Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнланса (тĕпĕ: ӑнлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӗре асапланнӑшӑн хӑех айӑплине, ирӗклӗ пурнӑҫран хакли те ҫуккине Элекҫей ҫулталӑк каялла ҫирӗп режимлӑ колонирен куҫарсан тин ӑнланса илчӗ.

Алексей понял, что он сам виноват в своих сердечных болях, что нет ничего дороже свободной жизни, после того, как его перевели из колонии строгого режима.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Сандриков кравате юриех илменнине ӑнланса илчӗ: капла унӑн вӗсенчен уйрӑм пурӑнма тивет, вара поселенецсем хӑйсене тата ирӗклӗрех туяҫҫӗ.

Сандриков понял, что кровать не взяли специально: так ему придется жить отдельно, а поселенцы будут чувствовать себя вольготнее.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

– Пӗрремӗш курсра йывӑртарахчӗ ҫав, халӗ ӑна-кӑна ӑнланса, пӗлсе пыратпӑр ӗнтӗ.

- Вот на первом курсе было труднее, сейчас уже кое-что понимаем, осознаём.

Ҫӑвать те, пӗҫерет те // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Тата чӑннипех пӗр-пӗринпе ӗмӗр тӑршшӗпех пурӑнма шутланине ӑнланса илтӗмӗр.

И ещё по-настоящему осознали готовность всю жизнь прожить вместе.

Ҫырӑнмасӑр кӑна пурӑнар-и? // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Юрать-ха, хӑй мӗн каланине тӳрех ӑнланса илнӗ, макӑрса ярса каҫару ыйтнӑ.

Хорошо, что она сразу же поняла что сказала, разревевшись, попросила прощения.

Дантес ҫулӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Тӑван чӗлхе — эсӗ ҫут тӗнчере хӑв камне ӑнланса илме пултаракан кӗвӗ.

Родной язык — ты музыка, позволяющая понять кто сам я.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Ҫакна влаҫ та ӑнланса илчӗ.

Осознала это и власть.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Чӑн та, хайхи медсес-тра пур енӗпе те сатур пулнине ӑнланса илнӗ вӑл...

И правда, он понял, что медсестра во всем смелая...

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Ҫап-ҫамрӑк командир Михаил Данилович Воробьев майор ним айӑпсӑр чун кунта мӗншӗн лекнине ӑнланса илнӗ, хӑй сисмесӗрех чышкисене чӑмӑртанӑ.

Молодой командир Михаил Данилович Воробьев майор понял о том, как безвинная душа попала сюда, непроизвольно сжал кулаки.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Майӗпен пурнӑҫ кӑткӑслӑхне ӑнланса пырать Пальмира.

Куҫарса пулӑш

«Пылак сухан» тата хаваслӑ ачасем // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Шел те, хӑшпӗр ашшӗ-амӑшӗ ҫакна ӑнланса ҫитереймест.

Жаль, что некоторые родители не могут понять это.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Третьяков галерейи, Эрмитаж, А.С.Пушкин ячӗллӗ сӑнарлӑ искусствӑсен музейӗ, Вырӑс музейӗ паянхи общество шухӑшлавӗ совет тапхӑрӗнчипе танлаштарсан урӑхларах пулнине ӑнланса курав-шоусем йӗркелес ҫул ҫине тӑма пултарчӗҫ-ҫке-ха.

Куҫарса пулӑш

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

«Халӗ вара ҫуллен-ҫул ентеше хам валли уҫса, унӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗсемпе паллашнӑ май тӑван наукӑна аталантарас тӗлӗшпе вӑл мӗн тери пысӑк тӳпе хывнине ӑнланса пыратӑп», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Купӑрля ӑс-хакӑл управҫине пуҫ тайрӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Стадион хуҫисем пӗр-пӗрне ӑнланса выляни палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк команди ҫӗнтерчӗ // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Шӑхасана ашшӗ-амӑшӗ хӗтӗртнипе вӗренме кайнисем Малти Тукайра чухне ырлӑхра пулнине темиҫе эрне-уйӑхранах ӑнланса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Коллективри кашни ҫын пӗр-пӗрне ӑнланса, пулӑшса, ҫӗнӗлӗхсене пурнӑҫа кӗртес тӗллевпе хавхаланса, пайҫӑсемпе, тавар туянакансемпе, пулӑшу сферипе усӑ куракан клиентсемпе, продукци туса кӑларакансемпе, тӗрлӗ организаципе килӗштерсе ӗҫлени пысӑк пӗлтерӗшлӗ, — палӑртать Юрий Харитонов. — Райпо аталанӑвне пурте хӑйнеевӗр тӳпе хываҫҫӗ теме пулать.

Куҫарса пулӑш

Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Йӑнӑшсан, ҫухалса кайсан пӗр-пӗрне ӑнланса йывӑр лару-тӑруран тухма пулӑшаттӑмӑр.

При ошибке, растерянности, понимая друг друга, помогали выйти из трудной ситуации.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Телее, пӗр-пӗрне пулӑшса, пӗр-пӗрне ӑнланса пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

«Единая Россия» партин Чӑваш регион уйрӑмӗн секретарӗ, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Малов, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов республика ертӳлӗхӗ, хула влаҫӗ ентешлӗхсемпе яланах тачӑ ҫыхӑну тытнине, пӗр-пӗрне ӑнланса ӗҫленине палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта Туслӑх аллейи уҫӑлчӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Нарспие аса илтерекен пике хӑйӗн Турӑ ҫырни пулнине кӑшт каярахпа ӑнланса илнӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех