Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗненесшӗн (тĕпĕ: ӗнен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хулара ӗненесшӗн пулмарӗҫ.

В городке не хотели верить.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ман аттене арестлесен, вӑл малтанах ҫакна ӗненесшӗн те пулман.

Когда отца арестовали, он сначала не хотел этому верить.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

— Эпе нимӗнпе те йӑпанма пултарайманнине чӑнахах ӗненесшӗн мар-и эсир?

— Вы решительно не хотите верить, что я способна увлекаться?

XVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Ҫапах та вӑл ку тӗлӗкех пулнине йӑлтах ӗненесшӗн пулмарӗ.

При всем том он всё-таки не мог совершенно увериться, чтобы это был сон.

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Малтанах вӑл ӗненесшӗн те пулмарӗ, пӳлӗмри япаласем ҫине тинкерсе пӑхма пуҫларӗ.

Сначала он не хотел верить и начал пристальнее всматриваться в предметы, наполнявшие комнату.

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Савни вилнине унӑн чӗри ӗненесшӗн пулмарӗ.

Сердце отказывалось поверить в гибель любимого.

Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Пурте ӗҫе каяҫҫӗ эппин? — терӗ директор халь те ӗненесшӗн мар пулса.

— Значит, все пойдут? — все еще не решался поверить директор.

Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Таня, пӗчӗк те имшерскер, юнашар утать, хӑй пӗр вӗҫӗмсӗр, вӑлах-и ку, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑскер, тенӗ евӗр, чӑннипех те ӗненесшӗн пулнӑ пек, ун пит-куҫне пӑхасшӑн тӑрӑшать.

Таня шла сбоку, маленькая, хрупкая, и все старалась заглянуть ему в лицо, словно хотела убедиться: он ли это, воскресший из мертвых, идет рядом с ней?

17 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Чӑн та ӗнтӗ, хупахран упаленсе тухнӑ чух вулӑсри писӑр курчӗ ӑна, тӳпери уйӑх сӑлтавсӑр-мӗнсӗрех ташлакаласа илнине лайӑхах асӑрхарӗ вӑл, тупата уйӑх ташланине куртӑм тесе, ял ҫыннисене ӗнентерме те хӑтланса пӑхрӗ; анчах лешсем ӗненесшӗн пулмарӗҫ, пуҫӗсене пӑркаларӗҫ, ҫитменнине тата хӑйӗнчен кулма тытӑнчӗҫ.

Правда, волостной писарь, выходя на четвереньках из шинка, видел, что месяц ни с сего ни с того танцевал на небе, и уверял с божбою в том все село; но миряне качали головами и даже подымали его на смех.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Аникановӑн плащ-палатки ӑшӗнче пӗтӗм дивизин уйӑх хушшинчи ӗмӗчӗ — «чӗлхе» — пӑвса минкӗретнӗ нимӗҫ тапӑлтатнине Травкин та ҫийӗнчех ӗненесшӗн пулман.

Даже Травкин с трудом поверил, что в плащ-палатке Аниканова бьется полузадушенный немец, «язык», — мечта дивизии на протяжении целого месяца.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Анчах ҫав октябрьти наступлени путланса ларнине ӗненесшӗн марччӗ.

Еще не хотели верить, что их октябрьское наступление на Москву сорвано.

XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Анчах кунта стенари пӗр пысӑк чулӗ хускалчӗ те стена хыҫӗнче ҫав тери пӗлӗш сасӑсем уҫҫӑнах илтӗнчӗҫ, малтан партизансем хӑйсен хӑлхисене те ӗненесшӗн пулмарӗҫ…

Но тут один из больших камней в вырезке стены шевельнулся, и голоса за стеной приобрели такие знакомые нотки, что партизаны сперва и ушам своим отказались верить…

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Аллӑ ҫул пурӑнать вӑл ҫут тӗнчере, пӑлхарсене симӗс тӑхӑнма юрамастчӗ, юлан утпа пыратӑн пулсан, кашни тӗрӗке курмассерен лаша ҫинчен сиксе анмаллаччӗ, ҫавна пӗтӗмпе ас тӑвать-ха; пусмӑрта пурӑнан халӑх ывӑлӗ пулнӑ май хӑех вӑл мӗн-мӗн кӑна курнӑ та мӗн чӑтса ирттермен пуль те, халь тесен хӑй мӗн курнине ӗненесшӗн пулмарӗ.

Пятьдесят лет прожил он на белом свете и помнил то время, когда болгарам было запрещено одеваться в зеленое и предписывалось соскакивать с коня при встрече с каждым турком; он сам, как сын порабощенного народа, столько видел, пережил, испытал, безропотно проглотил столько унижений, что теперь глазам своим не верил.

XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мана юрататӑн пулсан, ан асаплантар мана, ан асӑн ун ҫинчен: эпе ӑна тахҫанах хӑй йӑнӑшнине кӑтартрӑм, вӑл ӗненесшӗн пулмарӗ… чӑнах, эпӗ ытла айӑплах мар…

Если ты любишь меня, не мучь, не поминай о ней: я давно указывал ей ошибку, она не хотела верить… право, я не очень виноват…

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эпӗ ҫакна ӗненесшӗн мар!

Я не хочу верить этому!

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хӑшӗсем ҫак сас-хурана ӗненнӗ, теприсем «Титаник» инкеке лекнине ӗненесшӗн пулман.

Одни люди верили слухам, другие доказывали, что с «Титаником» ничего случиться не может.

Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ҫапах та ӗненесшӗн пулмарӗ.

И не поверила:

Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Эпӗ Аррениусӑн шанчӑксӑр шухӑшӗсене ӗненесшӗн мар, эпӗ урӑххисем майлӑ, «ҫӗр ҫинчен килекен хӑнасене унта, Марс ҫинче, хыр вӑрманӑсем хаваслӑн кашлани кӗтсе илӗ…» текен ҫынсемпе пӗр шухӑшлӑ.

Я не склонна верить мрачным утверждениям Аррениуса и готова разделить мнение тех, кто предполагает, что «пришельцев с Земли встретит на Марсе дружественный шум хвойного бора…»

30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Киревсӗр пӑлхава, патшана вырӑнтан кӑларса пӗтӗм дворян йӑхне пӗтерес ӗмӗтпе хусканнӑскере, эпӗ хутшӑннине тем каласан та ӗненесшӗн пулман.

Батюшка не хотел верить, чтобы я мог быть замешан в гнусном бунте, коего цель была ниспровержение престола и истребление дворянского рода.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Нумайӑшӗ ӗненесшӗн мар, улталать тесе шутлаҫҫӗ.

Многие не верили, считали, что я прихвастнула.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех