Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Лайӑхрах пушмак пӑрусене ӗнесем патне куҫар, вӗсем дояркӑсен шутланса тӑччӑр, начартараххисене кивӗ лаша витисене хуп…
14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Пушмак пӑрусен сӗтне ытти ӗнесем ҫине шутланисӗр пуҫне, тата мӗн чухлӗ сӗт ӳстерсе ҫыртӑр, сысна ҫурисем валли тесе мӗн чухлӗ сӗт пӗтернӗ — куна пӗр Шалымов ҫеҫ пӗлет, анчах ӗмӗрне те каламасть!
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ӗнесем хыҫҫӑн ҫӳретӗп, кашни пӑрушӑн чӗре ыратать, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрмастӑп…
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫӗнӗ тырӑччен инҫе пулнӑ-ха, тата тырӑ тулӑх пуласса кӗтмех те тивмен: ҫу типӗ те тусанлӑ тӑнӑ, выльӑхсем кӗтӳрен тутисене юнлантарса таврӑннӑ, ӗнесем ӗнӗхсе хытнӑ курӑк ҫинӗ те сӗтне витре тӗпне шуратмалӑх ҫеҫ панӑ.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫурт тӑррисем ҫине ҫемҫе ӑшӑ ҫутӑ ӳкет, кантӑксенче ялкӑша-ялкӑша илет; тирек ращинче, ҫаралнӑ туратсем хушшине хӗсӗнсе ларнӑ йӑвасем ҫинче, ларма хатӗрленекен кураксем ҫатӑлтатаҫҫӗ; хӗрарӑмсем выльӑх-чӗрлӗхе хӑйсен картишӗсене кӗме вӑрӑммӑн йыхӑрни илтӗнет — вӗсен сассисем, каҫхи сывлӑшра уҫҫӑн янӑраса, таҫтах ҫитеҫҫӗ, ӗнесем ҫав тери тунсӑхлӑн мӗкӗреҫҫӗ, сурӑхсем йӗнӗ пек макӑраҫҫӗ, тӗтӗм шӑрши, йӳҫенкӗрех навус ҫӗрӗкӗн, ҫумӑрсемпе исленнӗ кӗрхи ҫӗрӗн ачаран хӑнӑхнӑ, хумхантарса савӑнтаракан шӑрши сӑмса шӑтӑкӗсене кӑтӑклантарать…
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хӑраса тӑнран кайнӑ вӑкӑрсемпе ӗнесем, картана ватса, ҫунакан килсенчен тӑкӑрлӑксене тӗпӗртетсе чупса тухсан вара вӗсене винтовкӑпа ҫывӑхран пере-пере вӗлерчӗ.
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Чие сачӗсем хушшине вӑрттӑн пытанса ларнӑ пек курӑнакан хуторӑн тӑнӑҫ чӗмсӗрлӗхне урапа кустӑрмисем чӗриклетнӗ, лашасем тулхӑрлӑ, сурӑхсем чӑхлатса ӳсӗрнӗ, ӗнесем мӗкӗрнӗ, ача-пӑча йӗнӗ тата тифпа чирленисем — вӗсене те пӗрле илнӗ — йынӑшнӑ сасӑсем хупласа хучӗҫ.
LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тин шӑтса тухнӑ симӗс курӑка ҫисе тӑранайман ӗнесем картишсенче вӑрӑммӑн мулатса мӗкӗреҫҫӗ.
L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Урамсем тӑрӑх, темскер шӑршланӑ пек, йӑптӑх тӑкман ӗнесем сулланса ҫӳреҫҫӗ.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Урамсем тӑрӑх ӗнесем юлхаввӑн кӗтӗве утнӑ.
XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Кунта ирпе, станицӑри пекех, ӗнесем те мӗкӗрнӗ, автансем те авӑтнӑ, ҫак пилӗк колхозран тӑракан пысӑк лагере Никита Никитич Андриянов ертсе пынӑ.
XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Акӑ пӗр лав юлчӗ, ун ҫине лумсемпе катмаксем ҫеҫ тиенӗ; тимӗрҫ аллинчен тин кӑна тухнӑ вӗсем, вӗр-ҫӗнӗ; акӑ лутра ҫуна ҫине пӗр купа утӑ хунӑ, утӑ ҫинче пӗр ача йывӑррӑн утакан лашасене хӑратса пырать; ак икӗ лав ҫине аврисене те варалайман вӗр-ҫӗнӗ наҫилккасем тиенӗ; хӗреслетсе хунӑ ҫӑнӑхлӑ михсем шуррӑн курӑнса юлаҫҫӗ; акӑ тата лав ҫинче темле каткасем, пичкесем лараҫҫӗ, тӑварланӑ ҫимӗҫсемпе пулмалла, — ҫиелтен шултӑра сарӑ ҫӗрулми купаланӑ; е урапа ӳречи урлӑ тунсӑх куҫӗсемпе сурӑхсем пӑхса пыраҫҫӗ; е ӳпӗнтернӗ хурансем, кастрюльсем курӑнса каяҫҫӗ, ещӗксенче чашӑк-тирӗк шӑкӑртатать; е лавсем хыҫҫӑн, аран ураран ура ирттерсе, ӗнесем пыраҫҫӗ, — обоз хӑй сӗчӗпе каять; е бричкӑсем ҫине хӑмаран ҫапса тунӑ клеткӑсем икшер рет пӗрин хыҫҫӑн теприне лартса тухнӑ, клеткӑсенче туллиех чӑхсемпе хурсем ларнӑ, ытла тӑвӑртан вӗсен сивӗпе хӗрелсе кайнӑ киккирикӗсем хушӑксенчен тухса пынӑ…
XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пурте — тин ҫеҫ сӑрт хыҫӗнчен тухнӑ хӗвел ҫутинче йӑлтӑртатса выртакан ҫеҫенхир те, ҫутӑ пӗлӗтри кайӑк сасси те, кӗтӳре ҫӳрекен ӗнесем те, кӗтӳҫӗ те, йӗпеннипе кӳпчесе кайнӑ ӗне вити ҫатанӗсем те — пурте савӑнӑҫлӑ та илемлӗ пулнӑ вӗсемшӗн…
IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ял ҫывӑхӗнчи улӑхра хӗрлӗ ӗнесем курӑк ҫисе ҫӳреҫҫӗ.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Урама ӗнесем хӑваласа тухнӑ хӗрарӑмсемпе вӗтӗр-шакӑр ачасем вӗсем хыҫӗнчен чылайччен пӑхса юлаҫҫӗ.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Шыв хӗрринчи садсем, пӳртсем, тӑкӑрлӑксем сасартӑк ҫухалчӗҫ, малта, лутра сӑртсем ҫинче, сурӑх картисем хуралса тӑни курӑнчӗ, сӑрт хӗррипе, кӑвак тӗтре пек, сурӑх кӗтӗвӗ анать, шыв ӑшӑх ҫӗрте ӗнесем хырӑмӗ таранах шыва кӗнӗ те йӗпе ҫулӑк пек хӳрисемпе ҫыпҫӑнакан пӑвансене хӑваласа тӑраҫҫӗ.
XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Артамашов юлташӗсемпе тусӗсем колхозран ӗнесем, сурӑхсем, сыснасем илсе каяҫҫӗ, колхоз кӗлечӗ пур кахалшӑн та ҫӑмӑл уҫӑлать…
XVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫунат айӗнче вӗтлӗх вӑрмансем, утӑ капанӗсем, ӗнесем, телеграф юписем шуса юлма пуҫларӗҫ, — самолет куҫа курӑнман ту ҫине ҫӳллӗрен ҫӳле хӑпарать.
XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Малтан ӗнесем валли витесем тумалла.
XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ӗнесем пӑруларӗҫ; ватӑ кӗсре тапратса тултарать, ҫиллине антарчӗ, варӗнче тиха епле тапаланни те курӑнать.Коровы потелились; старая кобыла починает, отбила вымя, и видно, как жеребенок у ней в пузе стукает.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.