Шырав
Шырав ĕçĕ:
Санӑн шӑммусем Мудьюграх ҫӗрсе пӗтӗҫ.
7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Кам айӑплӑ-ха вӑл ҫӗрсе кайнӑшӑн?
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Хурӑнсем вӑраххӑн ӳснӗ, вара, лӑнчӑркка шурлӑх ҫинче пӗр пилӗк ҫул ларсан, ӳксе ҫӗрсе кайнӑ.Березы росли медленно и, простояв лет пять на зыбкой, гнилой почве, падали и гнили.
XV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вырсарникунсенче, Павелӑн ерҫӳ пулмасан, вӑл вутӑ ҫурать, пӗррехинче хулпуҫҫи ҫине хурса хӑма ҫӗклесе килчӗ те ҫӗрсе кайнӑ крыльца картлашкине хӑвӑрт кӑна улӑштарса лартрӗ, тепринче ҫавнашкал тӳнсе кайнӑ хӳмене никама систермесӗрех юсарӗ.
VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Атту пӑхса тӑманнипе ҫурчӗ ҫӗрсе каять.
Председатель юлташ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Лашасем йышлӑн вилме тапратнӑ, унтан питӗ хаяр выҫлӑх пуҫланнӑ: ҫынсем ҫемйи-ҫемйипе ҫӗре кӗнӗ, ҫуртсем ҫӗрсе йӑтӑннӑ, урамсем пушаннӑ, кантӑксем суккӑрланнӑ — хулана куҫакансем вӗсене хӑмала ҫапа-ҫапа хӑварнӑ.
Ӗмӗрхи депутат // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Кунпала вӗсем ҫӗрсе тахҫанах тӑпра пулнӑ этеме мар, унӑн пурӑнакан тӑванӗсен, ачисен пуянлӑхне хисеплеҫҫӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫемҫе чӗреллисем мӗскӗнсен вилтӑприйӗ ҫине ҫӑка хӗрес лартнӑ та, вӑл, часах ҫӗрсе, йӑванса ӳкнӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вилнӗ ҫынсен ӳчӗсем ҫӗрсе шӑммисем юлччӗр тесе, вӗсем вилӗсене ҫӗре чикеҫҫӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Тулти ҫумӑр пӗр чарӑнми алхасать, ҫӗрсе пӗтнӗ улӑм ҫивитти витӗр вӑл шала ярӑмлансах анать.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Тӗкмисем ҫурри ҫӗрсе пӗтнӗ пулин те, ҫапах лашасем валли, ҫӗрле тилӗсем килсе тапӑнасран, хӳтлӗх пулса тӑраҫҫӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Юрать-ха, — хушса хучӗ Гленарван, — ку кӗленчене акула вӑхӑтра ҫӑтса ӗлкӗрнӗ те, ӑна пирӗн «Дункан» ҫине илсе ҫитерчӗ: ҫак ҫӗрсе кайнӑ пропкӑпа кӗленче, кирек мӗн пулсан та, тинӗс тӗпне анса ларнӑ пулӗччӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Эпӗ сандалисене хыврӑм, вӗсене хӗве чикрӗм те, ҫӗрсе кайнӑ налишникрен тытса, ҫара урасемпе аялти хысак ҫине пусрӑм.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Ҫӗрсе кайнӑ сарайӗн пусӑрӑннӑ кӗтесӗсем те пӗчӗккӗнех палӑрми пулчӗҫ.В пустом сарае резче и резче поглядывала темная пустота осевших углов.
3 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
Вӗсене пурне те хӗвел хӑйӗн ӑшшине панӑ, вилсе, ҫӗрсе пӗтсен те вӗсем ҫав ӑшша ытти ӳсентӑрансене, йывӑҫ тӗмӗсене, ҫырласене, чечексене тата курӑксене халаласа панӑ.
VIII // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Темӗн пысӑкӑш йывӑҫ тункати патӗнче эпӗ канма лартӑм, тунката ӑшӗ пӗтӗмӗшпех ҫӗрсе сӳсленнӗ, хӗрринче ҫӗрмесӗр юлнӑ сий кӑна тытса тӑрать.
Ватӑ асатте // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 102–103 с.
Йывӑҫ ҫӗрсе саланса ӳкес патне ҫитсен те, тулашӗнчен шурӑ хупӑпа витӗннӗ хурӑн чӗрӗ пекех тӑрать.
Вӑрманти ҫуртсем // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 88–91 с.
Пирӗн ытти масарсем пекех, вӑл хурлӑхлӑн курӑнать: ун таврашӗнчи канавсем тахҫанах ҫеремпе витӗннӗ, сӑнсӑрланнӑ йывӑҫ хӗрессем тахҫан ӗлӗк сӑрланӑ ҫивиттисем айӗнче пуҫне пӗксе ҫӗрсе лараҫҫӗ, чул плитасем, такам аялтан тӗртнӗ пек, пурте вырӑнтан хускалнӑ; икӗ-виҫӗ ҫаралса юлнӑ йывӑҫ кӑшт кӑна сулхӑн параҫҫӗ, виле тӑприсем хушшинче сурӑхсем чарусӑррӑн ҫӳреҫҫӗ…
XXVIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ӑҫта сӗкӗнтӗн эсӗ, пакарту ҫаплах ҫӗрсе юхнӑ пулсан?
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Выртаттӑнччӗ халь Вешенски хӑйӑрӗ айӗнче, хальччен чӗрнӳсем те ҫӗрсе каятчӗҫ ак…
XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.