Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗнте (тĕпĕ: ӗнт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурте вара ҫавӑнтах палласа илчӗҫ: пуҫӗ така пуҫех, анчах сӑнарӗ Басаврюкӑн; халь эрех ыйтать ӗнте ку, тесе шухӑшларӑм, тет, ман асаттен аппӑшӗ…

Все тотчас узнали на бараньей голове рожу Басаврюка; тетка деда моего даже думала уже, что вот-вот попросит водки…

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

«Мӗнле-ха ӗнте, арӑм, — халапа хутшӑнчӗ Солопий: — халь вӗт ӗнте пирӗнтен кулма тытӑнаҫҫӗ!»

— Как же, жинка, — подхватил Солопий, — с нас ведь теперь смеяться будут.

X // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ӗнер каҫхине ав, самаях ҫӗрле пулнӑ, тет, ӗнте ку, вулӑсри писӑр иртсе пынӑ чух сарай тӗннинчен сысна пуҫӗ курӑнса кайнӑ, тет те, хӑрт-харт туса илнӗ, тет.

Вчера волостной писарь проходил поздно вечером, только глядь — в слуховое окно выставилось свиное рыло и хрюкнуло так,

III // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫавӑнпа та ӑна пӗтме пӳрнӗ ӗнте.

И поэтому ее гибель неизбежна!

XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ҫук ӗнте, ҫула тухрӑмӑр пулсан, ҫитесех пулать…

— Нет, надо доехать, раз поехали…

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Сассисем хӑйӑлтатичченех вӑрҫӑ ҫинчен калаҫнӑ хыҫҫӑн пурте, ирӗксӗрех, нумай пулмасть пулнӑ мирлӗ пурнӑҫа аса илчӗҫ те ӗнте; ун ҫинчен аса илсен, хаклӑ тӑванӗсем хӑйсен куҫӗ умӗнче курӑннӑ пекех тухса тӑчӗҫ…

После споров до хрипоты о войне все невольно вспомнили недавнюю мирную жизнь; как вспомнили о ней, родные и близкие будто предстали перед глазами…

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Десант килни ҫинчен хыпар халь ҫывӑхри ялсем тӑрӑх вӗҫет пулӗ ӗнте!

Весть о приходе десанта теперь наверно летит по ближним деревням!

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Халӗ кунта пур ҫӗре те стендсем лартса тухнӑ, вӗсем ҫинче мӗн кӑна ҫук-ши: ҫавӑнпа ӗнте «Т» буква евӗрлӗ фойе выставкӑри пӳлӗм пекех — ҫеҫенхирӗн пуянлӑхӗ пурин куҫӗ умне те тухса тӑнӑ.

Теперь здесь повсюду выстроились стенды, и фойе, формой своей похожее на букву «Т», напоминало залы выставки.

XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Старик ӗнте тухсах кайнине курсассӑн, Мархва стан хушшине кӗрсе ларчӗ те пир тӗртме пуҫларӗ.

Когда Марфа уверилась, что старик ушел, она села за стан и стала ткать.

IV // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.

Вӑл тупрӗ те ӗнте мана, шуйттан ҫӑпати! —

Он-то и нашел меня, стервец поганый! —

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ну, халь ӗҫ каять ӗнте!

— Ну, теперь пойдет дело!

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Мулкачӑ инкеке лекнӗччӗ, халӗ ӗнте инкекӗ те, мулкачи те ҫук.

— Был заяц в беде, и уже нет ни беды, ни зайца.

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Танкпа ӗнте вӑл иккӗмӗш хут тӗл пулчӗ.

Это была его вторая встреча с танком.

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Юргин курчӗ: унӑн ытла отделенийӗсем те ӗнте траншейӑна сике-сике тухрӗҫ, — пур ҫӗрте те каскӑсем вӗлтлетме пуҫларӗҫ.

Юргин увидел, что и другие его отделения уже высыпали в траншею, повсюду замелькали каски.

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Халь ӗнте ятлакан та ҫук.

— Теперь и не поругает никто.

XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ну, тетӗп, пӗтерет ӗнте ку, тетӗп, лешсем патне чупса кӗрсе кайӗ те, тем туса хурӗ, тетӗп, кайран вара уншӑн, ухмахшӑн, ҫырлахах турӑ, пирӗн ответ тытмалла пулать!

Ну, думаю, заскочит он к ним, натворит делов, а мы за него, дурака, прости господи, в ответе будем!

XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫавӑнпа ӗнте ҫынсем ун патӗнчен куҫҫуль юхтара-юхтара тухса кайнӑ.

Поэтому люди уходили от нее в слезах.

XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пурте ӑнланнӑ: чи йывӑррине пурӑнса ирттернӗ, колхозра ӗҫсем майлашса кайрӗҫ пулсан, малашне ӗнте вӗсем ҫултан ҫул лайӑхланса пырӗҫ: йывӑҫ та ҫавӑн пекех — пӗрре тымар ярса, тӑпра ӑшӗнче тӗрекленсе ларсан, турачӗсене ҫултан ҫул, ытларан та ытларах сарса пыма тытӑнать…

Все понимали: если самые тяжелые годы прожили, дела в колхозе наладились, то в будущем они будут из года в год улучшаться: вот так дерево — пустило корни, укрепилось в земле, значит, год от года все шире и шире будет раскидывать ветви…

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫавӑнпа ӗнте вӑл халь те, кӑштах хумханса, хирӗҫ звонок пачӗ те трубкӑна хӑлхи ҫумне тутрӗ те, мембранӑра тӳрех чӗтрекен хытӑ сасӑ илтӗнсе кайрӗ.

Волнуясь, он дал ответный звонок, приложил к уху трубку и сразу услышал твердый, сильно дребезжащий голос.

IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

К-колоннӑра сире палласа илсенех каларӑм: халь ӗнте пӗрле!

Как я опознал вас в к-колонне, так и сказал: теперь вместе!

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех