Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл хурланмасть те, ӗнерхи пек кӳренмест те, шӳтлет, кулкалать, тӗрлӗрен ыйтусене тӗплӗн ответлет, ӗнер вӑл ним те ответлемен пулӗччӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӗнер пурнӑҫлӑн хӗвӗшсе тӑни — паян чарӑннӑ, ӗнер янрани, кӗрлени — паян чӗлхесӗр пулнӑ; ялтӑрани, ҫутални — сӳнсе ларнӑ.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унӑн ӗнерхи юлташӗсем ӑна тавралла сырӑнса илнӗ те хӑйсене хӑйсем чураллӑн тыткалаҫҫӗ; ӗнер вӗсем йӑлтах урӑхлаччӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Анчах утасса вара вӑл яланхинчен нумайрах утса ҫӳрерӗ, хайне ӗнер ҫемҫешке пулнишӗн айӑпласа, ӗнер тултарман нормӑшӑн вунпилӗк рейс ытлашши турӗ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
4. Ҫын вӗлерекенӗ акӑ мӗнлескерӗ унта тарса чӗрӗ юлма пултарать: кам хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине, ӑна вӗлерме шухӑш тытман халлӗнех, уншӑн ӗнер те, виҫӗмкун та тӑшман пулман вӑхӑтрах, ӑнсӑртран вӗлерсе пӑрахать — ҫавӑ; 5. кам та пулин хӑйӗн ҫывӑх ҫыннипе вӑрмана вутӑ касма кайсассӑн, пуртӑ тытнӑ аллине йывӑҫ касма сулса янӑ чухне пуртти авринчен вӗҫерӗнсе ҫывӑх ҫынна лексе ӑна вӗлерсе пӑрахрӗ пулсассӑн, ҫавӑ вара, чӗрӗ юлас тесе, хайхи виҫӗ хуларан пӗрне тарса ӳктӗр: 6. юншӑн тавӑраканӗ, чӗри тарӑхса-хӗрсе кайнипе, ун хыҫҫӑн хӑваласа ан каяйтӑр, ӑна инҫе ҫул ҫинче хӑваласа ҫитсе ан вӗлерейтӗр, унсӑр пуҫне тата вӑл айӑпа тивӗҫлӗ те мар, мӗншӗн тесессӗн вӑл вӗлернӗ ҫыннишӗн ӗнер те, виҫӗмкун та тӑшман пулман; 7. ҫавӑнпа каларӑм та ӗнтӗ эпӗ сана: виҫӗ хула уйӑрса ил, терӗм.
Аст 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫав кунах фараон халӑха пӑхса тӑракансене тата сыхлавҫӑсене ҫапла хытарса каланӑ: 7. ӗнер, виҫӗмкун кирпӗч тума халӑха улӑм параттӑр, малашне ан парӑр, вӗсем хӑйсем валли хӑйсемех улӑм пуҫтарччӑр, 8. кирпӗчне вара ӗнер тата виҫӗмкун мӗн чухлӗ тунӑ, ҫавӑн чухлех туччӑр, шутне ан чакарӑр; вӗсем ӗҫсӗр супнӑ, ҫавӑнпа: «каяр, хамӑр Туррӑмӑра парне кӳрер» тесе кӑшкӑраҫҫӗ те; 9. вӗсене ӗҫ нумайрах парас: вӗсем ӗҫлеччӗр, пушӑ сӑмах калаҫса ан ҫӳреччӗр, тенӗ.
Тух 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
— «Ну, ӗнерӗ — ӗнер мар та-ха вӑл, — хушса хунӑ Михайло Степанович, кӑмӑллӑн кулса, — аллӑ ҫула яхӑн пулать пуль.— «Ну, оно вчера не вчера, — прибавлял Михаила Степанович, улыбаясь, — а небось пятой десяток есть.
I // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ӗнерхи пекех шӑнкӑртатса шыв юхать, ҫӗмӗрт тӗмисем те ҫав-ҫавах пӑшӑлтатаҫҫӗ, анчах ӗнер тӗттӗмччӗ, ак халӗ ав янкӑр уяр та хӗвеллӗ ир.
I // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ӗнерхи ӗҫсене Сева часах маннинчен Ваҫҫук тӗлӗнчӗ, уншӑн ӑна ӑшра тав турӗ, ӗнер ӑна ҫавӑн пек кӳрентернӗшӗн кулянчӗ, анчах ачасем умӗнче хӑравҫӑ пек курӑнасшӑн пулмарӗ, Малютинпа каллех юлташлӑ пулас шутпа йӑпӑлтатать тесе каласран хӑрарӗ, ҫавӑнпа та Сева ыйтнисене хирӗҫ, ун еннелле кӑшт ҫеҫ пӑхса, мӑнкӑмӑллан ответлерӗ.
22 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
«Ӗнер улталарӗ мана, мӗнле вӑл чее!» шухӑшларӗ Ваҫҫук та кӑмӑллӑн, ӗнерхи ӗҫсене аса илсе.«Обманула меня вчера, хитрюга!» — беззлобно думал Васек, вспоминая вчерашний случай.
13 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Одинцова ӗнер ларнӑ кресло ҫинех ларчӗ, Базаров та хӑйӗн ӗнерхи вырӑннех вырӑнаҫрӗ.
XVIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Вӑл ӗнерхи пӑлан йӗрӗсене шыраса тупрӗ, пӑлан ӗнер выртнӑ вырӑна, чӑтлӑх ӑшне, йӑви патнех лӑпчӑнса выртрӗ.
XX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ӗнер вара эсир кулаксене тустарма хатӗрленни ҫинчен пӗлтӗм.
6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ӗнер сехре хӑпсах тухрӗ.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Анчах, ЧР ШӖМӗ ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав арҫын камне пӗлмеҫҫӗ.Но, как сообщается в МВД ЧР, неизвестно кем является мужчина.
Шупашкарта арҫын виллине тупнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/23475.html
Вӗсем пите нумайӑн, тимӗр, йывӑҫ, чул катӑкӗсенчен те нумай тӗрлӗрех хӑйсем, тӗрлӗрӗн манитсенчен, материсенчен тата ӗнер выльӑх хӑй ӗҫленӗ чух усӑ курнӑ хатӗрсенчен те нумай тӗрлӗрех.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Кашни тунтикун хула хаҫачӗсем вулакансене хӗпӗртесе ҫакна пӗлтереҫҫӗ: «Ӗнер Куни Айландра300.000 ҫын пулнӑ, 23 ача ҫухалнӑ»…
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Хӗрарӑм тутине тӑп тытса тӑрать, сӑмсапа сывлать, сӑмси шӑтӑкӗсем, урамран кӗрекен шӑршлӑ та ҫара сывлӑша ҫӑта-ҫӑта, чӗтре-чӗтре илеҫҫӗ; ку ҫын ӗнер ҫинӗ апат ҫинчен аса илнӗ шухӑшпа, тен, хӑҫан та пулин ҫыртса ҫиес ҫӑкӑр татӑкӗ ҫинчен ӗмӗтленнӗ ӗмӗтпе пурӑнать.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Эпӗ вӗсене пӗлетӗп — Орёл кӗпӗрнинчен вӗсем, пӗрле ӗҫлеттӗмӗр, ӗнер вӗсемпе пӗрлех ӗҫ укҫи илтӗм; эпӗ вӗсенчен малтан, ҫӗр каҫах тухса килтӗм, хӗвел тухнине тинӗс хӗрринче курас терӗм.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
— Гапон ӗнер министр патӗнче пулнӑ, вӑл мӗн пулассине пурне те пӗлнӗ, апла пулсан — вӑл пирӗн ултавҫӑ, — вӑл пире вилме илсе кайрӗ!
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.