Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ӗҫшӗн тата ҫынсемшӗн тунсӑхларӗ, унӑн ял хушшинче пуласси килчӗ.
IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Дояркӑра ӗҫлесе вӑл фермӑра, хӑй пекех колхозницӑсем хушшинче, ӗҫшӗн хыпса ҫунса, хӑйӗн хуйхи-суйхине маннӑ.
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Энергипе усӑ куракансем нумай ӗҫшӗн хыпса ҫунтараҫҫӗ.
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Учитель ӗҫшӗн тӳлеме ыйтни пархатарсӑр теҫҫӗ тата.— А еще говорят, что неблагородно со стороны учителя требовать жалованье.
Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.
Ӗҫшӗн ҫунакан, малтанах пурне те курса тӑракан Яша пиччӗн, чӑнах та, тепӗр штрекра пытарса хунӑ пӗчӗк резервуарпа расхутлама юраман шыв пулнӑ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Партизансем ытти комсомолецсене те юратнӑ: пӗрмай пралуксемпе аппаланакан лайӑх связиста — Митя Заболотскине; ҫепӗҫҫӗн сӑмахлакан, ӗҫшӗн ҫунакан санитара — Жора Жданова.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл ҫак самантра аппӑшӗн ҫилпе кушӑркаса, ҫуркаланса кайнӑ, ӗҫшӗн ҫунакан аллине ҫав тери кӑмӑлларӗ.Он очень уважал сейчас эту сестрину руку, обветренную, заботливую, в цыпках.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Эпир кирлӗ чухне, пӗрлехи ӗҫшӗн хамӑр пурнӑҫа хӗрхенмен.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫапла шикленчӗҫ пулин те, ку ӗҫшӗн вӗсем Оленинӑн уҫӑ кӑмӑлӗпе пуянлӑхне пысӑккӑн хисеплеме пуҫларӗҫ.
XXII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Эсир, мӗн, хӑвӑр интереслӗ, лайӑх, усӑллӑ ӗҫшӗн службӑра тӑратӑп тесе ӗненетӗр-и вара?Разве вы верите в то, что вы служите интересному, хорошему, полезному делу?
XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫак офицер хӑйӗн хыттӑн туртӑнтарса ҫыхнӑ кӗлеткипе те лӑсканса пӗтнӗ, ытла шанӑҫлӑн курӑнма тӑрӑшакан сӗмсӗртерех сӑн-пичӗпе пруссен офицерӗсене аса илтерет, — вӗсене нимӗҫ карикатурисенче шӑпах ҫаплалла ӳкереҫҫӗ, — пехота полкне ӑна темле вӑрттӑнла-кӗрттӗнле шӑв-шавлӑ ӗҫшӗн гвардирен куҫарнӑччӗ.
XIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ун вырӑнне вӑл салтак нуши тӗлӗшпе питӗ тимлӗччӗ, вак-тӗвек таранчченех: ирӗклӗ ӗҫшӗн тивӗҫекен суммӑсене хӑй пӗлнӗ пеклӗн тыткалатчӗ пулин те, ялтан килекен укҫа-тенке нихӑҫан чарса тӑман, рота хуранне те кулленех хӑй тӗрӗслетчӗ.
X // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫакӑнпа пӗрлех ӑна пӗчӗк чухне, корпусченех-ха, амӑшӗ, пӗр-пӗр юрӑхсӑр ӗҫшӗн айӑпласа, урине кравать ҫумне ҫип-ҫинҫе ҫиппе ҫыха-ҫыха хӑварса, хӑй туха-туха кайнисем аса килчӗҫ.
VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Парӑмсен шӑтӑк-шӑхӑрне вӗсем пӗр-пӗр ҫӗрте укҫа ҫаклаткаланипе те тепӗр ҫӗрте кӑшт-кашт пӑкӑланипе ҫех питӗркеленӗ, саплӑк ҫине саплӑк купаланӑ; нумайӑшӗ вӗсенчен — ытларах чухне хӑйсен арӑмӗсем хистенине пула — рота сумминчен е салтаксене ирӗклӗ ӗҫшӗн килекен тӳлевсенчен чӗпӗтмешкӗн те пит именсех тӑман; хӑшӗ-хӑшӗсем салтаксен укҫаллӑ ҫырӑвӗсене, — йӗрке тӑрӑх, вӗсен ҫав ҫырусене уҫса пӑхмаллаччӗ, — уйӑхӗ-уйӑхӗпе, мӗн унта, ҫулталӑкӗ-ҫулталӑкӗпе те, памасӑр тытнӑ.
VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Эпӗ чӳлмексем тума май пуррине, вӗсем шыва та; вута та чӑтнине пӗлсен, калама ҫук хытӑ савӑнтӑм; тӗнчере ҫакӑн пек пӗчӗк ӗҫшӗн никам та ун чухлӗ савӑнса курман пулӗ тетӗп.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫак ӑнӑҫлӑ ӗҫшӗн эпӗ пӗтӗмпех капитана тав тума тивӗҫ.Конечно, своей удачей я был всецело обязан бескорыстию и доброте капитана.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Унӑн пысӑк мар кӑвак сухаллӑ ахаль вырӑс ҫыннин пит-куҫӗ, хӗвелпе пиҫнӗскер, сывлӑмпа йӗпеннӗ, ун ҫинче кӑвак юн тымарӗсем палӑрса тӑраҫҫӗ; Иван Иваныч пичӗ пекех, ӗҫлӗ те типӗ пит-куҫ вӑл, унра ӗҫшӗн вилесле ҫунни курӑнса тӑрать.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Таса ӗҫшӗн хӑйне хӗрхенсе тӑракана турӑ ылханӗ ҫиттӗр.Кто пожалеет себя ради такого святого дела, будет проклят богом.
XXXII. Аврам // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Эс ҫак ӗҫшӗн намӑсланса тӑратӑп тетӗн, анчах, вӑл чаплӑ та паттӑр ӗҫ.Ты называешь свой поступок бесчестным, но это славное дело, это подвиг!
IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫавӑнпа вӑл ҫутта кӑларас ӗҫшӗн тӑрӑшса хӑйӗн пур пек вӑйне-халне хӗрхенмест.
I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.