрӗс ҫул ҫине тӑратрӗ.

— Аян, — мягко сказала девушка, остановилась, придумывая, что продолжать, и вдруг простая, доверчивая, сильная душа юноши бессознательно пустила ее на верный путь.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Тин кӑна ачашшӑн та ҫепӗҫҫӗн калаҫакан Машук кӑмӑлне такамсем пӗтӗмпех улӑштарчӗҫ тейӗн, тӑрст-тӑрст! уткаласа ҫӳрерӗ вӑл кил ӗҫӗсене тунӑ майӑн, мунчаран таврӑннӑ арҫынсене сӑйланӑ чухне те сӗтел ҫине шап! лартрӗ кӑмакаран кӑларнӑ шаркку чӳлмекне, шапӑр! тӑкса пачӗ йывӑҫ кашӑксене.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах милиционер вӑл хулран ҫепӗҫҫӗн тытса пыракан майра мар, ахальтен ҫӳремест…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Утнӑ май ӑшӗнче те, сасӑпа та ҫепӗҫҫӗн пӑшӑлтатать:

Она шла, шепча то мысленно, то словами:

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ассоль хӑйне килти пек туять; ҫынсемпе тӗл пулнӑ чухнехиллех — йывӑҫсене те сывлӑх сунать, урӑхла каласан — вӗсен сарлака ҫулҫисене ҫепӗҫҫӗн тыта-тыта чӑмӑртать.

Ассоль чувствовала себя, как дома; здоровалась с деревьями, как с людьми, то есть пожимая их широкие листья.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Хӑй тӗллӗн темӗн мӑкӑртата-мӑкӑртата Ассоль ашшӗн чӑлханса пӗтнӗ кӑвак ҫӳҫне якатрӗ, мӑйӑхӗнчен ҫепӗҫҫӗн чуп турӗ те — унӑн ҫӑмламас хӑлхисене хӑйӗн ҫип-ҫинҫе пӗчӗк пӳрнисемпе хупласа хучӗ:

Ассоль, приговаривая что-то про себя, разгладила его спутанные седые волосы, поцеловала в усы и, заткнув мохнатые отцовские уши своими маленькими тоненькими пальцами, сказала:

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

— Вероника, — хӗре ҫепӗҫҫӗн хулран тытрӗ Юрий.

Куҫарса пулӑш

Суд // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Кино курса тухнӑ хыҫҫӑн Аля Сашӑна ҫепӗҫҫӗн хулӗнчен тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Саша // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

— Ырӑ каҫ пултӑр сире те, Владимир Кириллович, — ҫепӗҫҫӗн кӗтсе илчӗ вӑл хӑнасене.

Куҫарса пулӑш

Аля. Алевтина // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

— Вероника, лар, ура ҫинче тӗрӗслӗх ҫук теҫҫӗ, — аллинчен ҫепӗҫҫӗн туртрӗ ӑна Юрий Владимирович.

Куҫарса пулӑш

Вероника // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Саша ӗҫрен таврӑнса ҫӑвӑнса тасалнӑ хыҫҫӑн мӑшӑрне ҫепӗҫҫӗн ыталаса чуптурӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Ытла та ҫепӗҫҫӗн те илемлӗн янӑрать хӗр сасси пӗчӗк те тирпейлӗ пӳлӗмре.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

— Ой, каҫар, савӑннипе пулчӗ ку, — ҫӗр ҫине ҫепӗҫҫӗн тӑратрӗ вӑл пулас мӑшӑрне.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Ытла та ҫепӗҫҫӗн калаҫнӑччӗ унпа ун чухне Виктор Иванович.

С ней тогда Виктор Иванович очень вежливо говорил.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Зоотехник вара ӑна ҫепӗҫҫӗн сывлӑх сунчӗ.

Зоотехник же лишь вежливо поздоровался с ней.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

— Сывлӑхсем мӗнле, Анна Ильинична? — ҫепӗҫҫӗн ыйтрӗ ума ҫитсе тӑнӑ арҫын.

— Как здоровье, Анна Ильинична? — вежливо спросил подошедший мужчина.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Вара хӑйне пӑхӑнса тӑракан матросӑн хаклӑ мӑшӑрне икӗ аллипе чиперрӗн ҫӗклесе тӑратрӗ те ҫепӗҫҫӗн ҫавӑтса шурӑ пусмапа витнӗ диван ҫине пырса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Жандарм питех те ҫепӗҫҫӗн (эх, Рюк-Рюгенау баронесса ҫук-ҫке!) пӳрнине картус сӑмси патне перӗнтерсе илчӗ те ларчӗ.

Жандарм с изысканной вежливостью (эх, нет баронессы Рюк-Рюгенау!) приложил палец к козырьку фуражки и сел.

XXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Ҫиелтен пӑхсан, Зверков господин питех кӑмӑла каякан ҫын марччӗ: сарлака та тӑваткал питҫӑмарти ҫинчен шӑшинни пек чее куҫсем йӑлтӑртатса тӑратчӗҫ, пысӑк та шӗвӗр, сарлака та уҫӑ ҫунатсемлӗ сӑмсийӗ малалла кӑнтарса тӑратчӗ; кӑвакара пуҫланӑ пӗртан каснӑ ҫӳҫӗсем картлӑ-картлӑ ҫамки патӗнчен ҫӳлелле хӑпарса каятчӗҫ; ҫӳхе тути тӑтӑшах вылянса, ҫепӗҫҫӗн кулса ҫӳретчӗ.

Наружность самого г. Зверкова мало располагала в его пользу: из широкого, почти четвероугольного лица лукаво выглядывали мышиные глазки, торчал нос, большой и острый, с открытыми ноздрями; стриженые седые волосы поднимались щетиной над морщинистым лбом, тонкие губы беспрестанно шевелились и приторно улыбались.

Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.

Питӗ килӗшни — ӑстаҫӑ пур-ҫук тӗссемпе хавассӑн та ҫепӗҫҫӗн янӑракан тӗрӗллӗ япала тума пӗлни, ҫӗкленӗ тӗррӗн кукрашкисене питӗ хӑвӑрт ӑнланни.

Мастерица малыми средствами сумела сделать прекрасную вещь, чувствуется, что она уже разобралась в особенностях браного узора.

Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех