Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнланса (тĕпĕ: ӑнлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑхӑт хӑвӑрт шунине, ҫуртра ача сасси илтӗнменнине ӑнланса та ӗлкӗреймерӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Мӗн каласси, пӗр-пӗрне ӑнланса, пулӑшса пырсан ҫеҫ ӗҫ малалла каять.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Палӑртса хӑваратпӑр, Раҫҫей Перекет банкӗпе Чӑваш Ен Правительстви тахҫантанпах пӗр-пӗринпе ӑнланса ӗҫлекен партнерсем шутланаҫҫӗ.

Отметим, что Правительство Чувашии и «Сбербанк России» давно являются надежными партнерами.

Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн ушкӑнӗ «Раҫҫей Перекет банкӗ» организацин командипе волейбол выляссипе юлташла ӑмӑртусем ирттернӗ // Официаллӑ пресс-служба. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=2b ... aabcb6d837

«Общество пурнӑҫӗнче ҫынсене наркотика хирӗҫ тӑма вӗретсе пымалла. Шанатӑп, малашне те пӗр-пӗринпе ӑнланса ӗҫлессе, наркотик хатӗрӗсемпе психикӑна пырса тивекен япаласен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслес енӗпе тӑрӑшса вӑй хурасса», - тенӗ Михаил Игнатьев.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Федерацин наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан службине йӗркелесе янӑранпа вунвиҫӗ ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ торжествӑлла пулӑма хутшӑннӑ // Официаллӑ пресс-служба. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=68 ... 826d95cace

Ӑнланса ҫитерейменни те ура хурать-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ӑнланса ҫитерейменни ура хурать.

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Сасӑ пурри ҫеҫ ҫителӗксӗррине лайӑх ӑнланса ҫитеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Виҫҫӗмӗш курсра кӑвак хуппи уҫӑлса кайрӗ тейӗн - лайӑх вӗренме кӑна мар, мӗн тумаллине ӑнланса, чунпа туйса пурнӑҫлама пуҫларӑм.

Куҫарса пулӑш

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Ҫакна ӑнланса, тӗпе хурса ӗҫлесен пирӗн уй-хирте пысӑк тухӑҫлӑ тыр-пул ҫитӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тĕшĕ тымара пăхать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

ЧНК президенчӗ Н.Ф. Угаслов «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» конкурс пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине ӑнланса ӑна йӗркелесе ирттерме, хутшӑнакансене пур енлӗн хавхалантарма парнесемпе, хисеп хучӗсемпе чыслама пулнӑ.

Президент ЧНК Н.Ф.Угаслов подчеркнув значимость конкурса «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» согласился помочь с его проведением, поддержать участников призами и наградить грамотами.

«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеосӑвӑсен конкурсне ирттерме ЧНК та хутшӑнӗ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11659.html

Мана - «халӑх тарҫине», ӑнланса, пӗр шухӑшлӑ пулса тус-юлташла ӗҫлени - пӗтӗмпех халӑх пуласлӑхӗшӗн тунӑ пӗрлехи ырӑ ӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Атте, салтакра пулнӑскер, эпӗ ӑҫта лекнине ӑнланса илнӗ ӗнтӗ.

Отец, который был в армии, наверное догадался куда я попал.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Каярахпа хӑйне мӗн кирлине ӑнланса илчӗ.

Потом поняла, что ей нужно.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех