Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫепӗҫҫӗн сăмах пирĕн базăра пур.
ҫепӗҫҫӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вӗсемшӗн эсӗ айӑплӑ мар, Хрестук, — терӗ тс Сергей хӗре хӑй ҫумнерех туртса илчӗ, ӑна вӑрахчен сӑмах чӗнмесӗр пуҫӗнчен, хулӗсенчен лӑпкаса ларчӗ, унтан ҫепӗҫҫӗн тытса ыталарӗ те тутинченех чуптурӗ.

Куҫарса пулӑш

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Хӗр ӑшӑ аллисемпе йӗкӗте ҫепӗҫҫӗн питӗнчен ҫупӑрласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Хрестук, кунта чылайранпа-и эсӗ? — ҫепӗҫҫӗн ыйтма тӑрӑшрӗ йӗкӗт.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ыттисенчен ан юл ӗнтӗ, — ҫепӗҫҫӗн сӗнчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эсӗ тӗлӗнмелле хитре ҫеҫ мар, тӗлӗнмелле ӑслӑ та иккен, — хулпуҫҫийӗнчен ҫепӗҫҫӗн ачашласа илчӗ ӑна Сергей.

Куҫарса пулӑш

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эс унта пулман-им-ха? — ҫепӗҫҫӗн ыйтрӗ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эх, эсӗ, ҫемҫешке! — терӗ вӑл Бориса, ун ҫумне ҫепӗҫҫӗн йӑпшӑнса…

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Ҫепӗҫҫӗн кулса ярсан, хуйхӑллӑ ҫынна та савӑнӑҫ кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Вӑл ачашланнӑ пек ҫепӗҫҫӗн авкаланкаласа черчен аллисемпе ҫамки ҫинчи ҫӳҫ пайӑркисене тутри айне сӑтӑрса кӗртнӗ.

Вот она, по-детски неуклюже, убирает со лба нежными руками выбившиеся прядки.

«Маннӑ» ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Йӗркеллӗ, ҫепӗҫҫӗн каларӗ:

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫырмара ҫепӗҫҫӗн шӑнкӑртатса шыв юхать.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унӑн купӑсӗ е баянӗ кирек епле кӗвве те ҫепӗҫҫӗн, чуна пырса тивмелле каланӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Вӑйлисем, хӑюллисем ӑмӑртрӗҫ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%b2a%d0 ... 2%d1%80ec/

Ҫӳлти хута хӑпарма тытӑнайнӑччӗ — такам сӗрме купӑспа чӑвашла кӗвӗ калани илтӗнсе кайрӗ, хӗрарӑмсем ҫепӗҫҫӗн юрласа ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫепӗҫҫӗн юрла-юрла тӗрӗ тӗрлетчӗҫ, шӑтӑкла ҫыхатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Соня-кӗтӳҫ ҫепӗҫҫӗн юрланӑ чух ҫӳлте-ҫӳлте кӑвак тӳпере тӑри юрланӑ пек те илтӗнет Эльгеева.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ак ачасем икӗ пая уйрӑлнӑ, учитель сӗрме купӑспа вылять, унпа пӗрле хӗрачасем ҫепӗҫҫӗн юрласа яраҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Стар хӗре ҫӗр ҫине ҫепӗҫҫӗн вырттарчӗ, пӑшалне ывӑтрӗ.

Стар нежно положил девушку и бросил ружье.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Вӑл ҫепӗҫҫӗн кулать.

Она улыбнулась.

XXXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Унӑн ман ҫума пытаннӑ питне янахӗнчен ҫӗкленӗ май тата ачаннилле ҫак авӑкпа хам та пусӑрӑнчӑклӑн тата ҫепӗҫҫӗн хумханса ӳкнӗскер — Дэзин нӳрлӗ, теветкеллӗ куҫӗсенчен тинкеретӗп; хальхинче шӳтпе ирттерсе яма хевтем ҫитмест.

Подняв за подбородок ее упрямо прячущееся лицо, сам тягостно и нежно взволнованный этим детским порывом, я посмотрел в ее влажные, отчаянные глаза, и у меня не хватило духа отделаться шуткой.

XXX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Ҫапла ӗнтӗ, эсир пӗтӗмпех ас тӑватӑр, — терӗ вӑл ҫӑварне ҫепӗҫҫӗн кӑштах уҫса тата чеен тӗмсӗлсе.

— Итак, вы все помните? — сказала она, нежно приоткрыв рот и смотря с лукавством.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех