Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXII

Пай: Казаксем

Автор: Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни

Ҫӑлкуҫ: Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Хушнӑ: 2019.12.19 17:47

Пуплевӗш: 152; Сӑмах: 1466

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Сотникпе станичнӑй кайрӗҫ; Оленин вара, Лукашкӑна лайӑх тӑвас тесе тата тӗттӗм вӑрманпа пӗччен каясшӑн мар пулса, хӑйпе пӗрле Лукашкӑна яма ыйтрӗ те урядник ячӗ. Лукашкӑн Марьянӑна курасси килет пуль, тесе шутларӗ Оленин, тата вӑл ҫавнашкал пӑхма кӑмӑллӑ та калаҫма юратакан казака хӑйпе юлташа илме те хавас-мӗн. Оленин пуҫӗнче, хӑй асӑрхаман ҫӗртенех, Лукашкӑпа Марьянка сӑнӗсем иккӗшӗ пӗрлешсе тӑчӗҫ, ӑна вӗсем ҫинчен шухӑшлама питӗ те кӑмӑллӑ пулчӗ. «Вӑл Марьянкӑна юратать, — хӑй тӗллӗн шутларӗ Оленин, — эпӗ те ӑна савма пултарнӑ пулӑттӑм». Вара ӑна, вӗсем тӗттӗм вӑрманпа килелле утнӑ вӑхӑтра, темӗнле вӑйлӑ та хӑйшӗн ҫӗнӗ ачаш туйӑм ҫавӑрса илчӗ. Лукашкӑн та чунӗ савӑннӑ. Ҫак пӗр-пӗринчен ҫав тери уйрӑм тӑракан икӗ ҫамрӑк ҫын хушшинче юрату евӗрлӗ темле япала пурри сисӗнчӗ. Пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илмессерен, кашнинчех вӗсен куласси килчӗ.

— Санӑн хӑш хапхаран? — ыйтрӗ Оленин.

— Варринчинчен. Анчах эпӗ сире шурлӑх патне ҫити асатӑп. Унта вара эсир нимӗнрен те ан хӑрӑр.

Оленин кулса ячӗ.

— Эпӗ хӑратӑп-и вара? Кай каялла, тавах. Эпӗ пӗчченех ҫитетӗп.

Оленина кӳрентерес мар тесе:
— Мӗнех вара! Темех тумалли ҫук-ха. Епле хӑрас мар сирӗн? Эпир те хӑратпӑр, — терӗ Лукашка кулкаласа.

— Эс ман патӑма кӗр. Калаҫӑпӑр, сыпӑпӑр, ирхине кайӑн.

— Эпӗ ҫӗр каҫма вырӑн тупаймӑп-ши вара? — кулса ячӗ Лукашка, — анчах урядник пыма хушрӗ.

— Эпӗ ӗнер каҫ эсӗ юрӑсем юрланине илтрӗм тата сана…

— Ҫынсем пурте… — терӗ те Лука пуҫне хупларӗ.

— Мӗнле, эс авланать тени чӑнах-и вӑл? — ыйтрӗ Оленин.

— Анне авлантарасшӑн. Анчах лаша та ҫук-ха.

— Эс строевой мар-и?

— Ӑҫта унта! Тин анчах пуҫтарӑнатӑп. Лаша та ҫук-ха тата майлаштарма та май ҫук. Ҫавӑнпа авлантармаҫҫӗ.

— Лаша мӗн хак тӑрать вара?

— Пӗркун шыв леш енче сутатчӗҫ пӗрне, утмӑл монетла парасшӑнах мар, учӗ вара — ногай ӑратӗнчен.

— Ман пата драбант пулма пыратӑн-и? (Драбант — поход вӑхӑтӗнче офицерсене паракан вестовой майлӑскер.) Эпӗ сана хам пата илмелле тӑвӑп тата хӑвна лаша парнелесе парӑп, — терӗ сасартӑк Оленин. — Чӑнласах, манӑн иккӗ, мана кирлӗ мар.

— Мӗнле кирлӗ мар? — терӗ Лукашка кулса. — Мӗншӗн-ха сирӗн парнелемелле? Тура пулӑшсан, хамӑр тупӑпӑр.

— Тупата та! Е драбант пулма килӗшместӗн-и? — терӗ Оленин, хӑйӗн пуҫне Лукашкӑна лаша парнелес шухӑш пырса кӗнӗшӗн хӗпӗртесе. Анчах ӑна темшӗн аван мар пек, темле намӑс пек туйӑнчӗ. Вӑл мӗн каламаллине шырарӗ, анчах та тупаймарӗ.

Вӗсем калаҫмасӑр утрӗҫ.

— Мӗнле, Российӑра сирӗн хӑвӑрӑн ҫурт пур-и? — ыйтрӗ Лукашка, калаҫу пуҫарса.

Оленин хӑйӗн пӗр ҫурт анчах мар, темиҫе ҫурт та пулни ҫинчен каласа памасӑр чӑтса тӑраймарӗ.

— Аван ҫурт-и? Пирӗн ҫуртсенчен пысӑкрах-и? — ырӑ кӑмӑллӑн ыйтрӗ Лукашка.

— Чылай пысӑкрах, вунӑ хут та пулӗ, виҫӗ яруслӑ, — каласа кӑтартма пуҫларӗ Оленин.

— А пирӗнни пек утсем пури?

— Манӑн лашасем ҫӗр пуҫ тата виҫҫӗр-тӑватҫӗр тенкӗ тӑраканнисем, анчах сирӗнни пеккисем мар. Кӗмӗлпе виҫҫӗр! Рысаксем, пӗлетӗн-и… Ҫапах та эпӗ кунтисене ытларах юрататӑп.

— Эсир кунта мӗнле килнӗ вара, хӑвӑр ирӗкпех-и е ирӗксӗрех-и, — ыйтрӗ Лукашка, ҫаплах кулкаланӑ пек туса. — Акӑ эсир ӑҫта аташнӑ, — хушрӗ вӑл, хӑйсем иртсе пыракан ҫул ҫине кӑтартса, — сирӗн сылтӑмалла каймалла пулнӑ.

— Хам ирӗкпех, — тавӑрчӗ Оленин, — сирӗн вырӑнсене курас терӗм, походсенче ҫӳресе пӑхас килчӗ.

— Кайӑттӑмччӗ кӑҫал похода, — терӗ Лука. — Ав, чакалкӑсем улаҫҫӗ, — тесе хушрӗ те вӑл хӑлхине чанк! тӑратрӗ.

— Эс ҫынна вӗлерни саншӑн пӗрре те хӑрушӑ мар-и вара? — ыйтрӗ Оленин.

— Мӗнрен хӑрамалла? Похода кайнӑ пулӑттӑм! — тепӗр хут каларӗ Лукашка. — Ҫав тери каяс килет, ҫав тери…

— Тен, пӗрле кайӑпӑр. Пирӗн рота уяв умӗн каять, сирӗн сотьнӑн та каймалла.

— Мӗн ухутланса килнӗ-ха эсир кунта? Ҫурт пур, утсем пур, тарҫӑсем пур. Эпӗ пулсан, ҫӳремелле те ҫӳремелле ирӗкре. Мӗн, сирӗн мӗнле те пулин чир пур-и?

— Эпӗ юнкер, халь вара офицера куҫарма тӑратнӑ.

— Ну, хӑвӑрӑн пурнӑҫ ҫавнашкал тесе мухтанса каламастӑр пулсан, эпӗ килтен ниҫта та кайман пулӑттӑм. Эпӗ капла та ниҫта та каяс ҫук. Аван-и пирӗн патӑмӑрта пурӑнма?

— Аван, пит аван, — терӗ Оленин.

Вӗсем, ҫапла калаҫса, станица патне ҫывхарнӑ ҫӗре пӗтӗмпех тӗттӗмленсе ҫитрӗ ӗнтӗ. Вӗсене тата вӑрманӑн тӗттӗм сӗмлӗхӗ хупӑрлать. Ҫӳлте, йывӑҫ тӑррисенче, ҫил кашлать. Чакалкӑсем сасартӑк вӗсен ҫывӑхӗнчех уласа ярса ахӑлтатнӑ пек тата мӑкӑртатнӑ пек туйӑнать, малта, станицӑра вара, хӗрарӑмсем калаҫни, йытӑсем вӗрни илтӗнет, пӳрт мӗлкисем уҫҫӑнах палӑраҫҫӗ, хӑй ҫутисем ҫуталнӑ тата кизяк тӗтӗмӗн хӑйне уйрӑм шӑрши сӑмсана ҫитсе кӗрет. Оленина ҫаплах, пуринчен ытла ҫак каҫ, унӑн ҫурт-йӗрӗ, унӑн килйышӗ, унӑн пӗтӗм телейӗ ҫакӑнта, станицӑра, пулнӑ пек тата вӑл халиччен нихҫан та ниҫта та ҫак станицӑри пек телейлӗ пурӑнман тата пурӑнас та ҫук пек туйӑнать. Ҫак каҫ вӑл пурне те, уйрӑммӑнах Лукашкӑна, ҫав тери юратрӗ. Килне ҫитсен, Оленин, Лукашкӑна ҫав тери тӗлӗнтерсе, хӑйӗн Грознӑй хулинче илнӗ лашине — леш, хӑй яланах ҫӳрекеннине мар, тепӗрне, ҫамрӑках пулмасан та, япӑх марскерне — витерен хӑех ҫавӑтса тухрӗ те Лукашкӑна пачӗ.

— Мӗн пирки сирӗн мана парнелемелле-ха ? — терӗ Лукашка, — эпӗ сире нимӗн усӑ та кӑтартман-ҫке.

— Чӑнах, маншӑн нимӗн чухлӗ те тӑмасть, — тавӑрчӗ Оленин, — ил, эсӗ те мана мӗн те пулин парнелӗн… Акӑ, похода та кайӑпӑр.

Лука аптраса ӳкрӗ.

— Ну, мӗнле-ха капла? Е ут хаклӑ мар-и вара? — терӗ вӑл, лаша ҫине пӑхмасӑр.

— Илех, илсем! Илместӗн пулсан, эсӗ манӑн кӑмӑла хуҫатӑн. Ванюш, леҫсе яр кӑваккине ун патне.

Лукашка чӗлпӗртен ярса тытрӗ.

— Ну, тавтапуҫ. Ак сана пӗр шухӑшламан, пӗр кӗтмен ҫӗртенех…

Оленин вуник ҫулти пӗчӗк ача пекех телейлӗ пулчӗ.

— Кӑкарса хур ӑна ҫакӑнта. Вӑл лайӑх лаша, эпӗ ӑна Грознӑйра туянсаччӗ, чупасса та аван чупать. Ванюш, чихирь пар-ха пире. Атя, пӳрте кӗрер.

Эрех илсе килчӗҫ. Лукашка ларчӗ те чапурине тытрӗ.

— Турӑ пулӑшсан, эпӗ те сире усӑллӑ пулӑп-ха, — терӗ вӑл, эрехне ӗҫсе ярса. — Мӗн ятлӑ ҫак эсӗ?

— Дмитрий Андреич.

— Ну, Митри Андреич, турӑ ҫӑлтӑр сана. Кунаксем пулӑпӑр. Халь хӑҫан та пулин пирӗн пата пыр. Эпир хӑть пуян ҫынсемех мар та, ҫапах кунака хӑна тӑватпӑрах. Эпӗ аннене те хушӑп мӗн те пулин кирлӗ пулсан: каймак-и унта, иҫӗм ҫырли-и. Эхер те кордона пырас пулсан, эпӗ саншӑн тарҫӑ, — сунара-и, ҫырма леш енне-и, ӑҫта каяс тетӗн. Ак, нумаях пулмасть хир сыснине вӗлертӗм. Пӗлмен ҫав, ахалех казаксене валеҫсе патӑм, атту сана илсе килсе параттӑмччӗ.

— Юрӗ-ҫке, тавах. Анчах эсӗ ӑна ан кӳл, ӑна кӳлме вӗрентмен-ҫке-ха.

— Ута кӳлме-и! Акӑ эпӗ сана тата мӗн калатӑп, — пуҫне пӗшкӗртсе каларӗ Лукашка, — кирлӗ пулсан, манӑн кунак пур, Гирей-хан; тусем ҫинчен анакан ҫул патӗнче пытанса ларма чӗнет, пӗрле кайӑпӑр; эпӗ сан ҫинчен никама та пӗлтерес ҫук, санӑн вӗрентекенӳ пулӑп.

— Кайӑпӑр, кайӑпӑр хӑҫан та пулин.

Лукашка йӑлтах лӑпланнӑ пек, Оленин хӑй ҫине мӗнле пӑхнине ӑнланса илнӗ пек туйӑнать. Вӑл лӑпкӑ пулни, уҫҫӑн те ирӗклӗн калаҫни Оленина тӗлӗнтерчӗ тата пӑртак килӗшсех те каймарӗ. Вӗсем вӑрахчен калаҫса ларчӗҫ, вара Лукашка чылай ҫӗрле пулсан, ӳсӗрӗлменскер (вӑл нихҫан та ӳсӗрӗлмен), анчах нумай ӗҫнӗскер, Оленин аллине чӑмӑртаса, ун патӗнчен тухрӗ.

Оленин, Лукашка ун патӗнчен тухсан мӗн тунине курас тесе, пуҫне чӳречерен кӑларса пӑхрӗ. Лешӗ, пуҫне усса, ерипен утрӗ. Унтан, утне хапхаран кӑларнӑ хыҫҫӑн сасартӑк пуҫне силлесе илчӗ те ут ҫине кушак пек сиксе утланчӗ, чӗлпӗрне ҫавӑрса тытрӗ те, шик шӑхӑрса ярса, урам тӑрӑх вӗҫтерчӗ. Лука хӑйӗн савӑнӑҫӗ ҫинчен Марьянкӑна пӗлтерме каять пулӗ, тесе шутланӑччӗ Оленин; Лука ун пек тумарӗ; ҫапла пулин те, Оленин чун-чӗри нихҫанхинчен лайӑх пулчӗ. Вӑл ача пек савӑнчӗ, хӑй Лукана лаша парнелени ҫинчен ҫеҫ мар, тата мӗншӗн парнелени ҫинчен те, тата хӑйӗн телей ҫинчен калакан ҫӗнӗ теорине пӗтӗмпех Ванюша каласа памасӑр чӑтса тӑраймарӗ. Ванюш ку теорине ырламарӗ, «ларжан ильньяпа», ҫавӑнпа та ку вӑл пӗтӗмпех пустуй япала, тесе пӗлтерчӗ.

Лукашка килне чуптарса кӗчӗ, лаша ҫинчен сиксе анчӗ те, ӑна казак лашисен кӗтӗвне яма хушса, амӑшне тыттарчӗ; хӑйӗн унӑн ҫав ҫӗрех кордона таврӑнмалла пулнӑ. Чӗлхесӗрри лашана леҫсе яма килӗшрӗ, тата паллӑсем туса, лаша парнеленӗ ҫынна курсан, ӑна ури умне тайӑлсах пуҫҫапатӑп, тесе кӑтартрӗ. Карчӑкӗ, ывӑлӗ каласа парсан, пуҫӗпе ҫеҫ сулларӗ тата хӑй ӑшӗнче: Лукашка лашана вӑрланӑ тесе шутларӗ, ҫавӑнпа та чӗлхесӗррине ута ҫутӑличченех кӗтӗве леҫсе яма хушрӗ.

Лукашка кордона пӗччен кайрӗ, вӑл пӗрмаях Оленин ӗҫӗ ҫинчен шутласа пычӗ… Ун шучӗпе лаши чиперех пулмасан та, ҫапах та сахалтан та хӗрӗх монета тӑнӑ, ҫавӑнпа та Лукашка парнешӗн питех те савӑнчӗ… Анчах ку парнене мӗншӗн панӑ-ха, ҫакна вӑл ӑнланса илме пултараймарӗ, ҫавӑнпа унӑн нимӗн чухлӗ те тав тӑвас килмерӗ… Пачах тепӗр майлӑ, — ун пуҫӗнче юнкерӑн ырӑ мар тӗллевӗсем пур пулӗ текен шухӑшсем сисӗнчӗҫ. Мӗскер тӑвасшӑн пулнӑ-ха Оленин, кун ҫинчен вӑл татӑклӑн нимӗн те калама пултараймарӗ, анчах ҫапла пӗр нимсӗрех, хӑйӗн ырӑ кӑмӑлне пула ҫеҫ, пӗр палламан ҫынна ӑна хӗрӗх монета тӑракан лаша парнелеме пултарать, тесе вӑл шутлама та пултарайман. Ӳсӗрпе пулнӑ пулсан, ун чух ӑнланмалла пулнӑ пулӗччӗ: каппайса пӑхасси килет, тенӗ пулӑттӑн. Анчах юнкер урӑ пулнӑ, ҫавӑнпа та, тем каласан та, Лукашкӑна мӗнле те пулин усал ӗҫ тума ҫавӑрасшӑн пулнӑ пулас. «Ну, суятӑн! — шухӑшларӗ Лукашка. — Ут ман патӑмра, унта курӑнӗ-ха вара. Эпӗ хам та ухмах мар. Кам кама улталӗ-ха! Курӑпӑр!» — шухӑшларӗ вӑл, Оленинпа асӑрханса тыткалама кирлине сиссе тата ҫавна пула хӑй ӑшӗнче ӑна хирӗҫле ырӑ мар туйӑм хускатса. Хӑй патне лаша мӗнле лекни ҫинчен вӑл никама та каласа памарӗ. Пӗрисене: сутӑн илтӗм, терӗ; теприсенчен юптаруллӑ сӑмахсемпе хӑтӑлчӗ. Анчах станицӑра часах тӗрӗссине пӗлчӗҫ. Лукашка амӑшӗ, Марьяна, Илья Васильевич тата ытти казаксем, Оленин ним сӑлтавсӑрах парне пани ҫинчен пӗлнӗ хыҫҫӑн, ӑнланса илмесӗр тӗлӗнчӗҫ те юнкертан шикленме пуҫларӗҫ. Ҫапла шикленчӗҫ пулин те, ку ӗҫшӗн вӗсем Оленинӑн уҫӑ кӑмӑлӗпе пуянлӑхне пысӑккӑн хисеплеме пуҫларӗҫ.

— Илтсе-и, Илья Васильчӑ патӗнче тӑракан юнкерь Лукашкӑна аллӑ монет тӑракан лаша тыттарнӑ, — терӗҫ пӗрисем. — Пуянскер!

— Илтсе, — тавӑрчӗҫ теприсем тарӑн шухӑшлӑн. — Усӑ тунӑ пулмалла ӗнтӗ лешӗ. Курӑпӑр-ха, курӑпӑр, мӗн пулса тухӗ-ха ҫакӑнтан. Эккей, Урвана телей.

— Мӗнле вӑлтакан халӑх ку юнкирсем, инкек! — Акӑ, вут тӗрте е урӑх мӗнле те пулин сӑтӑр тӑвӗ, — тенӗ виҫҫӗмӗшӗсем.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех