Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫшӗн (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл пулса иртнӗ ӗҫшӗн Штокман та хӑй пекех тарӑхса кайӗ, малашнехи асар-писертен хӑраса ӳкӗ тесе шутланӑччӗ.

Он ждал, что Штокман будет так же, как и он, возмущен случившимся, напуган последствиями.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Партие рабочисемпе хресченсене мул хуҫисемпе ҫӗр улпучӗсен пусмӑрӗнчен хӑтарас аслӑ ӗҫшӗн кӗрешес текенсем хӑйсен ирӗкӗпе кӗреҫҫӗ.

В партию вступают по собственному желанию те, кто хочет бороться за великое дело освобождения рабочих и крестьян от гнета капиталистов и помещиков.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Илемлӗ Франципе» «хӑватлӑ Англи» малалла чечекленессишӗн, «большевиксене ҫӗнтерес пархатарлӑ ӗҫшӗн» ӗҫеҫҫӗ…

Пили за процветание «прекрасной Франции» и «могущественной Англии», пили за «дарование победы над большевиками»…

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эпӗ унашкал ӗҫшӗн казаксене хӑлха чикки тыттарса янӑ, атте ав ҫынсене ҫаратма килет иккен! — чӗтрене ерсе тӑвӑнчӑклӑн хӑшӑлтатса сывларӗ Григорий.

Я казакам морды бил за это, а мой отец приехал грабить жителев! — дрожал и задыхался Григорий.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ку ӗҫшӗн аттене 1200 тенкӗ тивӗҫнӗ, анчах ӑна 300 тенкӗ ҫеҫ панӑ, ыттине паман, укҫа-тенкӗ ҫитменни ҫине янӑ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Салтакӑн паттӑрлӑхӗшӗн — акӑ мӗнле тава тивӗҫлӗ ӗҫшӗн.

За доблесть солдатскую — вот за какие заслуги.

Генерал погонӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

— Мӗнле тава тивӗҫлӗ ӗҫшӗн! — кӑшкӑркалашса илнӗ вара.

— «За какие заслуги»! — выкрикивал он.

Генерал погонӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Эпир ӗҫшӗн кирлӗ пулнӑран контрреволюционерсене пере-пере вӗлеретпӗр, анчах унран цирк тӑвас пулмасть.

Мы по необходимости физически уничтожаем контрреволюционеров, но делать из этого цирк нельзя.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ун хыҫҫӑн ӗҫ норми шутласа кӑларчӗҫ — кӑшт ҫӑмӑлланчӗ, ӗҫшӗн те, кунӗшӗн те тӳлеме пуҫларӗҫ, тӗнчене хальхи ӗҫкунӗ ҫуралчӗ.

После этого придумали норму выработки — малость полегчало, стали платить и за труд и за день, и вот родился на свет божий наш теперешний трудовой день.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Чӗререн калатӑп сире: ҫын тунӑ усал ӗҫшӗн мана хама намӑс…

Смею вас уверить, мне совестно за чужую подлость…

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ыран санран суйлав бюллетенне туртса илеҫҫӗ пулсан, сан аллуна хӗҫ-пӑшал е тата машина техникин юлашки ҫитӗнӗвӗсем тӑрӑх тунӑ хӑвӑрт перекен тупӑ тыттараҫҫӗ пулсан, — ил эсӗ ҫав вилӗмпе аркату хатӗрне, вӑрҫӑран хӑракан ҫемҫешке те нӑйкӑш ҫынсем йӗрмӗшсе хӳхленине ан итле; тӗнчере рабочи класа ирӗке кӑларас ӗҫшӗн вутпа та хурҫӑпа пӗтерсе тӑкмалли халлӗхе питӗ нумай юлнӑ-ха.

Завтра у тебя отняли избирательный бюллетень, тебе дали в руки ружье и великолепную, по последнему слову машинной техники оборудованную скорострельную пушку, — бери эти орудия смерти и разрушения, не слушай сентиментальных нытиков, боящихся войны; на свете еще слишком много осталось такого, что должно быть уничтожено огнем и железом для освобождения рабочего класса.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бойченко Сергее хӑш фронтсенче ҫапӑҫма тӳр килни, мӗнле паттӑр ӗҫшӗн ӑна Совет Союзӗн Геройӗ ятне пани ҫинчен ыйтса пӗлчӗ.

Бойченко спрашивал, на каких фронтах Сергею довелось воевать, за какие героические дела он получил звание Героя Советского Союза.

XVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Пӗтӗм ӗҫшӗн ответне хам ҫине илетӗп…

— Всю ответственность возьму на себя.

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫак паттӑрла ӗҫшӗн вӗсене «За отвагу» медаль парса чыс тунӑ.

За этот подвиг им оказали чест вручив медаль «За отвагу».

Вӗсем Ҫӗнтерӳпе яла таврӑннӑ // Николай Воронцов. «Канаш», 2020.02.14

Ӗҫшӗн, йытӑ ҫури!

— За дело, су-у-у-кин сын!..

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ҫак юлташсем паян пурте ҫапӑҫу хирӗнче паттӑрсен вилӗмӗпе вилчӗҫ, пирӗн большевикла парти ялавӗшӗн, пирӗн тӗрӗс ӗҫшӗн вилчӗҫ.

— Все эти товарищи погибли сегодня на поле боя смертью храбрых, погибли за знамя нашей великой большевистской партии, за наше правое дело.

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Федор Лукич вуласа тухрӗ, ӗҫшӗн ырласа пуҫне сулса илчӗ, хытӑ пусӑрӑнтарса та вӑрӑммӑн виҫӗ ҫӗрте алӑ пусрӗ, вара, Викентий Аверьяновича ҫак документсене ыранах исполкома ярса пама хушрӗ.

Федор Лукич почитал, одобрительно кивнул головой и, положив в трех местах свою жирную и размашистую подпись, попросил Викентия Аверьяновича завтра же выслать эти документы в исполком.

XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Сана ӗҫшӗн тивекен укҫана Тутаринов хӑйӗн хӑтланӑвӗсене валли илет.

То, что тебе причитается за труд, забирает Тутаринов…

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ӗҫшӗн хурланатӑн пулсан — аван, кирлӗ-кирлӗ маршӑн пулсан, вырӑнлӑ мар…»

— Если за дело горюешь — хорошо, если за пустяки, то не гоже…»

I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Костя отрядра часах хӑнӑхса ҫитнӗ те ҫарти пекех хавас та хӑюллӑ, йӑрӑ, йӗркеллӗ, ӗҫшӗн ҫунакан ҫын пулса тӑнӑ; пӗр сӑмахпа каласан, вӑл шӑпах хӑйӗн командирне йывӑр ӗҫӗсене туса пыма пулӑшакан вестовой пулнӑ.

Костя очень быстро освоился в отряде и стал опять таким же, каким был в армии, — всегда бодрым, расторопным, заботливым; словом, он имел все качества вестового, без которого любому командиру трудно выполнять свои обязанности.

XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех