Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗнте (тĕпĕ: ӗнт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗнтӗ пурте паллӑ: нимӗҫсем ирхине ирех разведка тунӑ иккен те мӑн ҫулсене мӗнле хӳтӗленине пӗлнӗ, унтан вара рубежа ҫӳлтен, сывлӑшран пӑхса ҫӳренӗ, пирӗннисене улталас тесе, мӑн ҫулсем патӗнче юриех персе хӑтланнӑ, халь ӗнте, оборонӑн вӑтаҫӗрне бомбӑсем пӑрахнӑ хыҫҫӑн, вӗсем кунта хӑйсен тӗп вӑйӗсене яраҫҫӗ иккен.

Всё, конечно, было понятно: немцы ранним утром совершили разведку, и поняли насколько сильно защищены главные дороги, потом изучали рубеж сверху, с воздуха, чтобы обмануть наших, специально стреляли у главных дорог, а теперь, после бомбежки центра обороны, они сюда направляют свои главные силы.

XXII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пӗр ҫирӗм пиллӗкелле ҫитнӗ пуль ӗнте вӑл, анчах сӑнран пӑхма аслӑрах пек курӑнать: ҫӑмки ҫинче унӑн инҫетренех пӗрӗнчӗксем палӑраҫҫӗ, хуралсарах ларнӑ типшӗм питҫӑмартисенче вара хура мӑк сухал, чаштраскер те каю пекех ҫӑраскер, шӑтса ларнӑ.

Ему было лет двадцать пять, но на вид он казался старше: на лбу у него издали были видны морщины, на почерневших худых щеках, выглядывала там-сям выросшая черная борода.

XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

«Ҫаплах ӗнте нумайлӑха, ӗмӗрлӗхех-и тен, тӑван килтен пӑрахса каятӑп», тесе шухӑшласа илчӗ те Андрей, сасартӑках хӑраса кайрӗ.

И Андрею вдруг стало жутко от мысли, что он вот так просто — надолго, а то и навсегда — покидает родной дом.

VIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Халь ӗнте вӑл Марийка ҫине мар, хӗвеланӑҫнелле, ҫулҫӑ пӗлӗчӗ йӑтӑнса килнӗ ҫӗрелле пӑхса, тепӗр хут, анчах хальхинче тата хӗрӳллӗнрех каларӗ:

Теперь он уже смотрел не на Марийку, а на запад, откуда шла туча, и еще раз, но теперь более горячо, сказал:

VIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Шывне виҫҫӗмӗш хут улӑштарчӗ ӗнте амӑшӗ, анчах шывӗ Володя ҫинчен вистенсе анакан хӑрӑмпа часах хуралать.

Уже третий раз меняла Евдокия Тимофеевна воду, а она разом становилась черной от копоти, которая пластами сходила с Володи.

Володя урамӗ (Эпилог) // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Ку — электричество ҫути ҫутатрӗ, унӑн токӗ, партизансем каменоломня патне илсе пынӑ нимӗҫ движокӗнчен килет, Пекерманпа Шульгинӑн сюрпризӗ ҫакӑ пулчӗ те ӗнте.

Это вспыхнули электрические лампочки, нити которых накалил ток от немецкого движка, притащенного партизанами к входу в каменоломни, в том и был задуманный сюрприз Шульгина и Пекермана.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Аптека хупнӑ та пуль ӗнте? — ыйтрӗ Чжан Пэй-цзюнь, рецептне илнӗ май.

— Аптека, видимо, уже закрыта? — робко напомнил доктору Пэй-цзюнь, принимая рецепт.

Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.

— Эпӗ ӗнте сана нихҫан та кураймӑп.

— Мне уже никогда не увидеть тебя.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

— Халь ӗнте Бяла Черквана ҫитрӗҫ те пуль.

— Но теперь они, должно быть, уже в Бяла-Черкве.

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Лешсене каялла ҫаврӑнма чӗнчӗ ӗнте вӑл.

Это был условный знак другим, призывающий их вернуться.

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӗрӗксен пӗр ушкӑнӗ ун патнелле пере-пере хӑпаратчӗ ӗнте, вӗсен тепӗр ушкӑнӗ ҫывӑхри тӳпе тӑрринчен персе те Огнянов хӑй йӑлтах юнланса пӗтнӗ, тар тӗтӗмӗпе хуралнӑ, тумтирне икӗ ҫӗртен персе шӑтарнӑ, тӑшман пулинчен ӑнсӑртран ҫеҫ ҫӑлӑнса, ун серепинчен хӑтӑлчӗ…

когда турки уже взбирались на насыпь укрепления, а другой их отряд стрелял с ближайшей высоты, — окровавленный, черный от порохового дыма, с двумя дырками в одежде, он каким-то чудом избежал вражеских пуль и вырвался из рук неприятеля…

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӗсене калаҫтарса ҫавӑрас ҫуккине Огнянов пӗлчӗ ӗнте.

Огнянов понял, что добром он с ними не сладит…

XXVIII. Укрепленисенче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Шухӑшласарах пӑхсан, кам-ха ҫав Рада, — нимӗн те мар вӑл, нимӗн те мар, — ҫаплах ӗнте, ним те мар! — манӑн пӗтӗм тӗнчеме, пӗтӗм ҫӑтмахӑма та тамӑкӑма ҫавӑрса илнӗскер?..

Да и в самом деле, кто такая эта Рада, — это ничто, ничто, — да, ничто! — заполняющее все мое существо, всю мою вселенную, мой рай, мой ад?..

XXII. Философипе ҫерҫи мӑшӑрӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кунта ӗнте ҫакна асӑнса хӑварсан та ытлашши пулас ҫук: Лалка чирӗпе вилӗмӗ пирки хулара тӗрлӗрен сӑмах ҫӳрет.

Надо сказать, однако, что столь многочисленная толпа собралась главным образом потому, что в городе узнали по слухам о причинах болезни и смерти Лалки.

XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кирек хӑш енчен пӑхсан та ӗнте чухӑн та намӑса пӗлмен ҫын пек курӑнать.

На всем облике этого человека лежал отпечаток бедности и цинизма.

V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Тӗрӗксен начар туртӑмне хӑвах пӗлетӗн-ҫке ӗнте.

— Ты же знаешь, где у турок слабое место.

XXXII. Турӑ ҫӳлте, патша инҫетре // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Паллах ӗнте, «Геновева» пирки те сиктерсе хӑвармарӗҫ, Огнянов вылянӑ вӑхӑтра курайман ҫынсем шӑхӑрса намӑс кӳресшӗн пулнине те асӑнчӗҫ, юрать-ха, Ставри пуп ҫав Стефчова шӑпах вӑхӑтра чарчӗ.

Разумеется, вскоре зашла речь о «Геновеве», о том, как Стефчов пытался освистать Огнянова, и поп Ставри осудил Стефчова.

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Халь ӗнте вӑл Рада тем-тем каласа хӑртасса кӑна кӗтсе тӑчӗ.

На лице Рады он прочел страшный приговор и ждал его теперь из ее уст.

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Радӑн хӑйне ҫак ҫын рыцарле хӳтӗленӗ чухнех-ха чун хӑвачӗпе тав тӑвас туйӑм хускалнӑччӗ, тав тӑвас туйӑм вӑл малтанхи самантра кӑначчӗ-ха, тепӗр саманчӗ вара — савассиех пулчӗ ҫав ӗнте.

Еще в тот день, когда он так по-рыцарски ее защитил, она почувствовала к нему ту горячую благодарность, которая в первый момент — только благодарность, а во второй — уже любовь.

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ик-виҫӗ чжан пек кайрӗ те ӗнте вӑл, ун кӑвакарнӑ ҫӳҫепе шур халачӗ, вӑкӑрӗпе шур хутаҫӗ ҫаплипех курӑнаҫҫӗ-ха.

На расстоянии двух-трех саженей еще виднелись седые волосы, желтый халат, черный вол и белый мешок.

Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех