Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫепӗҫҫӗн сăмах пирĕн базăра пур.
ҫепӗҫҫӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ваню-ю-юш, — шӑппӑн, ҫепӗҫҫӗн, ҫуллахи ҫилтен те лӑпрах, тутине кӑшт та хускатмасӑр тенӗ пек чӗнчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Йӑлтӑр! кулса, калама ҫук кӑмӑллӑн, ачашшӑн, ҫепӗҫҫӗн пӑхрӗ ун ҫине Васса.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мӗнле ҫепӗҫҫӗн те шанса тинкереҫҫӗ вӗсем сан ҫине.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Уйрӑммӑнах ҫемҫе ҫуха пите ҫепӗҫҫӗн лексе пыни килӗшет ӑна.

Куҫарса пулӑш

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тихон Иванович вырӑн ҫинче куҫне уҫса ярсанах, халиччен ун патне арӑмӗ ҫепӗҫҫӗн кулса пыратчӗ, кӑмака ҫинчен ӑшӑ чӑлха илсе пырса паратчӗ.

Куҫарса пулӑш

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Уншӑн каҫарӑр пире, — ҫепӗҫҫӗн калаҫрӗ Павӑл.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Упӑшки темле ҫепӗҫҫӗн калаҫни Вассана тӗлӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӑй ҫавах заведующи ҫине ҫепӗҫҫӗн пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

III сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Ӑнлан, Варварушка, — тенӗ Макар Кузьмич питӗ ҫепӗҫҫӗн, арӑмне хулпуҫҫинчен лӑпкаса, — килйышшӑн ҫеҫ тӑрӑшатӑп-ҫке эпӗ — саншӑн, хамӑрӑн иксӗмӗрӗн ытарайми ачасемшӗн…

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

— Тух-ха, — терӗ Хветурана самаях ҫепӗҫҫӗн, — ик-виҫ сӑмах пур.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫепӗҫҫӗн те ачашшӑн каласа хучӗ:

Куҫарса пулӑш

XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӗрле ӗҫлекенсемпе уйрӑмах ҫепӗҫҫӗн, савса-хисеплесе пуплешнӗн туйӑнчӗ: «Пӑхаттир», тет, ав, вӗсене, «сар каччӑ», «маттурсем», тет.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫамрӑк ҫын пурне те ҫепӗҫҫӗн сывлӑх сунчӗ, пӗринпе те тепринпе калаҫкаласа, тӗпеле иртрӗ те, куҫ хупса иличчен тенӗ пек, карлӑк леш енне, диспетчерсем патне, кӗрсе те тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Анюкпа Надя куҫӗсем хаярччӗ, сивӗччӗ, Улюк ҫаплах пуҫа ҫӗклемесӗр ларатчӗ, Улюк ӑна асӑрхаман та пек, ун сассине илтмен те пек пуҫне усса ларатчӗ, апла пулин те, Ҫтаппан аптраса тӑмарӗ, вӗсем ҫине те тунсӑхлӑн, ҫепӗҫҫӗн пӑхма пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Таранов ӑсне-пуҫне ҫамрӑк хӗрарӑм ҫепӗҫҫӗн пӑшӑлтатни, хушшӑн-хушшӑн вӑл именчӗклӗн кӑлтӑр-кӑлтӑр кулни, унӑн хӗрӳлӗхӗ айӑн-ҫийӗн арпаштарса ячӗ: кун пек чухне ҫӗр ҫинче эс ху тата санпа юнашар выртаканни кӑна пур, урӑх ним те, никам та ҫук.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ванькин темӗнле хаваслӑ япала ҫинчен калатчӗ, хӑй ҫавна май час-часах санӑн сылтӑм алтунинчен ҫемҫе аллипе ҫепӗҫҫӗн тытса илет…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Григ музыки ҫаплах ачашшӑн та ҫепӗҫҫӗн шӑранать.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вальс кӗвви ҫепӗҫҫӗн шӑранать.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Киномеханик хӑйӗн аллисене Кӗркури хулпуҫҫийӗ ҫине ҫепӗҫҫӗн хунӑ, савӑнӑҫлӑн тем чӗвӗлтетет хӑй.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Юрату юрри юрланӑ пек ҫепӗҫҫӗн калаҫакан украинецсемпе пӗрле эпир Аркалык хулине ҫӳрекен вырӑнти пуйӑс ҫине лартӑмӑр, тепӗр кун кӑнтӑр иртсен хамӑра хушнӑ вырӑнта анса юлтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех