Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах Екатерина Алексеевна ку хыпара пӗрре те ӗненесшӗн пулмарӗ.
Юлашкинчен калани // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Эпӗ хам та патшалӑх ҫыннин — Софронӑн пахалӑхӗсене ӗҫре курса ӗненесшӗн пултӑм.Я и сам был не прочь убедиться на деле в отличных качествах государственного человека — Софрона.
Бурмистр // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 113–127 с.
— Пулма пултарайман япала! — хирӗҫлерӗ Сашка; каҫсерен ҫынсене хӑвалакан тискер шӑллӑ шӑхӑракансем ҫинчен каланине интересленсе итлерӗ пулин те, ӗненесшӗн пулмарӗ.
III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Унтан вӑл иртнӗ каҫ Андрия таборта темле хӗрарӑмпа курнине аса илчӗ те пуҫне чикрӗ; ҫапах та вӑл ҫакӑн пек мӑшкӑл ӗҫ пулассине, тӑван ывӑлӗ тӗне те, хӑйӗн чунне те сутнине ӗненесшӗн пулмарӗ.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Мӗн пулса иртнине хӑйсен куҫӗсемпе хӑйсемех кураҫҫӗ пулин те, вӗсем эпир каласа панине ӗненесшӗн те мар.
Танксемпе ҫапӑҫни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Костя юханшывӑн лӑпкӑ тӗкӗрӗ ҫине пӑхать те — ӗненесшӗн мар.
Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
«Ҫав ӗҫре пурте суяҫҫӗ» тенине эпӗ ӗненесшӗн мар, — мӗнле-ха вара апла пулсан, Королева Марго?Я не хочу верить, что «все врут в этом деле», — как же тогда Королева Марго?
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Наталья Савишна шӑллӗ хӑйне халалласа хӑварнине илме килсен, аппӑшӗнчен мӗнпур пек пурлӑх та, ассигнацисемпе шутлас-тӑк, ҫирӗм пилӗк тенкӗлӗх ҫеҫ юлнине курнӑ та ҫакна ӗненесшӗн те пулман, пуян кил-ҫуртра утмӑл ҫул пурӑннӑ карчӑк, пур япалана та хӑй аллинче тытса, ӗмӗр тӑршшӗпех хыткукарланса, кашни лӑстӑкшӑн чӗтресе пурӑнса, ним те хӑвармасса пултараймасть, тенӗ вӑл.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫавӑнпа мӗн пулса иртнипе никам та ҫырлахасшӑн, ӑна ӗненесшӗн те марччӗ.
65 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫапах та ашшӗ вӑрӑ иккенне ӗненесшӗн мар-ха Тавыль.
Тавыль пурнӑҫӗнчи улшӑну // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Эттай хӑй илтнине хӑй те ӗненесшӗн пулмарӗ.
Кэргыль патӗнче хӑнара // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ыррине, ырри вӑйлине шанса ҫитӗнекен ҫутӑ чунлӑ ача усала мӗн вӗҫне ҫитиччен те йышӑнман пекех, ултава ӗненесшӗн пулман Валя…
6 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Вӗсем ку тӗлӗк мар, чӑнах та пулнине ӑнланса илчӗҫ; кунта, ют Одер шывӗ патӗнче, нимӗҫ ҫулӗ ҫинче, кӗске кӗрӗк те ҫӑматӑ тӑхӑннӑ чӑн-чӑн красноармеец тӑнине ӗненесшӗн пулнӑ пек, унӑн куштӑрканӑ кӗрӗкне, вут умӗнче ӗнтнӗ пирки хӗрелсе кайнӑ кивӗ мулаххайне, затворне, ҫӗтӗкпе тирпейлӗн чӗркенӗ автоматне хыпашлама пуҫларӗҫ.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.
Маковей хӑй куҫне хӑй те ӗненесшӗн мар.
XXVIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Черныш Шура хӑй ҫывӑхӗнчех иккенне халӗ те ӗненесшӗн мар-ха.Евгению все еще не верилось, что Шура сейчас в нескольких минутах пути от него.
XXI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Сагайда ӑна хӑйӗн ҫурӑмӗ ҫинче дамба урлӑ йӑтса каҫсан, юн юхтарса выртакан ҫын Иван Антонович пулнине никам та ӗненесшӗн пулмарӗ.
XV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Автоматчиксем ҫавӑрса тытнӑ йӗкӗт тимӗр пек алӑсенче тапкаланчӗ, вӑл хӑйне тытнине ниепле те ӗненесшӗн пулмарӗ.Схваченный автоматчиками парень бился в железных лапах, не веря еще тому, что схвачен.
6 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Самолёта пӗрремӗш хут курнӑ ҫынсем лётчиксем Нарьян-Мартан икӗ сехет те хӗрӗх минутра вӗҫсе ҫитнине ниепле те ӗненесшӗн пулман.
Ҫурҫӗрти авиаци пионерӗсем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Ҫук, Мариам ҫакна ӗненесшӗн пулмарӗ, тен, ҫӳлте, люк ҫумӗнче, шалтан уҫӑлакан мӗнле те пулин ҫурӑк пулӗ, шухӑшларӗ вӑл…
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Вӑл ҫакна ӗненесшӗн те пулмарӗ, ҫавӑнпа хӑвӑртрах института чупрӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.