Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫепӗҫҫӗн сăмах пирĕн базăра пур.
ҫепӗҫҫӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑппӑн-шӑппӑн вӑранать тӑван тавралӑх, хӑйӗн асамлӑ ҫутипе ерипен, ҫав тери ҫепӗҫҫӗн сӗртӗнсе ыйхӑ пирӗштийӗсене вӗҫтерсе ярать.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Матвей Захарч ҫамрӑк чухнехи пек алли-урисемпе хуҫкаланса илчӗ те карчӑкӗ патне пырса ӑна ҫепӗҫҫӗн ҫупӑрларӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӗвелӗн юлашки пайӑркисем, ҫитес ҫӗнӗ кун пуҫланиччен тавралӑхпа сывпуллашса, ӑшӑ ҫил вӗрнипе кӑшт ҫеҫ палӑрмалла хумханса ларакан уйсемпе хирсене, йывӑҫ-курӑксене ҫепӗҫҫӗн ачашла-ачашла тухрӗҫ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ираида Васильевна Лена хӑйӗнпе калаҫасшӑн пулнине сисрӗ курӑнать, вӑл аллине хӗрача хулпуҫҫийӗ ҫине ачашшӑн хучӗ те унпа тӑван йӑмӑкӗ пек ҫепӗҫҫӗн калаҫма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Анишорӑран темле уҫӑ та ырӑ шӑршӑ кӗрет, ачалла сасси ҫинчен те ҫепӗҫҫӗн янӑрать.

От нее исходил легкий аромат свежести. Звонко звучал ее еще детский голос.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пурте ун патне пычӗҫ, Анук кипкине салтма тытӑнса: — Ванюк, ывӑлӑм… Аҫу килчӗ… — терӗ ҫепӗҫҫӗн.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Николай Степанович, ма хывӑнмастӑр? — тӗлӗнсе те ҫепӗҫҫӗн каларӗ Дуся, хӑни алӑк патӗнчех тӑнине асӑрхасан.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лешӗ канлӗн ҫывӑрнине курсан: — Ҫывӑрать… Ан тив, ҫывӑртӑр… Ҫывӑракан ача хӑвӑрт ӳсет теҫҫӗ, — терӗ ҫепӗҫҫӗн.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Анук… — ҫепӗҫҫӗн чӗнчӗ те Элекҫей ун патнелле утӑмларӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лешӗ кӗрекне хывӑнтарса йӑрхаха ҫакрӗ те, Лукарьене пилӗкӗнчен ыталаса: — Ан хӑра… Тивместӗп… — пӑшӑлтатрӗ ҫепӗҫҫӗн.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Кӗтерук… — ҫепӗҫҫӗн те хурлӑхлӑрах чӗнчӗ Ваҫли, — тархасшӑн каҫар…

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Мавра аппа ӑҫта? — ҫепӗҫҫӗн чӗнчӗ Лукарье.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ахальтен тӗлӗнерех те ҫепӗҫҫӗн пӑхрӗ-и вӑл ун ҫине.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ахальтен-и куҫӗсем ҫепӗҫҫӗн пӑхаҫҫӗ?»

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула хисеплӗн те ҫепӗҫҫӗн хуравлани Лукарье хӑлхине кӗмерӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хавхаланӑвне палӑртасшӑн мар никам ҫине те пӑхмасӑр: — Мӗн тӑвас? — тесе ҫепӗҫҫӗн ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хумхануллӑн та ҫепӗҫҫӗн хирӗҫ чӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӗри ытла пысӑк савӑнӑҫпа тулнӑран, ун ҫинчен ҫав самантрах манса: — Ваҫли… — ҫепӗҫҫӗн чӗнчӗ вӑл, — эсӗ Кӗтерук улаха мӗншӗн килмен тесе ыйтрӑн.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Савнӑ тусӑм, мӗнле ҫывӑртӑн? — ҫепӗҫҫӗн пӑшӑлтатрӗ Анук.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хам та кайса ӑсатӑп, — терӗ вӑл ҫепӗҫҫӗн.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех