Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫес (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫес килмест.

— Не хочу.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Шыв ӗҫес килни тарӑхтарать, анчах ҫырмари шыва ӗҫмесӗр чӑтатпӑр.

Испытываем жажду, но не рискуем пить сырую воду из-за борта.

Ҫул ҫинче ҫырса пынӑ журнал // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Халь ӗнтӗ ҫав шыв шӑнкӑртатнине вӑл хӑй те, ун юлташӗсем те виҫӗ сехет хушши, пилӗк сехет хушши, тен сакӑр сехет хушши те пулӗ итлесе тӑма хатӗр иккенне тавҫӑрать ӗнтӗ, ҫапах пӗри те шыв ӗҫес килет темӗ.

Он знал теперь, что он и его товарищи будут слушать это журчание три часа, пять, может быть, восемь, и никто из них не скажет ни слова о том, что хочется пить.

Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.

Пӑшӑрханса тӑнипе тата ытларах ӗҫес килчӗ вӗсен.

От пережитого волнения жажда усилилась.

Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.

— Пурин те ӗҫес килет.

— Все хотят пить.

Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.

Капла ӗҫес те килми пулать.

Этак и пить расхочется.

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ӗҫес пулать ӗнтӗ.

— Придется.

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ӗҫес килмест ман.

Куҫарса пулӑш

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ӗҫес килмест ман.

— Я не хочу пить.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

 — Эпӗ сана чӑнах та выҫӑхнӑ тесе, сан вара чей ҫеҫ ӗҫес килет иккен!

 — Я думала, что ты на самом деле изголодался, а тебя, оказывается, только на чай потянуло!

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ну, шуйттан илӗртнӗ ҫынна, вилес тӗк ӗҫес килсе кайнӑ, ӗҫмелли ҫук — вӑт илнӗ вара.

— Ну, попутал дьявол человека, выпить до смерти захотелось, а выпить не на что — вот и взял.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Каҫ пулас умӗн, шыв ӗҫес килнипе, вӑл хыттӑн кӗҫенсе ячӗ, хуҫине вӑратрӗ.

На вечер конь, одолеваемый жаждой, заржал, разбудил хозяина.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Иван Алексеевич, чӗркуҫҫи таран шыва кӗрсе тӑрса, вут пек тӗлкӗшекен суранӗсене, хӗненипе кӳпчесе тӑртаннӑ шыҫӑсене йӗпетрӗ; ӗҫес килнине ниепле лӑплантарма ҫук пек хыпӑнакан ӑшне кӑштах та пулин кантарма ӗлкӗреймесрен хӑраса, вӑл хӑйӗн юнӗпе хутӑшса кайнӑ шыва ҫине-ҫинех ывӑҫла-ывӑҫла ҫӑтрӗ.

Стоя по колено в воде, Иван Алексеевич мочил жарко горевшие раны и опухоли от побоев, разгребал ладонью смешанную со своей же кровью воду, жадно пил ее, боясь, что не успеет утолить неутишно вполыхавшую жажду.

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӗҫес килет! — хӑрӑлтатса кӑшкӑрчӗ Ермаков, чӳрече рамисен ҫирӗплӗхне хӗҫӗпе тӗрӗслеме хӑтланса!

— Гулять хочу! — рычал Ермаков и все норовил попробовать шашкой крепость оконных рам.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ма ӗҫес мар, сикес мар халь, ара, Выльӑх тӗсӗ те юлман-тӑк картара…

Вот таперя нам попить, погулять, Когда нечего на баз загонять…

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чей ӗҫес теместӗр?

А чай пить будете?

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Степан ӗҫес килмесӗр ӗҫрӗ, пӑртакках сыпкаласан, хӑвӑрт ӳсӗрӗлме пуҫларӗ, ҫемҫелсе кайрӗ.

Степан пил неохотно, но, выпив, начал быстро хмелеть, помягчел.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тата… кала, сӗт ӗҫес килмест-и?

И потом, не хочешь ли молока?

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ман ӗҫес килмест.

— Я не хочу.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӗҫес килмесен те ӗҫ эсӗ, — кӑмӑллӑн йӑл кулса каларӗ Федор Лукич.

— А ты пей, хоть и не хочется, — добродушно улыбаясь сказал Фёдор Лукич.

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех